Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Ваҫукпа (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тахӑшсен килӗнче амӑшӗ ачине, Ваҫукпа тантӑшрахскерне, темтепӗр каласа вӑрҫнине лайӑх, паянхи пек астӑвать Абаев: «Ых, сана, тӑрлавсӑра, ма ҫуратса янӑ-ши эп?..»

Куҫарса пулӑш

7 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Кӑнтӑрлахи апатпа кӗтӳ кӗтнӗ ҫӗре Ҫӗпритунӑн Макҫӑмкка ятлӑ ывӑлӗ — Ваҫукпа пӗр ҫулсенчи ача — пырать.

Куҫарса пулӑш

7 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Ваҫукпа Машук, Кӗтерукпа Кулинейкка, алла-аллӑн тытӑнса, Услантӑр мучипе Шӑнкӑрч хупппине пырса тӑраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Саккӑрмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Кӑмака ҫинче, ҫип сӗвемне тирнӗ ахах шӑрҫа ҫыххи пек, Ваҫукпа Машукӑн, Кӗтерукпа Кулинейккӑн куҫӗсем йӑл-йӑл ҫиҫеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Ваҫукпа Лариса ташшине хавхалантарса алӑ ҫупакансен йышӗ те чакнӑ, чылайӑшӗ айккинче пӑхса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Хреҫҫи // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 90–99 с.

Ваҫукпа пӳрте кӗрсе лартӑм та: «Вилсен те, кунтан тухмастӑп», — терӗм.

Куҫарса пулӑш

Роман авторӗ ҫинчен // Чӑваш кӗнеке издательстви. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с. — 252–254 с.

Ытараймарӑмӑр ача кӑмӑлне, эпӗ (ашшӗне тепӗр ывӑлӑмпа унта хӑварсах) Ваҫукпа киле таврӑнтӑм.

Куҫарса пулӑш

Роман авторӗ ҫинчен // Чӑваш кӗнеке издательстви. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с. — 252–254 с.

Ун ҫине стенасем ҫумне пысӑклатса ҫакнӑ Ваҫукпа Гришӑн сӑнӗсем пӑхрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 137–154 с.

Выляма урама тухать-и Ваҫук, шкул пахчине ӗҫлеме каять-и е колхоз хирне пучах пухма утать-и — Кампур Ваҫукпа пӗрлех, унтан пӗр утӑм та юлмасть.

Куҫарса пулӑш

Кампур // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 257–261 с.

(Ушкӑн ячӗпе Ваҫукпа ҫавӑ калаҫнӑ.)

(От имени толпы он разговаривал с Васюком.)

Юнлӑ юнкун // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ваҫукпа арӑмӗ ӑнланаҫҫӗ пӗрне-пӗри.

И тогда между Васюком и Праски негласно установились своеобразные отношения:

Юнлӑ юнкун // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Чунӗсене уҫса калаҫнӑ-и вӗсем, Ваҫукпа ун арӑмӗ, пӗр-пӗринпе?

Говорили ли они хоть раз с Праски по душам?

V // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ваҫукпа ун юлтӑшӗ, хӑйсен ялӗсемех, Иванов Дементий салтак, кирек ӑҫталла утсан та, виҫҫӗмӗшӗ ҫак вырӑс ермешсе пырать.

ни на шаг не отстает от Васюка и его односельчанина Дементия Иванова. Стоит им двоим куда-то отойти, третий тут как тут.

IV // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Вязьма хулинчен малалла, хӗвеланӑҫнелле тухса каяс умӗн Григорьев Ваҫукпа ытти салтаксем утакан колонна ячӗпе Мускавран ҫакӑн пек депеша (васкавлӑ ҫыру) пынӑ пулнӑ: вырӑс ҫарӗн тӑшмана хӑвалакан тӗп вӑйӗсене ҫитме васкамалла мар; пӗр куна — ик куна чарӑнса ҫывӑхра пурӑнакан ҫынсене пулӑшса хӑварма тӑрӑшмалла; тавралӑха тирпей кӳрес ӗҫе те нумая тӑсма юрамасть, ҫулла эпидеми сарӑлма пултарать.

Перед тем, как двинуться от Вязьмы вперед, на запад, на имя колонны, в которой вместе с другими солдатами шагал Василий Григорьев, поступила депеша: основные силы продолжают преследование врага, а им велено остановиться на несколько дней с целью навести порядок в прилегающих территориях во избежание эпидемии.

III // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Прапорщикпа фельдфебель чупса ҫитнӗ ҫӗре Ваҫукпа тепӗр салтак, вӑл та чӑваш ҫамрӑкӗ, юр ҫинче выртнӑ, Григорьев сӑмсинчен юн кайнӑ пулнӑ; ыттисем, тӗркӗшӗве хутшӑннисем, нимӗн те курман-илтмен пек пулса тӳрленсе тӑма ӗлкӗрнӗ.

Когда подбежали прапорщик и фельдфебель, большинство дерущихся успели занять свои места и вели себя как ни в чем не бывало; на снегу остались лежать Васюк и солдат, на которого он упал, тоже чуваш. У Григорьева из носу шла кровь.

III // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ваҫукпа пӗрле утакан ҫамрӑк салтаксене Хусан кӗпӗрнинче пуҫтарнӑ пулнӑ.

Идущие рядом с Васюком солдаты были призваны из Казанской губернии.

III // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ун шухӑшӗпе, Ваҫукпа чипер Ультин нихҫан та пӗр чӗлхе пулмалла мар.

Ей казалось, что Вазюк и Ульди никогда не смогут найти общего языка.

Сӑпай Ваҫук // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ваҫукпа амӑшӗ ӳпкелешме пултарасси ҫинчен шухӑшланипех вӗсем ӑна курайми пулса ҫитнӗ…

Вскоре и вовсе возненавидели они семью Сбоевых, чувствуя за собой непрощенную вину.

Сӑпай Ваҫук // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Мӗн ҫинчен калаҫрӗ вӑл хӗрарӑмсемпе — ӑна вӗсем пӗлмерӗҫ, анчах вӑл тунката ҫинче хӑяккӑн улпут пек ларни, аллинчи кукӑр авӑрлӑ патаккине вӗҫкӗнле вылятни тата час-часах Людмилӑпа Маринене юрпа перкелени Ваҫукпа Сехрене пӗрре те килӗшмерӗ.

Куҫарса пулӑш

ХIХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ҫав вӑхӑтра Атӑл хӗрринчен Ваҫукпа пӗрле Тутаркас ачисем виҫҫӗн-тӑваттӑн пырса тӑчӗҫ, вара ташӑ хӗрмеллипех хӗрсе кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

XI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех