Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Бешняк (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Алексей Бешняк амӑшӗ ывӑлӗн кивӗ кӗпи-йӗмӗсене тыта-тыта пӑхса макӑрчӗ, ирӗксӗррӗн тухакан йӳҫӗ куҫҫульне сӑрхӑнтарчӗ, тум таврашӗсене шӑршласа пӑхрӗ; анчах юлашки кӗпи кӑна, Кошевойсен Мишки илсе килни, хутламӗсем хушшинче ывӑлӗн тар шӑршине упраса хӑварнӑ.

Перебирая старое бельишко Алексея Бешняка, плакала мать, точила горькие скупые слезы, принюхивалась, но лишь последняя рубаха, привезенная Мишкой Кошевым, таила в складках запах сыновьего пота.

I // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Пӑшалне персе яма ӗлкӗрнӗ Бешняк вилес умӗн авкаланса илсе, шӑлӗсене кӑчӑртаттарчӗ, ҫӗр ҫине кукленсе ларчӗ: нимӗҫсен ҫӗҫӗллӗ штыкӗ унӑн хырӑмне шӑк хӑмпине ҫурса ҫурӑм шӑммине пырса тӑрӑннӑ.

Бешняк, успевший выстрелить, присел, скрежеща зубами, сгибаясь в смертном поклоне: немецкий ножевой штык искромсал ему внутренности, распорол мочевой пузырь и туго дрогнул, воткнувшись в позвоночник.

XXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

— Ҫурӑмна шӑтарса яни ҫитмен сана, чӗмере аҫи! — пӗр ҫилленмесӗр ятлаҫса илчӗ Бешняк.

— Мало тебя в спину кололи, бугай идолов! — беззлобно поругивался Бешняк.

XXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ҫав каҫ Кошевой тата унпа пӗр хутор ҫынни Алексей Бешняк, каска пуканӗ пек лӳппер кӗлеткеллӗскер, секрета кайрӗҫ.

В эту ночь Мишка Кошевой и хуторянин его, чурбаковатый Алексей Бешняк, были в секрете.

XXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

— Хӑш ҫулӗпе каятпӑр? — терӗ лутака та пуклакрах Алексей Бешняк.

— Какой дорогой пойдем? — спросил низенький, чурбаковатый Алексей Бешняк.

10 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех