Шырав
Шырав ĕçĕ:
Тӗтре витӗр курӑнса кайнӑ таса тӳпе лаптӑкӗ Аксинйӑн куҫне хӑйӗн сивӗ кӑвак ҫутипе йӑмӑхтарчӗ.Проглянувший сквозь туман клочок чистого неба ослепил Аксинью холодной синевой.
I // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Анчах ҫав кунхине Аксинйӑн та тӳсӗмӗ ҫитмерӗ.
XXVI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Аксинйӑн питҫӑмартийӗсем вара ытларах та ытларах кӑвар пек вӗри ҫулӑмпа тӗлкӗшсе хӗрелчӗҫ, куҫ шӑрҫийӗсене темле ҫутӑ кӑвак тӗтӗм картланӑ пек пулчӗ.
LXII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Григорий Аксинйӑн мӑйӗ ҫинчи мамӑк пек ҫемҫе ҫӳҫӗн кӑтра хумӗсене (вӗсене ҫил варкӑштарса арпаштарчӗ), чӑлт шурӑ явлӑкӗн вӗҫӗсене куҫ шарса каймалла уҫҫӑн курчӗ…
XXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Аксинйӑн питҫӑмартисене, намӑсланнипе йывӑрланнӑ куҫ хупанкисем айне капланнӑ куҫҫульне пӑчӑртаса кӑларса, вӗри юн хумӗ пырса ҫапрӗ.Щеки Аксиньи жгуче, до слез, проступивших под веками отягощенных стыдом глаз, крыла кровь.
VII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Тӑхта… — пӑшӑлтатрӗ Аксинйӑн кӗл пек кӑвакарса кайнӑ тути.
VII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Тарҫӑсен пӳртӗнче, чӳречерен сӑрхӑнакан сарӑ ҫутӑра, Аксинйӑн яштака кӗлетки курӑнать: вӑл, аллисене хыҫалалла тытса, ҫӳҫне майлать, хӑйҫути ҫинелле кулкаласа пӑхать…
V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Вӑл Аксинья пӑлханса ӳкӗ тесе кӗтнӗччӗ, анчах хӳме хыттӑн кӑлтӑртатса хапхапа танлашсан, чӗтрене ернӗскер, сылтӑмалла пӑхрӗ те, Аксинйӑн виҫеллӗ хаваслӑхпа ҫуталса кулакан сӑнне курсан, тӗлӗнсех кайрӗ; уншӑн ҫакӑ ӗнси ҫинчен темле йывӑр япала анса ӳкнӗпе пӗрех пулчӗ, вӑл лӑпланчӗ, Аксинйӑна пуҫӗпе хирӗҫ сулса саламларӗ.
V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Тӗксӗмленет, ирӗлсех пырать Аксинйӑн ҫаврака пит-куҫӗ.
IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Ун чухне Аксинйӑн пичӗ-куҫӗ ыратнипе туртӑнса илемсӗрленнӗччӗ, пит ҫӑмарти тӑрӑх чӑпӑркка касса кӗнӗ хӗрлӗ йӗр выртатчӗ.Тогда лицо Аксиньи было искаженным от боли, с багровым следом кнута на щеке.
IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Куҫ умне вӑхӑт шӑпӑрӗ шӑлса тӗссӗрлетнӗ Аксинйӑн вӗҫӗмсӗр ҫывӑх та, ҫав вӑхӑтрах ют сӑнӗ шӑвӑнса тухрӗ.Память вылепила неясные, стертые временем бесконечно дорогие и чуждые линии лица.
IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Хытӑ шавласа калаҫнипе Аксинйӑн кровать ҫинчи хӗрачи вӑранчӗ те йӗрсе ячӗ.Разбуженная голосами, проснулась на кровати и заплакала, приподнимаясь, Аксиньина дочь.
19 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Курать вӑл — Наталья, мӑйӗ пӑртакҫах чапрасланса ларнӑ пулин те, ӗлӗкхи пекех лайӑх, хитре, тулли питҫӑмартийӗсемпе тутисем пачах та пӗркеленмен, вӗсене вӑхӑт лутӑркайман, унӑн, Аксинйӑн, акӑ, вӑхӑт ҫитмесӗрех куҫ айӗсем пӗркеленсе эрешмен карти пек каркаланнӑ.
19 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Кустӑркӑчсем шӑлтӑртатаҫҫӗ, Аксинйӑн хевтесӗр пуҫӗ, урапа тӗпне сарнӑ хӑма ҫине тӳнтлетсе, ҫапӑнса пырать.Тарахтели колеса, в задке повозки глухо колотилась о доски безвольная Аксиньина голова.
20 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Аксинйӑн урӑм-сурӑм, ахӑрашу патнех ҫитнӗ ахлатӑвӗ самантлӑха татӑлчӗ.Аксинья на минуту оборвала сплошной, поднявшийся до визга вой.
20 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Аксинйӑн ҫакӑн пек ӗҫсем тумалла: эрнере виҫӗ хутчен улпут ҫуртӗнче урай ҫӑвас пулать, чӑх-чӗп кӗтӗвӗсене тӑрантармалла тата вӗсен картине таса тытса пурӑнмалла.
14 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Мамак тутӑр айӗнчен ҫӳҫ пайӑркисем тухса кайрӗҫ, Аксинйӑн питне-куҫне кӑтӑклама пуҫларӗҫ.
12 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
— Ыран Мохов патне ҫитсе пӑхатӑп, тен, ун патне кӗрӗшӗп, — терӗ Григорий, Аксинйӑн ывӑҫ тупанӗ ӑшӗнче тарласа кайнӑ аллаппине ҫӳлерехрен тытса.
10 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Григорий Аксинйӑн шӑнса кайнӑ аллине хӑй ҫанни ӑшне чикрӗ; ҫинҫе аллаппине пӳрнисемпе чӑмӑртаса: — Мӗн тӑвӑпӑр-ха малашне? — тесе ыйтрӗ.
10 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Сӑрт ярӑмӗсем хыҫӗнче, тӗссӗр кӑвак ҫулсем хыҫӗнче — сенкер те ӑшӑ юмахри ҫӗршыв тата Аксинйӑн чӑрсӑррӑн чечекленекен кая юлнӑ юратӑвӗ…
10 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
- 1
- 2