Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Голан (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
7. Вара Неффалим тӑвӗ ҫинчи Галилейӑри Кедес хулине, Ефрем тӑвӗ ҫинчи Сихем хулине тата Иуда тӑвӗ ҫинчи Кириаф-Арба хулине — тепӗр тӗрлӗ каласассӑн Хеврон хулине — уйӑрса илнӗ; 8. тата Иордан леш енче Иерихонран тухӑҫалла ларакан хуласене суйласа илнӗ: Рувим йӑхӗнчен — пушхирти, тӳремри Бецер хулине, Гад йӑхӗнчен — Галаадри Рамоф хулине тата Манассия йӑхӗнчен — Васанри Голан хулине; 9. ҫав хуласем ӗнтӗ Израиль ҫыннисемшӗн те, ютран пырса вӗсем хушшинче пурӑнакансемшӗн те уҫӑ пулнӑ: ҫынна йӑнӑшпа вӗлерекен ҫавӑнта тарса ӳкме пултартӑр, халӑх умне [сута] тӑриччен унӑн юншӑн тавӑракан аллинчен вилмелле ан пултӑр, тенӗ.

7. И отделили Кедес в Галилее на горе Неффалимовой, Сихем на горе Ефремовой, и Кириаф-Арбы, иначе Хеврон, на горе Иудиной; 8. за Иорданом, против Иерихона к востоку, отделили: Бецер в пустыне, на равнине, от колена Рувимова, и Рамоф в Галааде от колена Гадова, и Голан в Васане от колена Манассиина; 9. сии города назначены для всех сынов Израилевых и для пришельцев, живущих у них, дабы убегал туда всякий, убивший человека по ошибке, дабы не умер он от руки мстящего за кровь, доколе не предстанет пред общество [на суд].

Нав 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

41. Ҫавӑн чухне Моисей Иорданӑн ку енче, тухӑҫалла, виҫӗ хула уйӑрса илнӗ, 42. ҫын вӗлерекен, хӑйӗн ҫывӑх ҫыннине вӗлерме шухӑшламасӑр, ӑнсӑртран, ӗнер те, виҫӗмкун та уншӑн тӑшман пулман халлӗнех вӗлернӗскер, ҫав виҫӗ хуларан пӗр хулине тарса чӗрӗ юлма пултартӑр, тенӗ; 43. хулисем ҫаксем: Рувим йӑхӗ илнӗ тӳремлӗхри пушхирте ларакан Бецер хули, Гад йӑхӗ илнӗ Галаад ҫӗрӗнчи Рамоф тата Манассия йӑхӗ илнӗ Васан ҫӗрӗнчи Голан.

41. Тогда отделил Моисей три города по эту сторону Иордана на восток солнца, 42. чтоб убегал туда убийца, который убьет ближнего своего без намерения, не быв врагом ему ни вчера, ни третьего дня, и чтоб, убежав в один из этих городов, остался жив: 43. Бецер в пустыне, на равнине в колене Рувимовом, и Рамоф в Галааде в колене Гадовом, и Голан в Васане в колене Манассиином.

Аст 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех