Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Иерофантсем (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Иерофантсем, ӑсчахсем, ӑслӑх-тӑнлӑха вӗсем ҫеҫ пӗлекенсем, аслӑ тӗрӗслеве хатӗрленеҫҫӗ, ту хушӑкӗсене инҫете-инҫете, ханкӑрсене, Аслӑ Пӗлӳлӗх кӗнекисене иле-иле каяҫҫӗ те ҫӗре чавса-чиксе пытараҫҫӗ.

Иерофанты, мудрецы и посвящённые готовились к великому испытанию, уносили в глубину гор, в пещеры, зарывали в землю книги Великого Знания.

Аэлитӑн иккӗмӗш калавӗ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Халӑхӑн тӗн-тӗшмӗшле киленӗвӗн авалхи-авалхи, юнлӑ кирлӗлӗхне Иерофантсем ҫапла тивӗҫтереҫҫӗ.

Так Иерофанты утоляли первобытную потребность народа к кровавым, религиозным зрелищам.

Аэлитӑн иккӗмӗш калавӗ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Ҫавӑн чухне Иерофантсем ӑнланаҫҫӗ те пӗтӗмлетеҫҫӗ: пуриншӗн те ӑнланмалла, уҫӑмлӑ тӗнпе пурӑнма пуҫламалла.

Тогда Иерофанты поняли, что нужно ввести ясный и понятный, единый для всех культ.

Аэлитӑн иккӗмӗш калавӗ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Ҫывӑракан Пуҫ тӗнӗ пуриншӗн те — ҫӗнӗлӗх, вӑл — хуҫаланупа вӑй-хӑватӑн тӗп хатӗрӗ, анчах ҫав тӗнӗн тӗшшине, шалти пӗлтерӗшне Иерофантсем ҫав тери пысӑк вӑрттӑнлӑхра упраҫҫӗ.

Культ спящей головы был открытым для всех, — это было главным орудием силы и власти, но смысл, внутреннее содержание культа, Иерофанты хранили в величайшей тайне.

Аэлитӑн иккӗмӗш калавӗ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Иерофантсем пӗтӗм влаҫне нумай-нумай йӑх хушшинче хӑйсен тӗнне сарма яраҫҫӗ, — ҫав халӑхсене хӑй вӑхӑтӗнче Уру династийӗ пӑхӑнтарнӑ, вӗсем тӗрлӗ ҫӗрелле сапаланнӑ.

Всю силу власти Иерофанты направили на создание культа среди множества племён, когда-то покорённых династией Уру и отпавших.

Аэлитӑн иккӗмӗш калавӗ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Иерофантсем хуҫаланма тытӑнаҫҫӗ.

Иерофанты овладели властью.

Аэлитӑн иккӗмӗш калавӗ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех