Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Актеон (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӗсем Том, Бат, Остин, Актеон пулчӗҫ.

То были Том, Бат, Остин и Актеон.

Ҫирӗммӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Юлташӗсем ҫинчен асӑннӑ чухне Уэлдон миссис тыткӑна лекнӗ мӗскӗн ватӑ Том, ун ывӑлӗ Бат, Актеон, Остин ҫинчен аса илсе калаҫрӗ.

При упоминании о спутниках миссис Уэлдон заговорила об их несчастных товарищах — о старом Томе, о его сыне Бате, об Актеоне и Остине.

Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Ватӑ негр, ун ывӑлӗ Бат, Актеон, Остин нумай пулмасть Уджиджири чура сутуҫин караванӗпе Казондерен тухса кайрӗҫ, Уэлдон миссиспа курнӑҫмасӑрах, вӑл Казондере, Алвиш факторийӗнче пулнине пӗлмесӗрех.

Старый негр, его сын Бат, Актеон и Остин накануне покинули Казонде с караваном работорговца из Уджиджи, даже не получив возможности повидаться с миссис Уэлдон, даже не зная, что она находится в Казонде, в фактории Алвиша.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Амӑшӗнчен вӑл ватӑ Нэн ҫинчен, хӑйӗн Геркулес тусӗ ҫинчен, Бат, Актеон, Остин тата хӑйне пӑрахса кайнӑ Динго ҫинчен ыйтрӗ.

Он спрашивал мать о старой Нэн, о своем друге Геркулесе, о Бате, Актеоне, Остине и о Динго, который тоже покинул его.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

— Эх, Геркулес кунта пулнӑ пулсан! — ӗмӗтленчӗ Актеон.

— Если бы Геркулес был здесь! — сказал Актеон.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

— Паллах, — тавӑрчӗ Актеон.

— Конечно, — ответил Актеон.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Бат, Остин, Актеон, хӑйсем Африкӑра иккенни, кунта вӗсене Негорӑпа Гаррисӑн сутӑнчӑклӑхӗ илсе ҫитерни, хӑйсене тыткӑна илнӗ ҫынсенчен хӗрхенӳ кӗтме ҫукки ҫинчен шалтах тӗлӗнсе итлерӗҫ.

Бат, Остин и Актеон с глубоким изумлением узнали, что они находятся в Африке, что их привело сюда и завлекло в глубь страны двойное предательство Негоро и Гарриса и что им нечего рассчитывать ни на какое снисхождение со стороны людей, к которым они попали в плен.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Аяларах — Остин, Бат, Актеон.

Пониже устроились Остин, Бат и Актеон.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Актеон тӗреклӗ аллипе Бенедикт пиччене ҫавӑтса пычӗ; Том — ватӑ Нэна, вӑл пулӑшман пулсан Нэн тахҫанах шурлӑха путатчӗ пулӗ.

Актеон твердой рукой поддерживал кузена Бенедикта; Том вел старую Нэн — без его помощи она давно уже увязла бы в болоте.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Геркулес, Бат, Актеон, ӑна шурлӑхлӑ вырӑнпа пынӑ вӑхӑтра йывӑрлӑхран хӑтарас тесе, бамбукран наҫилкка турӗҫ.

Геркулес, Бат и Актеон, желая избавить ее от трудностей и неприятностей путешествия по этой болотистой равнине, сделали из бамбука носилки.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Халӗ ӗнтӗ Актеон унпа ҫумӑн утрӗ, ӑна начар куракан ученӑя тепре шурлӑха кӗрсе ӳкесрен сыхласа пыма хушрӗҫ.

Актеон пошел рядом с ним и получил задание оберегать близорукого ученого от нового падения.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Актеон ӑна ҫурӑмӗ ҫине ҫакрӗ; ҫапла майпа ун юлташӗсен аллисем пушанчӗҫ.

Актеон вскинул этот тюк на спину; таким образом, у его товарищей руки остались свободными.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Бат, Актеон, Остин ун сӑмахне ҫирӗплетрӗҫ.

Бат, Актеон и Остин подтвердили его слова.

Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

— Тавах, Актеон, — терӗ Дик Сэнд, — анчах манӑн…

— Спасибо, Актеон, — ответил Дик Сэнд, — но я должен…

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

— Ҫук, Дик капитан, — хирӗҫлерӗ Актеон.

— Нет, капитан Дик, — возразил Актеон.

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Чи хыҫалта тӑваттӑмӗш карабина тытнӑ Актеон тата Геркулес — ун пиҫиххийӗ ҫумӗнче пуртӑ.

Арьергард составляли Актеон, вооруженный четвертым карабином, и Геркулес с топором за поясом.

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Уэлдон миссис, Том, Актеон ҫӗр хӑвӑлӗ умне юлчӗҫ.

Миссис Уэлдон, Том и Актеон остались у входа в грот.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

— Тӑватпӑр! — сӑмах пачӗ Актеон.

— Сделаем! — ответил Актеон.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Карап сӑмсинче, битенгран тытса, Геркулеспа Актеон вахтӑра тӑраҫҫӗ.

На носу, ухватившись за битенг, несли вахту Геркулес и Актеон.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Дик Сэнд, Остин, Актеон, Бат рейсем ҫине хӑпарчӗҫ, Том штурвал умне тӑчӗ, Геркулес палуба ҫине юлчӗ: кирлӗ пулсан, пушатнӑ шкотсене туртма.

Дик Сэнд, Остин, Актеон и Бат поднялись на реи, Том встал у штурвала, а Геркулес остался на палубе, чтобы травить шкоты, когда это понадобится.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех