Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Виолетта (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кӑҫал ман хӗр Виолетта иккӗмӗш класа каять, вӑл, паллах, ҫӗнӗ шкулшӑн питӗ хавас, кунта халӗ пурте ҫӗнӗ, хальхилле, ачасене ҫӗнӗ пӗлӳ илме нумай интереслӗрех, — терӗ Усак-Кичу вӑтам шкулӗнче вӗренекенӗн амашӗ Алена Хабирова.

Куҫарса пулӑш

21-мӗш ӗмӗрти шкул // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/v-rent/2024- ... ul-3911028

1853 ҫулхи пушӑн 6-мӗшӗ — Джузеппе Вердин «Травиата» опери (Виолетта — Фанни Сальвини-Донателли, Альфредо — Лодовико Грациани)

6 марта 1853 — «Травиата» Джузеппе Верди (Виолетта — Фанни Сальвини-Донателли, Альфредо — Лодовико Грациани)

Ла Фениче // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9B%D0%B0_% ... 1%87%D0%B5

Пӗлӳ кунне пуринчен ытларах пӗрремӗш класс ачи Виолетта кӗтнӗ.

Куҫарса пулӑш

«Пире ҫичӗ ачаллӑ пулма сунчӗҫ» // Рамзиля КАМЕРИСТОВА. https://ursassi.ru/articles/eme/2023-09- ... ch-3444570

Шкул ачисен йышне Виолетта кӗнӗ, вӑл кӑҫал пӗрремӗш класа кайнӑ.

Куҫарса пулӑш

«Пире ҫичӗ ачаллӑ пулма сунчӗҫ» // Рамзиля КАМЕРИСТОВА. https://ursassi.ru/articles/eme/2023-09- ... ch-3444570

10-11 классенчи йӗлтӗрҫӗсене илес пулсан вара пьедестал Елчӗксемпе тулчӗ: Мария Воронова, Виолетта Тарасова, Анастасия Осипова, Роман Ильин, Кирилл Никитин, Тихон Александров.

Куҫарса пулӑш

Ушкӑнпа старта тухса ярӑнтӑмӑр савӑнса // Н.ФЕДОРОВ. http://елчекен.рф/2023/02/14/%d1%83%d1%8 ... %81%d0%b0/

«Декоративлӑ-прикладной пултарулӑх» номинацире, акӑ, Калининӑри «Светлячок» тата Вӑрнарти «Ручеек» ача сачӗсен воспитанникӗсен Александра Волковапа Степан Фоминӑн, Вӑрнарти 2-мӗш тата Кӳстӳмӗр шкулӗсенче вӗренекен Кирилл Волковпа Виолетта Ирикован алӗҫӗсем тивӗҫлипе пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Финалта тупӑшӗҫ // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10671-fi ... a-tup-sh-c

Хальхи вӑхӑтра хаҫатра Маргарита Зобова (вӑлах хаҫатӑн тӗп редакторӗ), Екатерина Николаева, Анастасия Иванова, Ангелина Семенова, Михаил Родионов, Юлия Матвеева, Карина Алексеева, Михаил Петров, Дарья Григорьева, Альвина Александрова, Ксения Куркина, Констанция Егорова, Александр Степанов, Виктория Петрова, Владислав Данилов, Ульяна Васильева, Иван Николаев, Татьяна Риманова, Виолетта Андреева ҫамрӑк журналистсем тӑрӑшаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Журналистикӑпа ачаран кӑсӑкланни пурнӑҫра та пулӑшать // И.ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9148-pallash ... 15-04-2022

Сцена ҫине «Альфредо» тухрӗ; Виолетта хаваслӑн кӑшкӑрса яни кӑштах fanatismo текен тӑвӑл ҫӗклемерӗ, ҫакӑнпа танлаштарсан, пирӗн ҫурҫӗр енче улани ниме те тӑмасть…

Явился «Альфредо»; радостный крик Виолетты чуть не поднял той бури, имя которой fanatismo и перед которой ничто все наши северные завывания…

XXXIII // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Виолетта вӑййи ирӗкленсе, лайӑхланса пычӗ.

Игра Виолетты становилась всё лучше, всё свободнее.

XXXIII // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Инсаров ложа хӗррине ӳпӗнчӗ те Виолетта ҫине тинкерсе пӑхма пуҫларӗ.

Инсаров припал к краю ложи и пристально посмотрел на Виолетту.

XXXIII // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Анчах Виолетта выляни вӗсене ҫавӑрса илчӗ.

Но игра Виолетты подействовала на них.

XXXIII // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Виолетта рольне ятсӑр-шывсӑр артистка вылярӗ; куракансем сиввӗн йышӑннинчен пӑхсан, ҫынсем ӑна юратсах каймаҫҫӗ, анчах вӑл пултарусӑрах та мар пулас.

Роль Виолетты исполняла артистка, не имевшая репутации и, судя по холодности к ней публики, мало любимая, но не лишенная дарования.

XXXIII // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех