Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Ахтупайсем (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Янтуш мучи килнине пӗлсен Ахтупайсем патне хӑвӑрт ҫынсем пуҫтарӑнчӗҫ, суккӑр старикӗн вара кӗслине михӗрен кӑларса алла тытмалла пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

9. Ашшӗпе ывӑлӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ниҫта та ан кай, тӳрех хир енне ҫул тыт, Ахтупайсем патне вӗҫтер.

Куҫарса пулӑш

2. Хура юпа // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хӑйне ӑшра вӑрҫса илчӗ — ҫамрӑксене пулӑшма нимӗн те илсе тухаймарӗ вӑл Ахтупайсем патӗнчен.

Куҫарса пулӑш

1. Чарусӑр ҫамрӑксем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ахтупайсем патӗнче чылай вӑхӑт хушши пӗччен ларса вӑл кунта мӗн пулса иртнине хӑех ӑнланчӗ.

Куҫарса пулӑш

15. Инкек ҫине синкек // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Арӑмӗ Тукая паян вӗсен хӗрӗ ӑҫта пулние, Ахтупайсем патне вӑл мӗн сӑлтавпа кайнине ӑнлантарса пачӗ.

Куҫарса пулӑш

9. Юлашки ҫуна ҫулӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Нухрат каҫ пулас умӗн амӑшне шӳт туса асӑрхаттарсах хунӑччӗ: эпир паян упа тытрӑмӑр, манӑн Ахтупайсем патне упа какайӗ ҫиме каймалла тенӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

9. Юлашки ҫуна ҫулӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Каҫхине, тӗттӗм пулса ҫитсен, Ахтупайсем патне пурне те тӗлӗнтерсе Нухрат пырса кӗчӗ.

Куҫарса пулӑш

8. Ҫурхи кунсем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вырӑс дружинникӗсем Ахтупайсем патне кӗрсе тухнӑ чухне ялта тӗттӗм пулса ҫитменччӗ-ха.

Куҫарса пулӑш

2. Урасмет // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех