Шырав
Шырав ĕçĕ:
Вӗсем ал айне лекнӗ айӑпсӑр ҫынсенех ярса илнӗ те, халӑха хӑратмашкӑн тесе, вӗсене правлени ҫурчӗ умӗнче персе вӗлернӗ.Они схватили и расстреляли для острастки перед зданием правления подвернувшихся им под руку людей.
14 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Ал тупанӗсем ҫинче туртӑшса пыма вӑй пӗтсен, чавсисем ҫинче шума пикеннӗ.Когда руки перестали держать, он попробовал ползти на локтях.
13 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Алексей ал тупанӗсене тути умне тытрӗ те мӗнпур вӑйран кӑшкӑрчӗ: — Охо-хо!Алексей приложил руки ко рту и закричал что есть мочи: – Ого-го!
9 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Вара вӗсене ал тупанӗ ҫине хурать те йӑлтах пӗр-пӗр ачине ҫӑвара хыптарать.А потом, собрав их в ладонь, отправляет разом в рот кому-нибудь из ребят.
8 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Йӗкел хупписем уҫӑлса шӑртлансан, вӗсенчен вӑррисене силлесе кӑларчӗ те ал тупанӗ ҫине хурса сӑтӑрма тытӑнчӗ.А когда шишки ощетинились, стал вытряхивать из них семена и тереть между ладонями.
8 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Вӑл кивӗ арман чулӗ ҫине ларчӗ, янаххине ал тупанӗ ҫине хучӗ те, хапха ҫинчен куҫ илмесӗр пӑхса, чӑтӑмлӑн кӗтме тытӑнчӗ.
9 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
Ал вӑйне тӗрӗслесе-и?
Пӗрремӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив
Эс сӑмахпа мар, сӑмахпа мар, парӑннине палӑртса кӗрешекенсем пек ал лаппипе урайне ҫап.А ты не словами, не словами, покажи как спортсмен, ударь ладонью об пол несколько раз, что сдаешься.
Пиллӗкмӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив
Хушса юрламалли: Пӗр-пӗрне пулӑшмасан, Йывӑр чух ал тӑсмасан Пурӑнмашкӑн пит начар, Туссӑр пурнӑҫ — пурнӑҫ мар.
Токороро тата Токколоро // Владислав Николаев. Килти архив
Тамара Ксюшӑна диван ҫине вырттарчӗ те куҫне хӗвелрен ал тупанӗпе картласа урама шит хыҫҫӑн шит ҫӗнӗрен «ухтарма» пикенчӗ.
Кӑсӑя // Владислав Николаев. Килти архив
Ярмул пичче йӗвенне аллинче ҫавӑркаласа тӑчӗ-тӑчӗ те ҫӗре пӑрахрӗ, питне йӳҫенкӗн пӗркелентерсе, ал тӳрчӗпе куҫне шӑлкаласа, аяккалла пӑрӑнса утрӗ.Дядя Ермолай постоял с уздой, бросил, сморщился болезненно и пошел прочь, вытирая ладошкой глаза.
Ярмул пичче // Хветӗр Агивер. Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 47–51 стр.
50 ҫул ытла килӗштерсе пурӑнакан 9 мӑшӑра, нумай ачаллӑ ҫавӑн чухлех ҫемьене, ал ӗҫ ӑстисене парнесемпе сумлани те кӑмӑллӑ.
«Яла кӗрсен мӗн сас лайӑх?» // Николай МАЛЫШКИН. http://елчекен.рф/2019/06/19/%d1%8f%d0%b ... b9a%d1%85/
Эп луччӑ хаваслах водопровод кайса чавнӑ пулӑттӑм, траншейӑсем: пӗрре аҫлӑка тар витерсе ирттеретӗн те — пурӑн та пурӑн вара ним хуйхӑ-суйхӑсӑр; шывӗ те, ӑшши те ал айӗнчех.
Кашкӑрсем // Хветӗр Агивер. Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 3–10 стр.
Финн Юнлӑ ал та салхуланса хӑй пӗлсе тӑракан пусма картлашкисемпе пушӑ пичкесем ҫинчен шухӑшлама тапратрӗ.Даже Финн, Кровавая Рука, и тот мечтал о пустых бочках и чужих сенях.
14-мӗш сыпӑк. Телейлӗ вӑрӑ-хурахсен лагерӗ // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
«Куҫ хӑрать те, ал тӑвать» — Йӑпӑр-япӑр ӗҫ пырать.
Тетте // Светлана Асамат. https://chuvash.org/lib/haylav/7368.html
Ҫапла майпа автор повеҫ ал ҫырӑвне «кондицие» лартайнӑ та.Таким образом автор смог довести рукопись с повестью "до кондиции".
Тиркевӗ те ырӑ суннипе пӗрехчӗ // Денис Гордеев. https://chuvash.org/wiki/%D0%A2%D0%B8%D1 ... 1%87%D3%97
Александр Спиридонович ку хутӗнче те ал ҫырӑвӗпе тӗплӗн паллашнӑ, рецензи ҫырнисӗр пуҫне авторӑн мӗн те мӗн тумаллине, ӑҫта мӗн катӗртмеллине, мӗн хушмаллине теплӗн ҫырса панӑ.
Тиркевӗ те ырӑ суннипе пӗрехчӗ // Денис Гордеев. https://chuvash.org/wiki/%D0%A2%D0%B8%D1 ... 1%87%D3%97
Александр Спиридонович чухлӗ ал ҫырӑвӗ вуланӑ прозаик урӑх ҫукчӗ те пулӗ.Не было пожалуй больше прозаика, который прочитал столько рукописей сколько Александр Спиридонович.
Тиркевӗ те ырӑ суннипе пӗрехчӗ // Денис Гордеев. https://chuvash.org/wiki/%D0%A2%D0%B8%D1 ... 1%87%D3%97
Ытла та шӑлсӑр-ҫке ку тесе каласран Александр Спиридонович манӑн ал ҫырӑвӗнчи тӑватӑ сӑвва пӑрахӑҫланӑ, пичетлеме юрӑхсӑр тенӗ.
Тиркевӗ те ырӑ суннипе пӗрехчӗ // Денис Гордеев. https://chuvash.org/wiki/%D0%A2%D0%B8%D1 ... 1%87%D3%97
Урӑхла каласан, ал ҫырӑвне «касма» шухӑшласа кӑларнӑ меслет.Говоря по-другому, способ придуманный, чтобы "зарезать" рукопись.
Тиркевӗ те ырӑ суннипе пӗрехчӗ // Денис Гордеев. https://chuvash.org/wiki/%D0%A2%D0%B8%D1 ... 1%87%D3%97