Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вӑрманта (тĕпĕ: вӑрман) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл халӗ те тепӗр чухне ҫак шухӑшсем ӑшне путать, Ольга кая юлса килнине кӗтсе, унран вӑрттӑн, пӗр-икӗ хутчен вӑрманта ҫывӑрса кайрӗ… сасартӑк кӗтмен ҫӗртен хура пӗлӗт капланса тухрӗ.

Он и теперь иногда поддавался этому раздумью и даже, тайком от Ольги, раза два соснул в лесу, ожидая ее замедленного прихода… как вдруг неожиданно налетело облако.

XI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Ҫанталӑк пӑчӑ та шӑрӑх; вӑрманта ӑшӑ ҫил шӑппӑн шавлани илтӗнет; тӳпене хулӑн пӗлӗтсем хупӑрлама пуҫларӗҫ.

Было душно, жарко; из леса глухо шумел теплый ветер; небо заволакивало тяжелыми облаками.

XI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Вӑрманта ҫав йывӑҫсемех, анчах вӗсен шавӗ уйрӑм пӗлтерӗшлӗ пулни палӑрчӗ: вӗсемпе ун хушшине чӗрӗ килӗшӳ пырса кӗчӗ.

В лесу те же деревья, но в шуме их явился особенный смысл: между ними и ею водворилось живое согласие.

IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Вӑл Иван Купала каҫхине те пӗр-пӗччен вӑрманта сӗтӗрӗнсе ҫӳрет: вӗсен ҫумне инкек-синкек ҫыпҫӑнмасть.

Он на Ивана Купала по ночам в лесу один шатается: к ним, братцы, это не пристает.

I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Е тата сасартӑк ҫӳлтен янӑ асапсем, ҫулӑм юпасемпе ҫӑмхасем килсе тухаҫҫӗ; лере вара, тин виле пытарнӑ шӑтӑк ҫинче, ҫутӑ курӑнса каять, е вӑрманта такам уткаласа ҫӳрет; вӑл, аллине хунар тытнӑ пекех, ҫитменнине тата хӑрушшӑн ахӑлтатать, тӗттӗмре куҫӗсене йӑлтӑртаттарать.

А то вдруг явятся знамения небесные, огненные столпы да шары; а там, над свежей могилой, вспыхнет огонек, или в лесу кто-то прогуливается, будто с фонарем, да страшно хохочет и сверкает глазами в темноте.

IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Вӑл, Гомер пекех, ҫӑмӑллӑн та ырӑ кӑмӑллӑн, ҫавӑн пекех тӗплӗн те яр-уҫҫӑн курӑнмалла сӑнарласа, вырӑс пурнӑҫӗн Илиадине каласа парать; ҫав халапа ӗлӗк-авалах пирӗн гомеридсем хывнӑ; ун чухне этем ҫутҫанталӑкри, пурнӑҫри вӑрттӑнлӑхсене чухлайман, ун чухне вӑл тухатмӑшран та, арҫурирен те чӗтренӗ, таврари пӗтӗм инкекрен хӑтӑлма Алеша Попович ҫумӗнче хӳтлӗх шыранӑ, ун чухне сывлӑшра та, шывра та, вӑрманта та, уйра та тӗлӗнмелле ӗҫсем пула-пула иртнӗ.

Она с простотою и добродушием Гомера, с тою же животрепещущею верностью подробностей и рельефностью картин влагала в детскую память и воображение Илиаду русской жизни, созданную нашими гомеридами тех туманных времен, когда человек еще не ладил с опасностями и тайнами природы и жизни, когда он трепетал и перед оборотнем, и перед лешим, и у Алеши Поповича искал защиты от окружавших его бед, когда и в воздухе, и в воде, и в лесу, и в поле царствовали чудеса.

IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Халӗ уҫӑлса ҫӳремелле-и, — хирӗҫ чӗнет амӑшӗ, — нӳрӗ, уруна шӑнтатӑн; тата хӑрушӑ та: халӗ вӑрманта арҫури ҫӳрет, вӑл пӗчӗк ачасене йӑтса каять.

Теперь гулять, — отвечает она, — сыро, ножки простудишь; и страшно: в лесу теперь леший ходит, он уносит маленьких детей.

IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Нивушлӗ вӑрманта?

Неужели в лесу?

VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Захар, ҫакна хӑйшӗн пурпӗрех пулмалли чӑн-чӑн тивӗҫ вырӑнне шутласа, хӑй улпучӗшӗн вилнӗ пулӗччӗ, вӗшле йытӑ вӑрманта тискер кайӑка тӗл пулсан, мӗншӗн-ха хуҫин мар, шӑпах унӑн ҫав кайӑкпа тытӑҫмалла пулни ҫинчен шухӑшласа тӑмасӑр, вилӗм ҫине пырса кӗрсе вилнӗ пек, Захар та улпутшӑн ӳксе вилнӗ пулӗччӗ.

Захар умер бы вместо барина, считая это своим неизбежным и природным долгом, и даже не считая ничем, а просто бросился бы на смерть, точно так же, как собака, которая при встрече с зверем в лесу бросается на него, не рассуждая, отчего должна броситься она, а не ее господин.

VII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Эсӗ тин ҫеҫ сывалтӑн, эпӗ вара сана ҫак вӑхӑтченех вӑрманта тытса тӑратӑп.

Ты только что выздоровел, а я тебя до сих пор в лесу держу.

X сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.

Эсӗ акӑ вӑрманта ҫитӗннӗ, никама курмасӑр…

Вот ты выросла в лесу, никого не видавши…

V сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.

Вӑл вӑхӑтра эпӗ вӑрманта пулатӑп, хаттӑран ниҫта та тухмастӑн…

Я буду в лесу в это время, никуда из хаты не выйду…

V сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.

— Сирӗн пек вӑрманта йӑнккакансем темӗн чухлех…

 — Много вас по лесу ходит…

III сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.

Ҫав тери шӑп, кунашкал шӑплӑх ҫилсӗр кун хӗллехи вӑрманта ҫеҫ пулма пултарать.

Было так тихо, как только бывает в лесу зимою в безветренный день.

III сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.

Мана, аманнӑскере, вӑрманта ҫаратса пӗр-пӗччене пӑрахса хӑварса, пӗтӗмпех вӗлерсе пӑрахас тенӗ чух, эсӗ пӗр мана хирӗҫ кӑна мӑр тӑтӑн.

Не со мной спорил ты, когда хотел добить меня, тяжело раненного, обокрал и бросил в лесу одного.

Ҫирӗммӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вӑрҫӑ мар, чакса пыни, мӗншӗн тесен чакса пыман пулсан вӑл нихҫан та ман пистолетпа хутӑмсене вӑрлама хӑяйман пулӗччӗ, вӑрманта та тӑр пӗччен мана пӑрахса хӑварман пулӗччӗ.

Не война, а отступление, потому что, если бы не отступление, он никогда не решился бы украсть у меня пистолет и бумаги и бросить меня в лесу одного.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Лере, ҫамрӑк та чечен вӑрманта ытарайми шӑплӑх та канӑҫлӑх телейӗ!

и там, в молодом, лёгком лесу, была такая тишина, такое счастье покоя!

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вӑрманта хӑрушланса пырать.

Мне стало страшновато одной в лесу.

24 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Мускав таврашӗнчи вӑрманта горнсемпе янратаҫҫӗ, барабансен сасси илтӗнет.

Трубили горны, били барабаны в подмосковных лесах.

1 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Ҫавна тӑвас тесен, чухлама пӗл, класс кирлӗ вӗт, мӗншӗн тесен ҫав кӳлӗсем пӗчӗккӗ, вӑрманта, пӗр-пӗринпе вӗсем йӗкӗрешсем пек пӗр майлӑ.

Для этого, представь себе, нужно иметь класс, хотя бы потому, что эти озёра маленькие, в лесу и похожи друг на друга, как братья.

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех