Шырав
Шырав ĕçĕ:
5. Эй Ҫӳлхуҫа, эпӗ Сана тархасларӑм: Эсӗ — манӑн тарса хӑтӑлмалли вырӑнӑм, чӗррисен ҫӗрӗнчи пайӑм, терӗм.5. Я воззвал к Тебе, Господи, я сказал: Ты прибежище мое и часть моя на земле живых.
Пс 141 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Мӗншӗн тесессӗн эсӗ: «манӑн шанчӑкӑм Ҫӳлхуҫа» терӗн; Ҫӳлти Турра хӑвӑн тарса хӑтӑлмалли хӳтлӗхӳ турӑн; 10. сана инкек ҫакланмӗ, ҫурту яхӑнне чир-чӗр ҫывӑхараймӗ: 11. Вӑл Хӑйӗн Ангелӗсене сан ҫинчен пӗлтерсе хурӗ — сана пур ҫулу ҫинче те сыхлама хушӗ: 12. урупа чула такӑнасран сана алӑ ҫинче ҫӗклесе ҫӳрӗҫ; 13. аспидпа василиск ҫине урупа пусӑн; ҫамрӑк арӑсланпа аҫтаха ҫӗлене эсӗ таптӑн.
Пс 90 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫӳлти Турӑ хӳтлӗхӗнче пурӑнаканӗ Пурне те Тума Пултараканӑн хӳттинче канлӗ тӑрать, 2. Ҫӳлхуҫана ҫапла калать вӑл: «тарса хӑтӑлмалли вырӑнӑм, манӑн хӳтлӗхӗм, шанса тӑракан Туррӑм!» 3. Вӑл сана сунарҫӑ танатинчен, вӗлерекен суранран хӑтарӗ, 4. сана Хӑйӗн тӗкӗсемпе хупӑрласа тӑрӗ, Унӑн ҫуначӗ айӗнче эсӗ шанчӑклӑ тӑрӑн; Унӑн шанчӑклӑхӗ — хулкан та хӳме.
Пс 90 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Эсӗ — пирӗн сыпӑкран сыпӑка тарса хӑтӑлмалли хӳтлӗхӗмӗр.
Пс 89 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Маншӑн ҫирӗп хӳтлӗх пул, кирек хӑҫан та ҫавӑнта тарса хӑтӑлам; Эсӗ мана ҫӑлма пултӑн: манӑн тӗрекӗм, манӑн хӳттӗм — Эсӗ.
Пс 70 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Турӑ ҫӗклентӗр#, Унӑн тӑшманӗсем саланччӑр, Ӑна курайманнисем Унӑн умӗнчен тарса пӗтчӗр.2. Да воскреснет Бог, и расточатся враги Еro, и да бегут от лица Его ненавидящие Его.
Пс 67 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Пӗр Вӑл анчах — манӑн тӗрекӗм, ҫӑлӑнӑҫӑм, тарса хӑтӑлмалли вырӑнӑм: ытлах аптӑрамӑп.7. Только Он - твердыня моя и спасение мое, убежище мое: не поколеблюсь.
Пс 61 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Пӗр Вӑл анчах — манӑн тӗрекӗм, ҫӑлӑнӑҫӑм, тарса хӑтӑлмалли вырӑнӑм: ытлах аптӑрамӑп.3. Только Он - твердыня моя, спасение мое, убежище мое: не поколеблюсь более.
Пс 61 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Чӗрем хавшаса ӳкнипе Сана тӗнче хӗрринчен тархаслатӑп; мана хам ҫитейми чул ту ҫине тӑратсам: 4. Эсӗ — манӑн тарса хӑтӑлмалли вырӑнӑм, Эсӗ — тӑшманран хӑтаракан тӗреклӗ хӳтлӗхӗм.
Пс 60 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Ӗнтӗ Хӑвӑнтан хӑракансене паллӑ парсамччӗ — тӑшмансем ухӑран тарса кайччӑр: 7. Хӑв юратнисем хӑтӑлччӑр; Хӑвӑн сылтӑм аллупа ҫӑлсам пире, илтсем пире.
Пс 59 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Эпӗ вара Санӑн хӑватна мухтаса юрлӑп, иртен пуҫласа Санӑн ырӑлӑху ҫинчен каласа тӑрӑп: хурлӑхлӑ кунӑмра Эсӗ манӑн хӳттӗм, тарса пытанмалли вырӑнӑм пултӑн.
Пс 58 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Давид хайлавӗ, ӑна вӑл Саулран ту хӑвӑлне тарса пытаннӑ чухне ҫырнӑ.
Пс 56 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Эпӗ мӗн чухлӗ тарса ҫӳренине Эсӗ шута илнӗ; манӑн куҫҫулӗме Хӑвӑн савӑтна яр — вӑл Санӑн кӗнекӳнте мар-ши?9. У Тебя исчислены мои скитания; положи слезы мои в сосуд у Тебя, - не в книге ли они Твоей?
Пс 55 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Мана хӑртаканӗ — тӑшман мар, эпӗ ӑна тӳссе ирттерӗттӗм; мана таптаканӗ — хама курайман ҫын мар, эпӗ унран тарса пытанӑттӑм; 14. эсӗ, хампа пӗр тан ҫыннӑмах, шанчӑклӑ тусӑм, юлташӑм, эсӗ хур турӑн мана, 15. эпир пӗр-пӗринпе чӗрене уҫса калаҫаттӑмӑр, пӗрле Турӑ Ҫуртне ҫӳреттӗмӗр.
Пс 54 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Каларӑм вара: «кӑвакарчӑн ҫуначӗ пек ҫунат кам парӗ-ши мана? вӗҫсе кайӑттӑм та ларса канӑттӑм; 8. аякка вӗҫсе кайӑттӑм та пушӑ хирех юлӑттӑм; 9. ҫавраҫилтен, ҫил-тӑвӑлран тарса пытанӑттӑм» терӗм.
Пс 54 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Турӑ — пирӗн тарса хӑтӑлмалли хӳтлӗхӗмӗр, вӑй-хӑватӑмӑр, хӗн-инкекре пулӑшаканӗ, 3. ҫавӑнпа эпир ҫӗр кисренсе каяс пулсассӑн та, тусем тинӗс варрине ӳкес пулсассӑн та хӑрамӑпӑр.
Пс 45 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Мана ҫӑлмашкӑн маншӑн чул тӗрекӗм пул, тарса хӑтӑлмалли ҫуртӑм пул: 4. манӑн чул тӑвӑм, манӑн хӳмем — Эсӗ; Хӑвӑн ятушӑн ертсе ҫӳре мана, вӗрентсе тӑр мана.
Пс 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Ун умӗнче ялтӑртатакан ҫутӑран Унӑн пӗлӗчӗсем тарса пычӗҫ, пӑрпа вутлӑ кӑвар тӑкӑнса пычӗ.13. От блистания пред Ним бежали облака Его, град и угли огненные.
Пс 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Ҫӳлхуҫа — манӑн тӗрекӗм, тарса хӑтӑлмалли вырӑнӑм, мана Хӑтараканӗ, Туррӑм — манӑн чул хысакӑм; эпӗ Ӑна шанатӑп; Вӑл — манӑн хулканӑм, мана ҫӑлакан мӑйрака, манӑн хӳттӗм.
Пс 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Пусмӑр тӳсекеншӗн Ҫӳлхуҫа тарса хӑтӑлмалли вырӑн, хурлӑхлӑ вӑхӑтра тарса хӑтӑлмалли вырӑн, пулӗ; 11. Санӑн ятна пӗлекенсем Сана шанса тӑрӗҫ: эй Ҫӳлхуҫа, Эсӗ Хӑвна шыракансене пӑрахмастӑн.
Пс 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.