Шырав
Шырав ĕçĕ:
Аароншӑн (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
20. Ҫӳлхуҫа Аарона та питӗ хытӑ ҫилленчӗ, ӑна пӗтерсе пӑрахасшӑн пулчӗ, анчах эпӗ ҫавӑн чухне Аароншӑн та кӗлтурӑм.
Аст 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
29. Аароншӑн тунӑ сӑваплӑ тумтир ун хыҫҫӑн кайран унӑн ывӑлӗсене тивӗҫӗ; вӗсене ҫав тумтире тӑхӑнтартса, ҫу сӗрсе, священник тивлетне парӗҫ; 30. Аарон ывӑлӗсенчен пӗри, унӑн вырӑнне пулас [аслӑ] священник — сӑваплӑ пӳлӗмре кӗлӗ тумашкӑн пуху чатӑрне кӗрес ҫын — ҫав тумтире ҫичӗ кун хушши тӑхӑнса ҫӳремелле.
Тух 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Аароншӑн кӳмелли така ӑмрине ил те ӑна Ҫӳлхуҫа умӗнче силлентерсе парне кӳр — ҫакӑ санӑн паю пулӗ; 27. Ааронпа унӑн ывӑлӗсемшӗн памалли такан силлентерсе кӳнӗ ӑмрипе ҫӗклентерсе панӑ хулне тасалӑх тивлечӗ кӳр — 28. ҫакӑ Израиль ывӑлӗсен Ааронпа унӑн ывӑлӗсене ӗмӗрех парса тӑмалли пайӗ пулӗ, мӗншӗн тесессӗн ку — ҫӗклентерсе кӳрекен парне; ҫӗклентерсе панине Израиль ывӑлӗсенчен [Израиль ывӑлӗсем] канӑҫлӑх парни кӳнӗ чухне илмелле, ку — вӗсем Ҫӳлхуҫана кӳрекен парне.
Тух 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Страницăсем:
- 1