Шырав
Шырав ĕçĕ:
Адраазара (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
10. Вара вӑл Иорама, хӑйӗн ывӑлне, Давид патша патне янӑ: ӑна саламлама тата Адраазарпа ҫапӑҫнӑшӑн, ӑна ҫӗмӗрсе тӑкнӑшӑн тав тума хушнӑ; Фой хӑй те Адраазара хирӗҫ ҫапӑҫнӑ пулнӑ; вӑл Давид валли тӗрлӗрен ылтӑн, кӗмӗл, пӑхӑр савӑт-сапа парса янӑ.
1 Ҫулс 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Сири ҫыннисем, Дамаскра пурӑнаканскерсем, Сува патшине Адраазара пулӑшма ҫитнӗ, анчах Давид вӗсен ҫирӗм икӗ пин ҫыннине пӗтерсе тӑкнӑ.
1 Ҫулс 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Давид ӗнтӗ Адраазара, Сува патшине, Емафра ҫапса аркатнӑ, лешӗ ун чухне Евфрат хӗрринчи ҫӗре пӑхӑнтарма кайнӑ пулнӑ.
1 Ҫулс 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Давид Адраазара ҫӗмӗрсе тӑкнӑ хыҫҫӑн ҫав Разон, хӑй тавра ҫынсем пухса, эшкер пуҫлӑхӗ пулса тӑнӑ; вара вӗсем Дамаск хулине кайнӑ та, унта вырӑнаҫса, пӗтӗм Дамаска хӑйсен аллинче тытса пурӑннӑ.
3 Пат 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Адраазара пӑхӑнса тӑракан патшасем, хӑйсене израильсем аркатса тӑкнине курсассӑн, израильсемпе килӗшӳ тунӑ та ӑна пӑхӑннӑ.
2 Пат 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Сува патшине Адраазара пулӑшма Сири ҫыннисем, Дамаскра пурӑнаканскерсем, ҫитнӗ; Давид вӗсен ҫирӗм икӗ пин ҫыннине пӗтерсе тӑкнӑ.
2 Пат 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Давид ӗнтӗ Адраазара та — Рехов ывӑлне, Сува патшине — парӑнтарнӑ, ун чухне лешӗ [Евфрат] шывӗ хӗрринче ҫӗнӗрен пуҫ пулас шутпа вӑрҫӑпа тухнӑ пулнӑ; 4. Давид унран пин те ҫичҫӗр юланутҫӑ# тата ҫирӗм пин ҫуран ҫын ярса илнӗ, ҫар урапи кӳлекен лашасен шӑнӑрӗсене каса-каса татнӑ, вӗсенчен [хӑйне] валли ҫӗр урапа кӳлмелӗх ҫеҫ хӑварнӑ.
2 Пат 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Страницăсем:
- 1