Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хытӑрах (тĕпĕ: хытӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
28. Лешӗсем вара тата хытӑрах кӑшкӑрма тытӑннӑ, хӑйсен йӑлипе, хӑйсене ҫӗҫӗпе, сӑнӑпа чике-чике амантнӑ, ӗнтӗ вӗсем тӑрӑх юн шапӑртатнӑ.

28. И стали они кричать громким голосом, и кололи себя по своему обыкновению ножами и копьями, так что кровь лилась по ним.

3 Пат 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

27. Кӑнтӑр тӗлӗнче Илия вӗсенчен кулма пуҫланӑ: хытӑрах кӑшкӑрӑр, вӑл турӑ-ҫке; тен, вӑл шухӑша кайнӑ пулӗ е пушӑ мар пулӗ, е ҫул ҫинче вӑл, тен, ҫывӑрать пулӗ, вӑранать акӑ! тенӗ.

27. В полдень Илия стал смеяться над ними и говорил: кричите громким голосом, ибо он бог; может быть, он задумался, или занят чем-либо, или в дороге, а может быть, и спит, так он проснется!

3 Пат 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Пӗтӗм халӑх уншӑн тата хытӑрах йӗре пуҫланӑ.

И весь народ стал еще более плакать над ним.

2 Пат 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

41. Ача кайсассӑн, Давид кӑнтӑр енчен хӑпарнӑ та виҫӗ хутчен ҫӗре ӳксе пуҫҫапнӑ; икӗ тус пӗр-пӗрне чуптунӑ, иккӗшӗ те йӗнӗ, Давид тата хытӑрах йӗнӗ.

41. Отрок пошел, а Давид поднялся с южной стороны и пал лицем своим на землю и трижды поклонился; и целовали они друг друга, и плакали оба вместе, но Давид плакал более.

1 Пат 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

29. Саул Давидран тата хытӑрах хӑрама пуҫланӑ, вӑл пӗтӗм пурӑнӑҫӗ тӑршшӗпех унӑн тӑшманӗ пулса тӑнӑ.

29. И стал Саул еще больше бояться Давида и сделался врагом его на всю жизнь.

1 Пат 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

29. Вара Ионафан каланӑ: манӑн атте ҫӗршыва хӑратса пӑрахнӑ; кур-ха, эпӗ ҫак пыла кӑштах тутанса пӑхрӑм та, куҫӑмсем ҫуталсах кайрӗҫ; 30. халӑх хӑйӗн тӑшманӗсем патӗнче тупнӑ тупӑшпа апатланнӑ пулсассӑн, эпир паян филистимсене тата хытӑрах аркатмастӑмӑрччӗ-и вара? тенӗ.

29. И сказал Ионафан: смутил отец мой землю; смотрите, у меня просветлели глаза, когда я вкусил немного этого меду; 30. если бы поел сегодня народ из добычи, какую нашел у врагов своих, то не большее ли было бы поражение Филистимлян?

1 Пат 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

22. Моисей Ҫӳлхуҫана йӑлӑнса каланӑ: эй Турӑҫӑм! мӗншӗн Эсӗ ҫакӑ халӑха ку тӗрлӗ асап курмалла турӑн, [тата] мана мӗншӗн кунта ятӑн? 23. эпӗ фараон патне килсе Санӑн ятупа калаҫа пуҫланӑранпа вӑл ҫакӑ халӑха тата хытӑрах тыта пуҫларӗ; хӑтарасса вара — Эсӗ Хӑвӑн халӑхна хӑтармарӑн, тенӗ.

22. И обратился Моисей к Господу и сказал: Господи! для чего Ты подвергнул такому бедствию народ сей, [и] для чего послал меня? 23. ибо с того времени, как я пришел к фараону и стал говорить именем Твоим, он начал хуже поступать с народом сим; избавить же, - Ты не избавил народа Твоего.

Тух 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Мӗн чухлӗ нумайрах вӗрететӗн, сарри ҫавӑн чухлӗ хытӑрах пулать.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑмарта хуппи хaйпaнмасть-и? // Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх. «Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх», 2016.03.17, 10№

Ҫулталӑк ҫурӑ каялла сарӑ ҫӳҫлӗ хаваслӑ Танзеля Афиатулловсен пӳртне кӗрсен хӗвел тата хытӑрах хӗртнӗн туйӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрре курсах ӑнланнӑ: унӑн хӗрӗ // Ирина КОШКИНА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех