Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Иванкова (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Нимӗҫ, усӑк янаххине чӗтрентере-чӗтрентере, Иванкова кӑкринчен лектерме пикенсе, палашӗпе нимӗн тӑрлавсӑр хӑмсаркалать.

Дрожа отвисшей челюстью, немец бестолково ширял палашом, норовя попасть Иванкову в грудь.

8 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Иванкова палаш вӗҫӗпе мӑйӗнчен шӑйӑрттарчӗҫ, Сулахай енчен ун пуҫӗ ҫине кӑнттам драгун кармашӑнчӗ, куҫӗ умӗнче сулса янӑ палаш ҫиҫсе илчӗ.

Иванкова концом палаша полоснули по шее, с левой стороны над ним вырос драгун, и блекло в глазах метнулся на взлете разящий палаш.

8 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Иванкова хупӑрласа илчӗҫ.

Иванкова окружили.

8 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Сылтӑм флангри нимӗҫсем Иванкова пӳлмелле пыраҫҫӗ.

Правофланговые немцы шли Иванкову наперерез.

8 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Тепӗр кунне Крючков Иванкова сарайӗнчен тула чӗнсе тухрӗ.

На следующий день утром Крючков вызвал Иванкова из стодола.

8 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Крючков аллисене ҫурӑм хыҫне хутлатса тытнӑ та кӑмака ҫумӗнче тӑрать, кровать ҫинче выртакан кил хуҫи ҫине — шыҫӑпа кӳпчесе кайнӑ поляк ҫине Иванкова куҫ хӗссе кӑтартать.

Крючков, заложив руки за спину, стоял у печи, подмигивал Иванкову, указывая на оплывшего в водянке хозяина-поляка, лежавшего на кровати.

8 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех