Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Вертихвостов (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫав вӑхӑтрах вӑл Полинана пӗр-пӗр «Вертихвостов» сӑхланасран, ун ҫумне сӗмсӗррӗн сӗкӗнсе ҫулӑхасран та шикленчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Вертихвостов вара, «чӗресӗр юрату» туйӑмӗпе канӑҫне ҫухатса, чӑтӑмсӑр пӑлханса кайнӑскер, хӑй «сехетне» кӗтсе илчӗ пулас: никампа та сӑмах-юмах сутти туса тӑмарӗ — саккӑрмӗш класрах ял клубӗн киномеханикӗпе «тупйытӑлла» выляса хӗр чысне вараланӑ лапчашка кӗлеткеллӗ Сидорова Елизаветӑна, ытла та ҫӑмӑл тумлӑскере, астаруллӑ куллине ҫурхи кӗсре кӗҫеннӗ пек кустара-кустара яракан йӑкӑл-якӑла, хул хушшинчен ҫӑватрӗ те, шӑлне тӗрсӗр йӗрсе, ҫывӑхри пӗве ҫыранӗнче ашкӑрса ӳсекен хӑвалӑх патнелле талкӑштарса уттарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

— Поразомнӑм кости? — чее ҫӑткӑнлӑх лӑймакине путнӑ шӗвӗ металл тӗслӗ куҫне чалтӑртаттарса, тутине йӳҫсе хӑпарнӑ чуста пекех йӗлпӗнтерчӗ Вертихвостов, чӑваш чунӗсӗр чӑваш.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Анчах ик-виҫ утӑм тусанах ун куҫне сулахай енчен ҫын мӗлки туртса илчӗ — ак тамаша: унпа юнашарах Полина патнелле ӑвӑс шукли пек тӑслак Вертихвостов та тапраннӑ иккен, хӑйӗн пичӗ-куҫӗ пӗлӗтре явӑҫакан, чӑх ҫурине чӗрнипе кап! ҫаклатса илесшӗн майӑклакан хурчканни пек вичкӗн, вушар.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

«Анчах Полина ҫумне Вертихвостов пеккисем сӑвӑслах ҫыпӑҫсан мӗн тумалла?..».

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ула Тимӗр асӑрхарӗ: Полинапа пӗр класрах, анчах вӑтам вӗреннӗ, усӑк хулпуҫҫиллӗ, вӗшле сӑмсаллӑ, урлӑ хӑлхаллӑ, чавка ҫӑмарти питлӗ, йӑкӑс тумланнӑ янкӑс каччӑ, райпотребсоюз председателӗн ывӑлӗ, Вертихвостов хушаматлӑскер, Полинана тӗлме-тӗл лараканскер, хӗре куҫӗпе ҫакӑнтах салтӑнтарассӑн, лутӑркаса пӑрахассӑн пекех ҫисе ларать.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех