Шырав
Шырав ĕçĕ:
Аксиньйӑшӑн (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӗсемшӗн, ан тив, паян ахаль кун ҫеҫ пултӑр, ун вырӑнне Аксиньйӑшӑн — уяв.
VIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Вӑхӑт иртнӗҫем черниллӑ кӑранташпа ҫырнӑ саспаллисем сарӑлса тӗссӗрленчӗҫ те, нумай сӑмах пачах вуламалла мар пулса ҫитрӗ, анчах Аксиньйӑшӑн ку пӗртте йывӑр пулмарӗ: ҫырӑва час-часах вуланӑран ӑна вал ним пӑхмасӑрах калама пӗлекен пулчӗ.
III // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Унтан пӗр вӑхӑт пеме чарӑнчӗҫ те, Аксиньйӑшӑн чуна эпеклесе ачашлакан ҫывӑх сасӑсен тӗнчи уҫӑлчӗ: каврӑҫсен аял енчен ҫӳхе шурӑ мамӑк витсе илнӗ ешӗл ҫулҫисемпе шӑратса кӑларнӑ пек эреш чӗнтӗрлӗ юман ҫулҫисем чӗтренчӗклӗн вӗлтӗртетсе чӑштӑртатрӗҫ; ҫамрӑк ӑвӑссен ҫӑра чӑтлӑхӗнчен вӗҫӗ-хӗррисӗр кашланӑ сасӑсем юхса тӑчӗҫ; инҫетре-инҫетре, уҫӑмсӑр та салху сасӑпа, куккук такамӑн пурӑнса ҫитермен ҫулӗсене шутларӗ; кӳлленчӗк ҫийӗн вӗҫсе иртнӗ мӑйракаллӑ текерлӗк хистевлӗн: «Чӗрӗ-и? чӗрӗ-и?» — тесе ыйтрӗ; Аксиньйӑран пӗр-икӗ утӑмра сӑрӑ кӑвак тӗслӗ темле пӗчӗк кайӑк, пуҫне каҫӑрта-каҫӑрта, куҫне евӗклӗн хӗстеркелесе, ҫул лупашкинчен шыв ӗҫрӗ; ҫемҫе мамӑклӑ, тӗссӗр сарӑ тӗкӗлтурасем нӑрлатса вӗҫрӗҫ; улӑх чечекӗсен ҫеҫкисем ҫинче хӑмӑртарах сарӑ вӑрман пыл хурчӗсем чӳхенсе ларчӗҫ.
I // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Хӑй хаклӑ пулман-и вӑл Аксиньйӑшӑн?
L // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Страницăсем:
- 1