Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Ибасов (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
В. Ибасов сӑвӑсем ҫырма ҫамрӑклах тытӑннӑ, каярахпа ку ӗҫех ҫӗнӗрен пуҫӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Вӗрентекенсем, салтаксем, ҫыравҫӑсем // В. Зайцев. Авангард, 2010.12.01

1951 ҫулта В. Ибасов Хусан Патшалӑх университечӗн истори факультетӗнчен вӗренсе тухнӑ.

Куҫарса пулӑш

Вӗрентекенсем, салтаксем, ҫыравҫӑсем // В. Зайцев. Авангард, 2010.12.01

Василий Матвеевич Ибасов та 1924 ҫулта Шетмӗ ялӗнче ҫуралнӑ.

Куҫарса пулӑш

Вӗрентекенсем, салтаксем, ҫыравҫӑсем // В. Зайцев. Авангард, 2010.12.01

Питрав Ибасов ачасене питӗ юратнӑ.

Куҫарса пулӑш

Вӗрентекенсем, салтаксем, ҫыравҫӑсем // В. Зайцев. Авангард, 2010.12.01

Питрав Ибасов 1909 ҫулхи августӑн 23-мӗшӗнче Шетмӗ ялӗнче ҫуралнӑ.

Куҫарса пулӑш

Вӗрентекенсем, салтаксем, ҫыравҫӑсем // В. Зайцев. Авангард, 2010.12.01

Утмӑлмӗш ҫулсен пуҫламӑшӗнче Питрав Ибасов приключениллӗ повесть ҫырса пӗтернӗ, «Малтанхи хура юр» ятлӑ поэма тата «Каллех аслӑ ҫулпа» повесть ҫырма тытӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Вӗрентекенсем, салтаксем, ҫыравҫӑсем // В. Зайцев. Авангард, 2010.12.01

«Хатӗр пул», «Сунтал», «Пирӗн ял» журналсен, «Пионер сасси» «Чӑваш хресченӗ», «Канаш» хаҫатсен 1926-1938 ҫулсенчи номерӗсене уҫса пӑхсан «Сенин Петти» е «Питрав Ибасов» тесе алӑ пуснӑ сӑвӑсемпе калавсене, пьесӑсемпе статьясене умлӑ хыҫлах курма пулать.

Куҫарса пулӑш

Вӗрентекенсем, салтаксем, ҫыравҫӑсем // В. Зайцев. Авангард, 2010.12.01

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех