Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Ал сăмах пирĕн базăра пур.
Ал (тĕпĕ: ал) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Манӑн ал ҫырӑвне издательство ӑна, Александр Спиридоновича, вӑрттӑн рецензилеме панӑ иккен.

Оказывается мою рукопись издательство тайком отдало ему, Александру Спиридоновичу, на рецензирование.

Тиркевӗ те ырӑ суннипе пӗрехчӗ // Денис Гордеев. https://chuvash.org/wiki/%D0%A2%D0%B8%D1 ... 1%87%D3%97

Картпа та, ал тымарне тытса та пӑхать иккен вӑл.

Куҫарса пулӑш

Лаох // Василий Алентей. Василий Алентей. Лаох. Хырсем ӗмӗрех ем-ешӗл. Повестьсем. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970

— Курасса курнӑ-ха ӑна, — ал сулчӗ Иван Семенович.

Куҫарса пулӑш

Лаох // Василий Алентей. Василий Алентей. Лаох. Хырсем ӗмӗрех ем-ешӗл. Повестьсем. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970

— Ҫакна-и? — ал сулчӗ Лорх Иванӗ.

— Эго-то? — отмахнулся Иван Лорх.

Лаох // Василий Алентей. Василий Алентей. Лаох. Хырсем ӗмӗрех ем-ешӗл. Повестьсем. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970

Ирина Владимировна хӗллехи вӑрӑм каҫсенче ал ӗҫ тума юратать: ҫекӗлпе те, йӗппе те ҫыхать, тӗрлет, ҫӗлет.

Куҫарса пулӑш

Кил вучахӗшӗн — ҫутӑ хӗлхем // Г.ИВАНОВА. Шӑмӑршӑ хыпарӗ, 2019.05.24

Халӗ вӑл сурӑха такам та кӗтӳре палласа илме пултарать, — унӑн ҫӑмне ал лаппи чухлӗ илсе янӑ, ытти ҫӑмне илеймен.

Теперь эту овцу каждый может распознать в стаде, — с нее сняли шерсти с ладонь, больше шерсти взять не смогли.

Ҫӑлӑнса юлчӗ // Иван Мучи. Иван Мучи. Кулӑшла калавсем: Калавсем, фельетонсем. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1982. — 173–174 с..

Комисси литературӑн тӗрлӗ жанрӗпе чӑвашла ҫырнӑ ал ҫыру хайлавӗсене чӳк уйӑхӗн пӗрремӗшӗччен йышӑннине каланӑ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Атӑлтан пуҫласа Хура тинӗс таранах // Сувар. http://suvargazeta.ru/news/cn-khyparsem/ ... s-taranakh

Александра Григорьевна ал ӗҫ тума юратнине маларах асӑнтӑм ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

Чун хавалне ҫухатман // Елена АНИСИМОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/2821-chu ... e-ukhatman

Мӗн пӗчӗкренех ал ӗҫӗ енне туртӑннӑ.

С детства тянулись к рукоделию.

Чун хавалне ҫухатман // Елена АНИСИМОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/2821-chu ... e-ukhatman

Чӑваш литературинче эпир тӗрлӗ психологиллӗ ӑслай куртӑмӑр (Хумма Ҫеменӗн, Илле Тӑхтин, Митта Петӗрӗн, Хв. Уярӑн, Ал. Артемьевӑн т. ыт. те).

Куҫарса пулӑш

1962 ҫулхи чӑваш литератури. Прозӑ // Г. Я. Хлебников. «Вопросы чувашского языкознания и литературоведения». Ученые записки, выпуск XXVI, Чебоксары — 1963. 206–226 стр.

Концерта пуҫтарӑннисене Хирти Мӑнтӑрти культура ҫурчӗн фойинче вырӑнти ӑстасен ал ӗҫӗсем, ҫак ял тӑрӑхне кӗрекен ялсен историйӗпе паллаштаракан информаци стенчӗсем, Людмила Зайцева ертсе пыракан «Хаваслӑ алӑсем» кружока ҫӳрекен ачасен ӗҫӗсем, «Илемлен, юратнӑ Каҫал ен» кӗнеке куравӗ тата йӑлара усӑ курнӑ авалхи япаласен «Чӑвашӑн ылтӑн ҫӳпҫи» куравӗ кӗтсе илчӗҫ.

Собравшихся на концерт встретили ручные работы местных мастеров в фойе дома культуры Полевого Шептахово, информационные стенды, знакомящие с историями деревень входящих в территорию этого сельского поселения, работы детей, ходящих в кружок "Веселые руки", которым руководит Людмила Зайцева, книжная выставка "Хорошей, любимый Западный край" и выставка древних вещей использованных в обычаях "Чувашская золотая кадушка".

Юрри-ташши куҫ тулли // Н. КАЛАШНИКОВА. Каҫал Ен, 2019.02.26

Аннем шӳте те, ал ӗҫне те ӑстаччӗ.

Куҫарса пулӑш

«Хамӑра сӳрӗкленме памалла мар» // Геннадий Дегтярев. «Хыпар», 2009.03.28, 58-59№№, 14 стр.

Ал тупанне ҫамки ҫине тытса сукмак еннелле тинкерчӗ кинемей.

Приложив ребро ладони ко лбу, тётя всмотрелась в сторону тропы.

Урхамах туянса парсан-и? // Элиза ВАЛАНС. «Тантӑш», 2016,04,07

Кунашкаллисем пирки вырӑссен «нерукопожатный» текен сӑмахне чӑвашла куҫарса калас килет… анчах та пирӗн йӗрӗннине пытарса пурпӗр ал тытаҫҫӗ, уҫҫӑн палӑртса сивлеме хӑнӑхман эпир.

Куҫарса пулӑш

Илемлӗ хайлаври типсемпе вӗсен пурнӑҫри прототипӗсем ҫинчен // Юрий Артемьев. https://chuvash.org/content/3128-%D0%98% ... 1%80%D0%B8

Ӗҫлӗ ушкӑна хутшӑннисем пӗр-пӗрне ака ӗҫӗсене тивӗҫлӗ шайра ирттернишӗн саламларӗҫ, йывӑр тапхӑрсенче пулӑшнишӗн, ал панишӗн тав сӑмахӗсем калама та манмарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Уй кунӗ чунсене савӑнтарчӗ // А.Исаева. «Каҫал Ен», 09.06.17

Юлашкинчен ҫакна та каласа хӑварни вырӑнлӑ: ҫырӑва ал пусакансенчен чылайӑшӗ асӑннӑ пухӑва пымарӗ.

Куҫарса пулӑш

Шӑннӑ чӗресем пирки // Базиль Кириллов. https://chuvash.org/content/3102-%D0%A8% ... D0%B8.html

Кунтах - кӑрчама, хӗрлӗ эрех упрамалли пӗчӗк катка-пичке, ҫырла пуҫтармалли пураксем, ҫип арламалли станоксем, ҫав шутра хултӑрчӑ та пур, кӗрпе тумалли ал арманӗсем, кӑмакана ҫӑкӑр хывмалли кӗреҫесем, ӗлӗкхи утюгсем, тӑвар ватмалли чукмар, такана, чӗрессем...

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ Мӑратсен вӗҫкӗн­лӗхӗ паянчченех упранса юлнӑ... // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2015.10.07, 196№

Никама систермелле мар сулахай ал тупанӗ ҫине пӑхатӑп.

Незаметно для всех подглядываю на левую ладонь.

Кирек мӗнле юрӑра та манӑн чун пур // Владимир ЧЕКУШКИН. «Хыпар», 2016.08.02, 120№

1978 ҫултах вӑл криминал милицийӗн ӗҫӗ-хӗлӗпе ҫыхӑннӑ ӑслӑлӑхпа кӑсӑкланса чӑваш чӗлхипе хайланӑ ал ҫырусене тӗпчемелли меслет хатӗрленӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ пусмипе - тӑвалла // Хыпар. «Хыпар», 2010.03.24

Вӗсем вырӑнти вӑтам пӗлӳ паракан тата ятарлӑ шкулсенче, кану центрӗн ҫуртӗнче вырнаҫнӑ учрежденисенче — фельдшерпа акушер пунктӗнче, тӗслӗх библиотекӑра, этнографи музейӗнче, милицин участокри пунктӗнче пулса курчӗҫ, хӑйсен ӗҫтешӗсен ал ӗҫӗсен выставкипе, старостӑсен юлашки 5 ҫулхи ӗҫ-хӗлне сӑнлакан фотостендсемпе паллашрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ялти пурнӑҫ старостӑран нумай килет // Ял пурнӑҫӗ. «Пирӗн пурнӑҫ», 2010.04.30

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех