Шырав
Шырав ĕçĕ:
Виктӑр куҫ хупмасӑр вӑлта хулкки ҫине пӑхать, кӑшт кӑна шыв хумханнине курсанах, вӑлтине туртса кӑларать.
3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Ку сӑмаха Петька Золотухин туртса кӑларнӑ, вӑл питех те суеҫне пурте пӗлсе тӑнӑ, вӑл камран та пулин кивҫен виҫӗ пус укҫа ыйтса илсен, каялла патӑм тесе тупа тӑватчӗ, е вӑлта хатӗрӗсене илсен, хуллипе ҫиппине вӑлти йӗпписӗрех паратчӗ те, ҫавӑн пекех илсеттӗм тесе ӗнентеретчӗ.
III сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Коля вӑлта аври каснӑ та (вӑлтисемпе ҫипписем унӑн хӑй ҫумӗнчех пулнӑ), пӗр вунӑ пысӑк мар парттас пулӑ тытнӑ.Коля, срезав удилище (леска и крючки у него были с собою), выловил штук десять плотичек.
Улттӑмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Рысс Е. Хӗрача ашшӗне шырать: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 140 с.
— Ӑрӑскал тени вӑл пурнӑҫра — ҫырма шывӗ хӗрринчи пулӑҫӑ пекех: хӑйӗн илӗртӳллӗ вӑлтине вӑл пирӗн хӗвӗшӳ хушшине ярать, вара этем — сӑхӑ ҫӑварӗпе ӑна кап! хыпса илет… леш вара, ӑрӑскалӗ, вӑлта патаккине ялт кӑна туртса кӑларать те, этем ҫӗр ҫине ҫатлатса тухса ӳкет, кайран — пӑхӑсӑн — мӗскӗнӗн чӗри те татӑлнӑ иккен…
III // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Вӑл хӑйӗн «пулӑ тытмалли хуҫалӑхне»: вӑлтисене, вӑлта ҫеклисен коллекцине, атмисене, сӗрекисене, тетелӗсене, хӑйӗн юратнӑ киммине пӗтӗмпех юлташӗсене, вӗсенчен пӗрне те кӳрентермесӗр уйӑрса парса хӑварма шутларӗ.
Анлӑ ҫул // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.
Иккӗмӗш хӗрлӗ ҫунатне чи пысӑк вӑлта ҫине тирсе лартать те шыва ывӑтма ҫеҫ ӗлкӗрет — пулӑ кӗҫех вӑлта хуллине унӑн аллинчен туртса илсе каймасть.
Утрав ҫинче // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.
Миша Цыганенок хӑй пӗччен икӗ ҫыншӑн «пӑшӑрханать» тейӗн: минутсерен вӑлта хуллисене ярса тытать, сиксе тӑрать, пӗр хускалмасӑр ларакан Тимахвин вӑлтине пулӑ туртать пулсан, ӑна тарӑхнӑ пек, ҫиллессӗн пӑшӑлтатса илет, пӗр вӗҫӗмсӗр ӑманне улӑштарать, хӗрсе кайсах нумайччен сурать ӑманӗ ҫине, ҫав тери хыпӑнса ӳксе тӑрмашать — пулӑ лекесси ҫапла тӑрмашнинчен килес пулсан, вӑл ӗнтӗ пӗр кукан туллиех тытма ӗлкӗрнӗ пулӗччӗ.
Утрав ҫинче // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.
Алёнкӑн вӑлти ҫумне тепӗр вӑлта йӗппипе путаркӑҫ ҫыхнӑ хушӑра манӑн хулкка шывалла путса ҫухалчӗ.Пока я привязывал к Аленкиной удочке новый крючок и грузило, мой поплавок ушел в воду.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Виссарион Синичкин. Козлов В.Ф. Чул утрав президенчӗ: повесть. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983 — 224 с.
Тимӗр бидонпа краҫҫын, мӑлатук, апат-ҫимӗҫ тата тӗрлӗ вӗтӗр-шакӑр: вӑлта йӗпписемпе вӑлта ҫипписем, путаркӑҫсем илсе килнӗ атте.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Виссарион Синичкин. Козлов В.Ф. Чул утрав президенчӗ: повесть. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983 — 224 с.
Мартынь вӑлта хӑййи ҫинчен куҫне илмест — вӑлта хӑййи чӗрӗ пекех сиккелесе выртать.Мартынь не спускает глаз с поплавка — поплавок прыгает, словно живой.
Партас шыв ӗҫме кайнӑ // Лина Агеносова. Ванаг, Юлий Петрович. Пӗчӗк Микинӗн пысӑк ӗҫӗсем: [калавсем] / Ю. П. Ванаг. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 32 с. — 17–18 с.
Пӗррехинче вӑлта пуҫҫапса илнӗччӗ, анчах вӑлти йӗпсӗрри ҫеҫ лекрӗ.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Лаг валли илнӗ ҫипе хӗрхенсе тӑрса пулмарӗ, унтан эпир вӑлта ҫиппи турӑмӑр, вӑлти вырӑнне — булавкӑсем, пулӑ илӗртме шӑна лартатпӑр.
Ҫул ҫинче ҫырса пынӑ журнал // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 155–238 с.
Вӑлта шыв тӗпне ҫитсе перӗнчӗ ҫеҫ, вӑлта аври вӗҫӗ авӑнса та кайрӗ.
2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Вӑлта ҫиппи манӑн аллӑмран вӗҫерӗнсе кайрӗ, вӑлта йӗппи вара ҫӳлти тута хӗррине витӗрех шӑтарса тирӗнсе ларчӗ.Леска-то осмыгнулась у меня в руке, крючок и промзил верхнюю губу.
31-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Вӑлта ҫиппине хуллен хыпашласа тупма тата унӑн вӗҫне ҫӑвара хыпма кӑна ӗлкӗрнӗччӗ эпӗ, мучи вӑлтине ҫӳлелле ка-а-арт! туртрӗ.Только что потихонечку нашшупал леску и рот к ней приложил, а дед ка-ак смыканет удилищу вверх!
31-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Тата эпир пуртӑпа «вӑлта» тупрӑмӑр, вӑлтине вара кантӑра вӗҫне булавка вӗҫлекине авса вырнаҫтарнӑ.
Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Сатур вӑлтине ӑман тирсе кӗпер ҫинченех шыва ячӗ, вӑлта аврине кӗпер карлӑкӗнчен ҫаклатса хучӗ.
Тимӗр тӗклӗ ӑмӑрткайӑк // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 46–56 с.
Кӗҫех кӑрт! кӑрт! вылярӗ вӑлта хулкки.
Нихӑшне те выҫӑ хӑвармарӗ // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 24 с.
— Апла пулсан, — терӗм эпӗ, — вӑлта нихӑшне те памастӑп.
Ула курак меслечӗ // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 22–23 с.
Эпӗ кирек хӑҫан та виҫӗ вӑлта илсе ҫӳретӗп.
Ула курак меслечӗ // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 22–23 с.