Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ярать (тĕпĕ: яр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Лере, Ҫӗпӗрте, ӗҫсӗр пурӑнни ҫынсене пӑсса ярать, час-часах усал йӑласем ҫуратать, — мӗн тери пӗлетчӗ вӑл вӗсемпе кӗрешме!..

Там, в Сибири, безделье развращает людей, часто вызывает к жизни дурные чувства — как он умел бороться с ними!..

X // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.

Вӗсем тавлашаҫҫӗ, вӗриленеҫҫӗ, аллисемпе сулкалашаҫҫӗ, чей нумай ӗҫеҫҫӗ; хӑш чухне Николай ыттисем шавласа калаҫнӑ вӑхӑтрах прокламацисем ҫырать, унтан юлташӗсене вуласа парать; вӗсене вара ҫавӑнтах пичетленӗ пек саспаллисемпе ҫырать, ҫурса тӑкнӑ хут татӑкӗсене амӑшӗ тӗплӗн пуҫтарса ҫунтарса ярать.

Спорили, горячились, размахивая руками, пили много чая, иногда Николай, под шум беседы, молча сочинял прокламации, потом читал товарищам, их тут же переписывали печатными буквами, мать тщательно собирала кусочки разорванных черновиков и сжигала их.

VII // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.

— Тепӗр чух ҫын калаҫать, анчах та вӑл сана пӗр-пӗр тӳрӗ, уҫӑмлӑ сӑмах калама пултариччен эсӗ ӑна ниепле те ӑнланаймастӑн, вара ҫав пӗр сӑмахах хӑвӑрт, пӗтӗмпех ҫутатса ярать! — тӗплӗн шухӑшласа каласа пычӗ амӑшӗ.

— Иной раз говорит, говорит человек, а ты его не понимаешь, покуда не удастся ему сказать тебе какое-то простое слово, и одно оно вдруг все осветит! — вдумчиво рассказывала мать.

VI // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.

Унӑн сассине итлеме йывӑр пулчӗ, хӑйӗн пӗтӗм кӗлетки ӑна хӗрхентерсе ярать.

Слушать его голос было тяжело, и вся его фигура вызывала то излишнее сожаление.

VI // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.

Акӑ вӑл, мамӑклӑ тиртен ҫӗленӗ ҫӗлӗкне хывса, ҫӳҫӗсене хӑлхи хыҫнелле ярать.

Она сняла меховую шапочку и заправляет рукой волосы за ухо.

I // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.

Валерий Сергунькӑна командовани Мускава ҫар курсне ярать.

Валерия Сергунько командование посылало в Москву на военные курсы.

3 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Пӗчӗк ача та, ҫут тӗнчене тухсанах шарилетсе ҫухӑрса ярать.

Да ребенок и тот, как из брюха вылез, уж орет благим матом.

2 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

— Халех артиллери пуҫласа ярать.

— Сейчас начнет артиллерия.

1 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

— Ӑнлантӑн-и эсӗ, Шурик, хальхи лару-тӑрӑва тӗпӗ-йӗрӗпе пӗлсен, ҫакӑ рабочисене мӗн тери хавхалантарса ярать?..

— Ты понимаешь, Шурик, какое впечатление все это произведет на рабочих, когда они узнают истинное положение?

1 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Чесноков, кимӗ вӗҫӗнче Потылихинпа юнашар ларса пыраканскер, сеткӑллӑ садокран ҫатӑлтатакан хӗрлӗ ҫунатлӑ уланкӑсене турта-турта кӑларса, вӗсене шывлӑ витрене ярать.

Чесноков, сидя на корме рядом с Потылихиным, доставал из сетчатого садка трепещущих красноперых окуней и опускал их в ведро с водой.

5 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Унтах ҫӳрен утне ташлаттарса, картузӗн лакпа ҫутатнӑ чӗнне янахӗ айӗнчен ҫавӑрса илнӗ Англи офицерӗ ҫӗнӗрен килнӗ заключённӑйсене пурне те пӑха-пӑха ирттерсе ярать

Тут же, осматривая всех вновь прибывших, гарцевал на рыжем гунтере английский офицер с опущенным под подбородок лакированным ремешком фуражки…

4 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Анчах хӗвел пӑхса ярать кӑна — хӗл каялла чакать, ҫынсен куҫӗ умне каллех ҫаралса юлнӑ йӗпе уҫланкӑсем, ҫап-ҫара, ҫилпе ҫумӑр айӗнче асап куракан кукӑр-макӑр хурӑнсем тухса тӑраҫҫӗ.

Однако стоило выглянуть солнцу, как зима отступала и перед глазами людей снова расстилались обнаженные мокрые поляны, голые, исхлестанные ветром и дождем кривые березки.

4 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Листовкӑна ҫыртарса пӗтерсен, машинистка тухса кайнӑ хыҫҫӑн, комиссар Валерие: — Ну, каласа пар ӗнтӗ ху мӗн курни-илтнине… — терӗ Фролов тимлӗн итлет, йӑл кула-кула илет, тепӗр чухне ахӑлтатса та кулса ярать.

Когда листовка была составлена и машинистка ушла, комиссар сказал Валерию: — Ну, теперь рассказывай свою историю… — Фролов слушал внимательно, улыбался, а иногда и хохотал.

4 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Англи хӑйӗн дипломачӗсене пурне те ҫак калӑппа туса хатӗрлет те вара вӗсене пӗтӗм ҫӗр чӑмӑрӗ тӑрӑх ушкӑнӗ-ушкӑнӗпе салатса ярать.

По которому Англия фабриковала своих дипломатов, чтобы затем разбросать их пачками по всему земному шару.

5 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Акса пӗтернӗ хыҫҫӑн чи малтанах ҫурхи нӳр калчасене вӗри ҫиле тӳссе ирттерме пулӑшать, унтан вара ҫумӑр ҫума пуҫлать те инкеке сирсе ярать, хальччен ӗмӗтленнӗ курман-илтмен вӑйлӑ тырпула пухса кӗме май парать, тесе шанчӑк тытса пурӑннӑ ҫынсем.

Первое время после посевной ещё жили надеждой на то, что запасы весенней влаги помогут нивам перенести суховей, на то, что разразится, наконец, дождь и поправит беду и даст собрать тот небывалый урожай, о котором мечтали.

4. Фрося сӑрчӗн хӗрринче // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Малышко вакласа пӗрчӗкленнӗ удобрени илсенех, Угаров тепӗр кунах ҫавӑн пек удобрени илме ярать.

Стоило Малышко закупить гранулированные удобрения, как Угаров на другой же день посылал за такими же.

2. Хӑвӑртлӑх // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Сайра хутра ҫеҫ сысна нӑриклетни илтӗнет тата Чӑпар кӑшт ҫухӑрашкалать, унтан хыттӑн ҫухӑра-ҫухӑра ярать.

Изредка слышалось утробное свиное хрюканье, то чуть повизгивала, то заливалась пронзительным визгом Пеструха.

8. Степан ҫуртӗнче // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Дуняшка кӗҫ-вӗҫ макӑрса ярать те ӑна хулпуҫҫинчен ярса илет, тесе шутларӗ вӑл, ҫавӑнпа та хӑйне айӑплӑн туйрӗ: хӗр шӳтлесе мар ҫыпҫӑннине тахҫанах пӗлнӗ, анчах ун ҫинчен шутлас килмен, хӑйне унпа пӑшӑрхантарас килмен.

Он думал, что Дуняшка заплачет, кинется ему на шею, он чувствовал себя виноватым: давно знал, что девчонка не на шутку привязалась, да не хотелось об этом думать, не хотелось беспокоить себя заботами.

4. «Калта» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Тӗксӗм чӑрӑшсем хушшинчен сасартӑк ҫил пек чупса тухать те ҫитӗннӗ хӗр юлташне ыталаса илет, ӑна курӑк ҫине йӑвантарать, кӑтӑклать, кулса ярать, вара, каҫхи тӗттӗмлӗхе путнӑ пек тарса пытанать те тепӗр минутран, аллине такамӑн картузне тытса, пӗтӗм ӗшне тӑрӑх ахӑлтатса-кӑшкӑрашса чӗкеҫрен те ҫӑмӑлраххӑн чупать, ҫамрӑксенчен пӗри ӑна хыҫран хӑвалать:

Вдруг влетит ветром из-за темных елок, обнимет взрослую подругу, опрокинет ее на траву, защекочет, засмеется и скроется, как потонет в ночном воздухе, и через минуту легче ласточки мчится через всю поляну с чужой фуражкой в руках, с хохотом и визгом, а за ней гонится кто-нибудь из ребят:

4. «Калта» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Райком сана хӑвӑн тӑван колхозна коммунист пулса ӗҫлеме ярать, Михаил Осипович, — Андрей ура ҫине тӑчӗ; унӑн пысӑк мар, анчах ҫирӗп алтупанӗсем чышкӑна чӑмӑртанчӗҫ.

Райком тебя коммунистом посылает в родной твой колхоз, Михаил Осипович, — Андрей встал; небольшие, но крепкие ладони его сжались в кулаки.

2. Ирхине // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех