Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Ахсаф (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
24. Пиллӗкӗмӗш шӑпи Асир ывӑлӗсен йӑхӗн ӑрӑвӗсене тухнӑ; 25. вӗсене ҫак хуласем тивнӗ: Хелкаф, Хали, Ветен тата Ахсаф, 26. Аламелех, Амад тата Мишал; вӗсен ҫӗрӗн чикки анӑҫ енче Кармил патне, Шихор-Ливнаф патне ҫитет; 27. тепӗр еннелле — хӗвел тухӑҫӗ еннелле — Беф-Дагон патне ҫитет, ҫурҫӗр енчен Завулон ҫӗрӗпе Ифтах-Ел айлӑмӗ ҫумнех пырать, [Асафа чиккине ҫитет,] Беф-Емек патӗнчен, Неиел патӗнчен иртсе Кавул патне сулахай енчен пырса тухать.

24. Пятый жребий вышел колену сынов Асировых, по племенам их; 25. пределом их были: Хелкаф, Хали, Ветен и Ахсаф, 26. Аламелех, Амад и Мишал; и примыкает предел к Кармилу с западной стороны и к Шихор-Ливнафу; 27. потом идет назад к востоку солнца в Беф-Дагон, и примыкает к Завулону и к долине Ифтах-Ел с севера, [и входит в пределы Асафы] в Беф-Емек и Неиел, и идет у Кавула, с левой стороны.

Нав 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

7-8. Иордан шывӗн ку енче анӑҫалла выртакан, Ливан айлӑмӗнчи Ваал-Гад патӗнчен пуҫласа Сеир патнелле тӑсӑлакан Халак тӑвӗ патне ҫитиччен сарӑлса выртакан [аморрейсен] ҫӗрӗн патшисене Иисуспа Израиль ывӑлӗсем вӗлерсе пӗтернӗ те вӗсен пӗтӗм ҫӗрне — сӑртлӑхӗсене, айлӑмӗсене, тӳремлӗхне, ту тайлӑмӗсене, пушхире, кӑнтӑрти ҫӗре, хетсен, аморрейсен, ханаансен, ферезейсен, евейсен, иевусейсен ҫӗрӗсене — Израиль ывӑлӗсене еткерлӗхе валеҫсе панӑ; ҫав ҫӗрсене тытса тӑнӑ аморрейсен патшисем ҫаксем пулнӑ: 9. пӗр Иерихон патши, Вефиль ҫывӑхӗнчи пӗр Гай патши, 10. пӗр Иерусалим патши, пӗр Хеврон патши, 11. пӗр Иармуф патши, пӗр Лахис патши, 12. пӗр Еглон патши, пӗр Газер патши, 13. пӗр Давир патши, пӗр Гадер патши, 14. пӗр Хорма патши, пӗр Арад патши, 15. пӗр Ливна патши, пӗр Одоллам патши, 16. пӗр Макед патши, пӗр Вефиль патши, 17. пӗр Таппуах патши, пӗр Хефер патши, 18. пӗр Афек патши, пӗр Шарон патши, 19. пӗр Мадон патши, пӗр Асор патши, 20. пӗр Шимрон-Мерон патши, пӗр Ахсаф патши, 21. пӗр Фаанах патши, пӗр Мегиддон патши, 22. пӗр Кедес патши, Кармил ҫывӑхӗнчи пӗр Иокнеам патши, 23. Нафаф-Дор патӗнчи пӗр Дор патши, Галгалри пӗр Гоим патши, 24. пӗр Фирца патши.

7-8. И вот цари [Аморрейской] земли, которых поразил Иисус и сыны Израилевы по эту сторону Иордана к западу, от Ваал-Гада на долине Ливанской до Халака, горы, простирающейся к Сеиру, которую отдал Иисус коленам Израилевым в наследие, по разделению их, на горе, на низменных местах, на равнине, на местах, лежащих при горах, и в пустыне и на юге, Хеттеев, Аморреев, Хананеев, Ферезеев, Евеев и Иевусеев: 9. один царь Иерихона, один царь Гая, что близ Вефиля, 10. один царь Иерусалима, один царь Хеврона, 11. один царь Иармуфа, один царь Лахиса, 12. один царь Еглона, один царь Газера, 13. один царь Давира, один царь Гадера, 14. один царь Хормы, один царь Арада, 15. один царь Ливны, один царь Одоллама, 16. один царь Македа, один царь Вефиля, 17. один царь Таппуаха, один царь Хефера, 18. один царь Афека, один царь Шарона, 19. один царь Мадона, один царь Асора, 20. один царь Шимрон-Мерона, один царь Ахсафа, 21. один царь Фаанаха, один царь Мегиддона, 22. один царь Кедеса, один царь Иокнеама при Кармиле, 23. один царь Дора при Нафаф-Доре, один царь Гоима в Галгале, 24. один царь Фирцы.

Нав 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

1. Ҫавӑн ҫинчен илтсессӗн, Иавин — Асор патши — Мадон патши Иовав патне, Шимрон патши патне, Ахсаф патши патне, 2. ҫурҫӗр еннелли сӑртлӑхра, Хиннарофӑн кӑнтӑр енчи тӳремлӗхре, айлӑмлӑ вырӑнсенче пурӑнакан патшасем патне, анӑҫ енче Нафоф-Дорта пурӑнакан патшасем патне, 3. тухӑҫ енче, тинӗс хӗрринче пурӑнакан ханаансем патне, ту ҫинче пурӑнакан аморрейсемпе хетсем, ферезейсемпе иевусейсем патне тата Ермон ҫывӑхӗнче, Массифа ҫӗрӗнче пурӑнакан евейсем патне хыпар янӑ.

1. Услышав сие, Иавин, царь Асорский, послал к Иоваву, царю Мадонскому, и к царю Шимронскому, и к царю Ахсафскому, 2. и к царям, которые жили к северу на горе и на равнине с южной стороны Хиннарофа, и на низменных местах, и в Нафоф-Доре к западу, 3. к Хананеям, которые жили к востоку и к морю, к Аморреям и Хеттеям, к Ферезеям и к Иевусеям, жившим на горе, и к Евеям, жившим подле Ермона в земле Массифе.

Нав 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех