Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Ассолӗн (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ассолӗн пушмак пуҫӗсем ҫӗртен кӑшт ҫеҫ перӗнеҫҫӗ.

Носки башмаков Ассоли еле касались пола.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 337–349 с.

Хальхинче нӑрӑ Ассолӗн страница кӗтессине тытнӑ алли тӗлнех ҫитрӗ; кунта «кур» сӑмах ҫинче лакса ларчӗ, хӑйне тепре тапӑнасса кӗтнӗ май иккӗленерех чарӑнчӗ, чӑнах та — ырӑ мар япаларан аран-аран хӑтӑлса юлчӗ, мӗншӗн тесен Ассоль: «Каллех кӑпшанкӑ… ухмахскер!» — тесе кӑшкӑрсах янӑччӗ ӗнтӗ, хӑнана татӑклӑн вӗрсе антарасшӑнччӗ, анчах куҫӗсене пӗр пӳрт тӑрринчен теприн ҫинелле ӑнсӑртран куҫарчӗ те — сасартӑк урам уҫлӑхӗнчи сенкер тинӗс хушӑкӗнчен… хӗрле парӑслӑ шурӑ карап ишсе тухрӗ.

На этот раз жучку удалось добраться почти к руке Ассоли, державшей угол страницы; здесь он застрял на слове «смотри», с сомнением остановился, ожидая нового шквала, и, действительно, едва избег неприятности, так как Ассоль уже воскликнула: — «Опять жучишка… дурак!» — и хотела решительно сдуть гостя в траву, но вдруг случайный переход взгляда от одной крыши к другой открыл ей на синей морской щели уличного пространства белый корабль с алыми парусами.

VII. Хӗрлӗ «Вӑрттӑнлӑх» // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Ассолӗн тӗлӗнмелле сӑн-пичӗ, ахаль сӑмахсен — анчах манӑҫа тухми хумхантараканскерсен — вӑрттӑнлӑхне аса илтерекенскер, Грэй умне халӗ хӗр куҫӗсен ҫутинче тухса тӑчӗ.

Удивительные черты лица Ассоль, напоминающие тайну неизгладимо волнующих, хотя простых слов, предстали перед ним теперь в свете ее взгляда.

III. Шурӑмпуҫ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Анчах Эгль Ассолӗн куҫӗсем шикленнипе чарӑлнине асӑрхарӗ те калаҫӑвне тӑруках улӑштарчӗ.

Но Эгль, заметив, как широко раскрылись ее глаза, сделал крутой вольт.

I. Ӑрӑмҫӑ пӗлтерни // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Ассолӗн пӑлханчӑк сасси пач кӗтмен ҫӗртен илтӗнсе кайрӗ пулас, — Эгль яхтӑна ҫӗре ӳкерчӗ те пуҫне ҫӗклерӗ.

Эгль поднял голову, уронив яхту, — так неожиданно прозвучал взволнованный голосок Ассоль.

I. Ӑрӑмҫӑ пӗлтерни // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Чӑтӑмсӑр ӗмӗтпе, теттине тытса чарас ӗмӗтпе васкаканскер айккинелле пӑхма та манса кайрӗ; ҫыран хӗрринче, вӑл хыпаланса чупнӑ ҫӗрте, тӗрлӗ чӑрмав нумай; ӳкнӗ йывӑҫсен мӑкланчӑк вуллисем, ланкашкасем, ҫӳллӗ упа сарри, шӑлан йывӑҫҫи, жасминпа шӗшкӗлӗх ӑна кашни утӑмрах чӑрмантараҫҫӗ; вӗсене сирсе-авса пынӑ май Ассолӗн вӑраххӑн вӑйӗ пӗтсе ҫитрӗ, вӑл сывлӑш ҫавӑрса яма е питне ҫыпҫӑнакан эрешмен картине шӑлса ывӑтма чарӑна-чарӑна тӑчӗ.

Ей, поглощенной нетерпеливым желанием поймать игрушку, не смотрелось по сторонам; возле берега, где она суетилась, было довольно препятствий, занимавших внимание; мшистые стволы упавших деревьев, ямы, высокий папоротник, шиповник, жасмин и орешник мешали ей на каждом шагу; одолевая их, она постепенно теряла силы, останавливаясь все чаще и чаще, чтобы передохнуть или смахнуть с лица липкую паутину.

I. Ӑрӑмҫӑ пӗлтерни // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Ҫавӑнпа Лонгрен хӗрне лайӑх кунсенче, ирхине, ҫулӑн икӗ айккипе сарӑлса выртакан чӑтлӑх хӗвел ҫумӑрӗпе, чечексемпе тата шӑплӑхпа тулнӑ вӑхӑтра кӑна — шухӑшласа кӑларнӑ эхлемес-мехлемессем Ассолӗн ҫивӗч туйӑмлӑхне хӑратма пултарайман чухне — хулана кайма ирӗк парать.

Поэтому только в хорошие дни, утром, когда окружающая дорогу чаща полна солнечным ливнем, цветами и тишиной, так что впечатлительности Ассоль не грозили фантомы воображения, Лонгрен отпускал ее в город.

I. Ӑрӑмҫӑ пӗлтерни // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех