Шырав
Шырав ĕçĕ:
Аголиава (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
2. Моисей Веселеилпа Аголиава, Ҫӳлхуҫа ӑслӑлӑх панӑ мӗнпур ӑстайлӑ ҫынсене тата ӗҫе пуҫӑнма ӑнтӑлса тӑракансене пурне те чӗнтернӗ.
Тух 36 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ: 2. асту, Эпӗ Веселеила — Иуда йӑхӗн ҫыннине, Ор ывӑлӗн Уриян ывӑлне — суйласа лартатӑп; 3. Эпӗ ӑна Турӑ Сывлӑшӗ патӑм, ӑслӑлӑх, хайлалӑх, пӗлӳ тата тӗрлӗ ӑсталӑх патӑм, 4. ылтӑнран, кӗмӗлрен, пӑхӑртан, [сенкер ҫӑмран, хӗрхӗлтӗм, йӑм хӗрлӗ ҫӑмран тата пӗтӗрнӗ ҫипрен тӗртнӗ виссонран] япаласем тума, 5. харшана лартмалли чулсем касма, тӗрлӗ ӗҫ валли йывӑҫ каскалама вӗрентрӗм; 6. акӑ Эпӗ ӑна хӑйне пулӑшса тӑмашкӑн Аголиава — Дан йӑхӗн ҫыннине, Ахисамах ывӑлне — паратӑп, кашни ӑслӑ ҫын чӗрине ӑслӑлӑх хывӑп, вӗсем Эпӗ сана мӗн хушнине пурне те туса ҫитерччӗр: 7. пуху чатӑрне, Турӑ ирӗкне пӗлтерекен саккун арчипе унӑн хупӑлчине, кӗлӗ чатӑрӗн мӗнпур хатӗр-хӗтӗрне, 8. сӗтелпе унӑн [пӗтӗм] хатӗр-хӗтӗрне, таса ылтӑнран тунӑ ҫутаткӑҫпа унӑн пӗтӗм хатӗр-хӗтӗрне, тӗтӗрмелли парне вырӑнне, 9. пӗтӗмӗшпе ҫунтарса памалли парне вырӑнӗпе унӑн мӗнпур хатӗр-хӗтӗрне, ҫӑвӑнмалли савӑтпа унӑн тӗпне, 10. Аарон священникӑн кӗлӗ тунӑ чухне тӑхӑнмалли тумтирне тата сӑваплӑ тумтирне, унӑн ывӑлӗсенӗн кӗлӗ тунӑ чухне тӑхӑнмалли тумтирне, 11. сӗрмелли ҫӑва, сӑваплӑ пӳлӗмре ырӑ шӑршӑ тӗтӗрмеллине — вӗсем пурне те Эпӗ сана хушнӑ пек тӑвӗҫ, тенӗ.
Тух 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Страницăсем:
- 1