Шырав
Шырав ĕçĕ:
Алфей (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
13. Унта таврӑнсассӑн вӗсем — Петр, Иаков, Иоанн, Андрей, Филипп, Фома, Варфоломей, Матфей, Алфей Иаковӗ, Симон Зилот, Иаковпа пӗртӑван Иуда — хӑйсем тӑтӑшах пуҫтарӑнакан ҫӳлти пӳлӗме хӑпарнӑ.
Ап ӗҫс 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Тул ҫутӑлсан Хӑйӗн вӗренекенӗсене чӗнсе илсе, вӗсенчен вуниккӗшне суйласа илнӗ; вӗсене апостол тесе ят панӑ; 14. акӑ вӗсем: Хӑй Петр тесе ят хунӑ Симон, унӑн шӑллӗ Андрей, Иаков тата Иоанн, Филипп тата Варфоломей, 15. Матфей тата Фома, Алфей ывӑлӗ Иаков тата Зилот теекен Симон, 16. Иаков ывӑлӗ Иуда тата кайран Хӑйне тытса паракан Иуда Искариот.
Лк 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Вӑл ҫаксене суйласа илнӗ: Симона, ӑна Петр тесе ят панӑ; 17. Зеведей Иаковӗпе унӑн шӑллӗне Иоана, вӗсене Воанергес тесе ят панӑ, ку «аслати ывӑлӗсем» тени пулать; 18. Андрее, Филипа, Варфоломее, Матфее, Фомана, Алфей Иаковне, Фаддее, Симон Кананита 19. тата Иуда Искариота, ҫакӑ вара Иисуса тытса панӑ.
Мк 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Иртсе пынӑ чухне Вӑл Алфей ывӑлне Левие, куланай пухмалли вырӑнта лараканскере, курнӑ та ӑна: Ман хыҫҫӑн пыр, тет.14. Проходя, увидел Он Левия Алфеева, сидящего у сбора пошлин, и говорит ему: следуй за Мною.
Мк 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Вуникӗ апостолӑн ячӗсем ҫаксем: пӗрремӗшӗ — Петр теекен Симон, унтан унӑн шӑллӗ Андрей; унтан Зеведей Иаковӗ, унӑн шӑллӗ Иоанн; 3. Филипп, Варфоломей, Фома, куланай пухакан Матфей, Алфей Иаковӗ, Фаддей теекен Леввей; 4. Симон Кананит тата Иисуса тытса панӑ Иуда Искариот.
Мф 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Страницăсем:
- 1