Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Алвиша (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Патша хӑй хуралне Алвиша тытма хушрӗ, вара хирӗҫ тӑни хакла ларасса ӑнланса, чура сутуҫи лӑпланчӗ, ӑшӗнче Муана патшапа унӑн ҫывӑх ҫыннисен ухмахла ҫӑмӑл ӗненӗвне ылханчӗ.

Королева приказала страже схватить Алвиша, и, понимая, что сопротивление может дорого ему обойтись, работорговец смирился, как ни проклинал он в душе дурацкое легковерие подданных королевы Муаны.

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Негоро хӑй кайиччен Алвиша Уэлдон миссис пирки тӗплӗ канашсем пачӗ.

Негоро перед своим отъездом оставил Алвишу подробнейшие наставления насчет миссис Уэлдон.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Хуть мӗнле пулсан та, шӑп та шай ҫакӑн пек ӑнлантарчӗ вӑл Алвиша.

По крайней мере именно такое объяснение он дал Алвишу.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Ҫакна вӗсем Алвиша тата Уджиджирен килнӗ ун хисеплӗ юлташне пӗлтернӗ.

Об этом-то они и сообщили Алвишу и его достойному сотоварищу из Уджиджи.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Ливингстон хӑйӗн хуралӗпе килсе ҫитни, ҫак аслӑ ҫулҫӳревҫӗн Африкӑри паллӑ ячӗ, Португали влаҫӗсем ӑна пулӑшмасӑр тӑма пултарайманни — пурте пӗрле ҫаксем Негорӑна, Алвиша хирӗҫле, Уэлдон миссиспа ун ҫывӑх ҫыннисене ирӗклӗх пама пултараҫҫӗ!

А прибытие Ливингстона с его эскортом, влияние, которым этот великий путешественник пользовался во всей Африке, поддержка, в которой не могли ему отказать португальские власти, — все это могло принести свободу самой миссис Уэлдон и ее близким, наперекор Негоро, наперекор Алвишу!

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Уэлдон миссис факторири тӗп ҫуртра пурӑнакан Алвиша курманпа пӗрех, таҫта урӑх ҫӗрте пурӑнакан Негорӑна та пачах курмарӗ.

Миссис Уэлдон почти не видела Алвиша, занимавшего главное здание фактории, и совсем не видела Негоро, который жил где-то в другом месте.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Туземсцсене те, вӗсем пек негра — Жозе-Антониу Алвиша та, негр юнлӗ метиса — Конибрӑна та, юлашкинчен хӑйӗн расин ҫыннисене хӑрушла курайман Негорӑна та шурӑ ҫынна асаплантарасси кӑмӑла кайнине ӑнланма йывӑрах мар.

Нетрудно понять, что возможность подвергнуть пыткам белого человека пришлась по вкусу и туземцам, и Жозе-Антониу Алвишу, такому же негру, как они, и Коимбре, метису с негритянской кровью, и, наконец, Негоро, который питал жесточайшую ненависть к людям своей расы.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

— Шурӑ ӳтлӗ ҫыннӑн пӗр тумлам юнне, — ӑс пачӗ Негоро, Алвиша паллӑ парса.

— По капле крови белого человека! — подсказал Негоро, сделав Алвишу знак.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Патша хӑйӗн тусне Алвиша пушанма пуҫланӑ эрех пичкине тултарса хума хушрӗ.

И король еще потребовал, чтобы его друг Алвиш пополнил запас водки, исчерпанный последними выпивками.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Том Алвиша ӑнланчӗ: пӗр утӑм маларах ярса пусрӗ те, юлташӗсемпе хӑй ҫине кӑтартса: — Эпир ирӗклӗ ҫынсем! Эпир Пӗрлешӳллӗ Штатсен гражданӗсем! — терӗ.

Том понял слова Алвиша: он сделал шаг вперед и, указывая на своих товарищей и на самого себя, сказал: — Мы свободные люди! Мы граждане Соединенных Штатов!

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Алвиша илес пулсан вара, турккӑсен карнавал тумтирӗ пек тумтир тӑхӑннӑскер, вӑл хӑйӗн юратмӑшӗ пекех нӗрсӗр курӑнмасть.

Что касается Алвиша, то он в своей одежде, похожей на карнавальный турецкий наряд, выглядел, пожалуй, не так отвратительно, как его наперсник.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

1874 ҫулта Камерон Алвиша Килембора, Кассонгӑн тӗп хулинче, тӗл пулнӑ, Биене ҫитиччен — ҫичҫӗр миля ытла — ун караванӗпе пӗрле пынӑ.

В 1874 году Камерон встретил Алвиша в Килембо, столице Кассонго, и прошел вместе с его караваном всю дорогу до Бие — то есть семьсот с лишним миль.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Муани-Лунга вилӗмӗ Казондери мӗнпур ҫынсенчен пӗр ҫынна — Жозе-Антониу Алвиша ҫеҫ сиен кӳнӗ пулӗччӗ.

Только одному человеку во всем Казонде смерть Муа-ни-Лунга, возможно, причинила бы ущерб — Жозе-Антониу Алвишу.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех