Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Голландирен (тĕпĕ: Голланди) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Анчах мана карап ҫине илнӗ хыҫҫӑн икӗ кунтанах пассат ҫил килсе ҫапрӗ те, кӑнтӑр еннелле нумайччен кайрӑмӑр; Ҫӗнӗ Голландирен иртсе кайсан, ҫул хӗвеланӑҫнелле — кӑнтӑр-хӗвеланӑҫнелле тытрӑмӑр, унтан кӑнтӑралла – кӑнтӑр-хӗвеланӑҫнелле тытса пытӑмӑр та юлашкинчен Ырӑ Шанчӑк мысӗ патӗнчен пӑрӑнса иртсе кайрӑмӑр.

Но спустя два дня после того, как я был взят на борт, мы встретили пассатный ветер и долго шли к югу; миновав Новую Голландию, взяли курс на запад-юго-запад, потом на юго-юго-запад и, наконец, обогнули мыс Доброй Надежды.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Ҫурчӗсене Голландирен куҫса килнӗ ҫынсемех тунӑ пулмалла, тунӑранпа нумай ҫулсем иртнине пула, вӗсем чалӑшса кайнӑ, ҫивиттийӗсем йӑтӑна-йӑтӑна аннӑ, сӗрнӗ тӑмӗ хӑйпӑнса ӳкнӗ, стенисем те таҫта анса ларнӑ: юлашки хутӗнчи чӳрече тӑррисем те аран-аран курӑнаҫҫӗ.

Дома, построенные, быть может, еще голландскими поселенцами, с течением времени покосились, крыши провалились, штукатурка осыпалась, а стены настолько осели, что окна подвальных этажей верхним краем едва выступают над уровнем мостовой.

II // Л. Борисова. Сенкевич Генрик. Ҫӑкӑр шыраса: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 62 с.

1697 ҫулта Голландирен тухнӑ Инди компанийӗн аллинче тӑракан виҫӗ судно архипелагӑн ҫыранӗсем патне килсе ларнӑ.

В 1697 году три голландских судна, принадлежавших Индийской компании, пристали к берегам архипелага.

Иккӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Харсӑр ҫулҫӳревҫӗсем Голландирен 1615-мӗш ҫулта, Магеллан хыҫҫӑн ҫӗр ҫул иртсен, тухнӑ.

Смелые путешественники отплыли из Голландии в июне 1615 года, через сто лет после Магеллана.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

— Эпир ӑна санран колхоз валли ӑратлӑх туянасшӑн, улӑштарма та пулать, мӗншӗн тесен сӑнне кура, вӑл лайӑх ӑратран, тен, ун мӑн аслашшӗсене, хамӑр патра ҫӗнӗ ӑрат ӗрчетме, пӗр-пӗр Англирен е темле Голландирен илсе килнӗ.

— Мы его хотим на племя для колхоза у тебя купить или обменять, потому что, судя по его обличью, он высоких породистых кровей, может, его предки даже из какой-нибудь Англии или тому подобной Голландии вывезены на предмет размножения у нас новой породы.

IV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Голландирен килсе ҫӳрекен экспертсем тӗнче стандарчӗсене алла илме пулӑшаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Юрий Зорин: Шӑл ыратни мӗн таран тертлине лайӑх пӗлетӗп // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех