Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Ахбор (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
11. Михей — Сафан ывӑлӗн Гемарийӑн ывӑлӗ — хут чӗркемӗ ҫине ҫырса хунӑ Ҫӳлхуҫа сӑмахӗсене пӗтӗмпех илтнӗ, 12. вӑл патша керменне, ҫыруҫӑсен пӳлӗмне, аннӑ, ҫав вӑхӑтра унта аслӑ пуҫлӑхсем ларнӑ: патша ҫыруҫи Елисам, Семаия ывӑлӗ Делаия, Ахбор ывӑлӗ Елнафан, Сафан ывӑлӗ Гемария, Анания ывӑлӗ Седекия тата ытти пуҫлӑхсем те; 13. Михей вара вӗсене Варух хут чӗркемӗ тӑрӑх халӑх илтмелле вуласа панӑ мӗнпур сӑмаха каласа панӑ.

11. Михей, сын Гемарии, сына Сафанова, слышал все слова Господни, написанные в свитке, 12. и сошел в дом царя, в комнату царского писца, и вот, там сидели все князья: Елисам, царский писец, и Делаия, сын Семаия, и Елнафан, сын Ахбора, и Гемария, сын Сафана, и Седекия, сын Анании, и все князья; 13. и пересказал им Михей все слова, которые он слышал, когда Варух читал свиток вслух народа.

Иер 36 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

22. Анчах Иоаким патша Египета та ҫынсем янӑ — Ахбор ывӑлне Елнафана тата унпа пӗрле ытти ҫынсене янӑ.

22. Но царь Иоаким и в Египет послал людей: Елнафана, сына Ахборова, и других с ним.

Иер 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

49. Саул вилсессӗн ун вырӑнне Баал-Ханан, Ахбор ывӑлӗ, патшана ларнӑ.

49. И умер Саул, и воцарился по нем Баал-Ханан, сын Ахбора.

1 Ҫулс 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

14. Хелкия священник, Ахикам, Ахбор, Шафан тата Асаия вара хӗрарӑм пророк Олдама патне, — вӑл тумтир управҫи ӗҫне туса тӑракан Шаллум арӑмӗ пулнӑ, Шаллум — Тиква ывӑлӗ, Тиква — Хархас ывӑлӗ пулнӑ, — кайнӑ та унпа калаҫнӑ; Олдама Иерусалимӑн иккӗмӗш пайӗнче пурӑннӑ.

14. И пошел Хелкия священник, и Ахикам, и Ахбор, и Шафан, и Асаия к Олдаме пророчице, жене Шаллума, сына Тиквы, сына Хархаса, хранителя одежд, - жила же она в Иерусалиме, во второй части, - и говорили с нею.

4 Пат 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

39. Баал-Ханан, Ахбор ывӑлӗ, вилнӗ, ун хыҫҫӑн Гадар [Варад ывӑлӗ] патшана ларнӑ; унӑн хули Пау ятлӑ; арӑмӗ Мегетавеель ятлӑ, вӑл — Матредӑн, Мезагав ывӑлӗн, хӗрӗ.

39. И умер Баал-Ханан, сын Ахбора, и воцарился по нем Гадар [сын Варадов]; имя городу его Пау; имя жене его Мегетавеель, дочь Матреды, сына Мезагава.

Пулт 36 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

38. Саул вилнӗ, ун хыҫҫӑн Баал-Ханан, Ахбор ывӑлӗ, патшана ларнӑ.

38. И умер Саул, и воцарился по нем Баал-Ханан, сын Ахбора.

Пулт 36 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех