Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Вафуилӑн (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
1. Иаков тӑнӑ та тухӑҫ ывӑлӗсен ҫӗрне [Лаван патне — арамей ҫыннин Вафуилӑн ывӑлӗ, Иаковпа Исав амӑшӗн Ревеккӑн пиччӗшӗ патне] тухса кайнӑ.

1. И встал Иаков и пошел в землю сынов востока [к Лавану, сыну Вафуила Арамеянина, к брату Ревекки, матери Иакова и Исава].

Пулт 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

5. Исаак вара Иаковпа сывпуллашнӑ, Иаков Месопотамие Лаван патне — арамей ҫыннин Вафуилӑн ывӑлӗ, Иаковпа Исав амӑшӗн Ревеккӑн пиччӗшӗ патне — тухса кайнӑ.

5. И отпустил Исаак Иакова, и он пошел в Месопотамию к Лавану, сыну Вафуила Арамеянина, к брату Ревекки, матери Иакова и Исава.

Пулт 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

1. Исаак Иакова чӗнсе илнӗ те ӑна пилленӗ, ӑна ӳкӗтлесе каланӑ: хӑв валли арӑм ханаансен хӗрне ан ил; 2. тӑр та Месопотамие Вафуилӑн, аннӳ ашшӗн, килне кай, хӑв валли арӑм ҫавӑнтан — Лаванӑн, аннӳ пиччӗшӗн, хӗрӗсенчен пӗрне ил; 3. Пурне те Пултаракан Турӑ сана пиллетӗр, сана ӗрчеттӗр, сана йышлӑ тутӑр, санран темӗн чухлӗ халӑх тухтӑр; 4. сана та, санпа пӗрле санӑн тӑхӑмна та Авраамӑн [манӑн аттемӗн] пиллӗхне патӑр, санӑн хӑв ҫӳресе тухнӑ ҫӗре — Турӑ Авраама панӑ ҫӗре — илмелле пултӑр! тенӗ.

1. И призвал Исаак Иакова и благословил его, и заповедал ему и сказал: не бери себе жены из дочерей Ханаанских; 2. встань, пойди в Месопотамию, в дом Вафуила, отца матери твоей, и возьми себе жену оттуда, из дочерей Лавана, брата матери твоей; 3. Бог же Всемогущий да благословит тебя, да расплодит тебя и да размножит тебя, и да будет от тебя множество народов, 4. и да даст тебе благословение Авраама [отца моего], тебе и потомству твоему с тобою, чтобы тебе наследовать землю странствования твоего, которую Бог дал Аврааму!

Пулт 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

20. Ревеккӑна — Месопотамире пурӑнакан арамей ҫыннин Вафуилӑн хӗрне, арамей ҫыннин Лаванӑн йӑмӑкне — хӑй валли качча илнӗ чухне Исаак хӗрӗх ҫулта пулнӑ.

20. Исаак был сорока лет, когда он взял себе в жену Ревекку, дочь Вафуила Арамеянина из Месопотамии, сестру Лавана Арамеянина.

Пулт 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Вӑл: Милка Нахора ҫуратса панӑ Вафуилӑн хӗрӗ, терӗ.

Она сказала: дочь Вафуила, сына Нахорова, которого родила ему Милка.

Пулт 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

15. Вӑл [хӑй ӑшӗнче] ҫапла каласа та пӗтереймен, акӑ Ревекка — Вафуил хӗрӗ, Авраам пиччӗшне Нахора арӑмӗ, Милка, ҫуратса панӑ Вафуилӑн хӗрӗ — тухать, кӑкшӑмне хулпуҫҫийӗ ҫине лартнӑ; 16. хӗрӗ питӗ илемлӗ пулнӑ, арҫынпа хутшӑнман хӗр пулнӑ.

15. Еще не перестал он говорить [в уме своем], и вот, вышла Ревекка, которая родилась от Вафуила, сына Милки, жены Нахора, брата Авраамова, и кувшин ее на плече ее; 16. девица была прекрасна видом, дева, которой не познал муж.

Пулт 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех