Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Ванерке (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Сӑмахран, район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Владимир Ванерке тата Чӑваш наци музейӗн директорӗ Ирина Меньшикова Тӑвайри тата Тӗмерти вӑтам шкулсен ӗҫ коллективӗсемпе тӗл пулса информкунӑн тӗп темисене сӳтсе явнӑ, Тӑвайри магазинта ҫӑкӑрпа булка изделийӗсен куравӗпе (сӑн ӳкерчӗкре) паллашнӑ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ ыйтнисене тӗпе хурса // Ял ӗҫченӗ. «Ял ӗҫченӗ», 2019.10.18

Тӑвай районӗн администраци пуҫлӑхӗ Владимир Ванерке, райадминистрацин структура подразделенийӗсен, ӗҫ тӑвакан влаҫӑн территорири, федерацири тата республикӑри органӗсен вырӑнти ертӳҫисем республикӑран килнӗ информаци ушкӑнӗн членӗсемпе пӗрле районти ялсемпе шкулсенчи ӗҫ коллективӗсемпе, халӑхпа тӗл пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ ыйтнисене тӗпе хурса // Ял ӗҫченӗ. «Ял ӗҫченӗ», 2019.10.18

-Ентешсем, хӑнасем, районӑн харсӑр ӗҫченӗсем сире акатуй ячӗпе ӑшшӑн-ӑшшӑн саламлатӑп,- калаҫӑва пуҫӑнчӗ район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Владимир Ванерке.

Куҫарса пулӑш

Тар кӑларса ӗҫленӗ хыҫҫӑн, ай, савӑнтӑмӑр та акатуйра // А.НИКИТИНА. «Ял ӗҫченӗ», 2016.06.15

Кульура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министрӗн ҫумӗ Иван Архипов, район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Владимир Ванерке Тӗмер ял тӑрӑхӗнче пурӑнакансемпе тӗл пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫурхи пӗлтерӗшлӗ ыйтусемпе // А.АЛЕКСАНДРОВА. «Ял ӗҫченӗ», 2016.04.22

Район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Владимир Ванерке уҫрӗ информаци кунне.

Куҫарса пулӑш

Ҫурхи пӗлтерӗшлӗ ыйтусемпе // А.АЛЕКСАНДРОВА. «Ял ӗҫченӗ», 2016.04.22

-Район тата ял тӑрӑхӗсен администрацийӗсем, ҫынсем 2015 ҫулта Тӑвай енӗн социаллӑ пурнӑҫӗпе экономикине аталантарассипе, халӑхӑн пурнӑҫ шайне ӳстерессипе, вак тата вӑтам предпринимательлӗхе вӑйлатассипе, инвестицисем явӑҫтарассипе ӗҫленӗ, социаллӑ сферӑн ыйтӑвӗсене татса панӑ, бюджет укҫи-тенкипе эффективлӑ усӑ курма тӑрӑшнӑ, - тесе пуҫларӗ калаҫӑвне район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Владимир Ванерке хӑйтытӑмлӑхра ӗҫлесе канӑва тухнисене, халь тӑрӑшакансене саламланӑ хыҫҫӑн. -Пӗлтӗр районӑн пӗрлештернӗ бюджетне тупӑшсем 259249,7 пин тенкӗ пырса кӗнӗ, ку вӑл планпа палӑртнин 98,7 проценчӗпе танлашать.

Куҫарса пулӑш

Хӑйтытӑмлӑх кунӗ иртрӗ // Н.ФЕДОРОВА, А.АЛЕКСАНДРОВА. «Ял ӗҫченӗ», 2016.04.22

Асӑннӑ мероприятие район пуҫлӑхӗ Александр Шакин, район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Владимир Ванерке, район администрацийӗнче ӗҫлекенсем, муниципалитет службин ветеранӗсем, ял тӑрӑхӗсен пуҫлӑхӗсемпе специалисчӗсем, районти депутатсем, «АККОНД» акционерлӑ обществӑн генеральнӑй директорӗ Валерий Иванов, ЧР культура, национальноҫсен ӗҫӗсен, архив ӗҫӗн министрӗн ҫумӗ Иван Архипов хутшӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Хӑйтытӑмлӑх кунӗ иртрӗ // Н.ФЕДОРОВА, А.АЛЕКСАНДРОВА. «Ял ӗҫченӗ», 2016.04.22

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех