Шырав
Шырав ĕçĕ:
Фараона эсир: «эпӗ ӑсчахсен ывӑлӗ, авалхи патшасен ывӑлӗ» тесе калайӑр-и?Как скажете вы фараону: "я сын мудрецов, сын царей древних?"
Ис 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Халӗ те Турра тем тӗрлӗ мухтавлӑр: Вӑл пур ҫӗрте те хӑватлӑ ӗҫсем тӑвать, пире хамӑр ҫуралнӑранпах кунҫул кӑтартать, Хӑйӗн ырӑ кӑмӑлӗпе пире ырӑ сунса пӑхса усрать: 25. Вӑл пире чун хавасне патӑр, пирӗн вӑхӑтра Израильре авалхи пек тӑнӑҫлӑх пултӑр; 26. пирӗншӗн яланах ырӑ кӑмӑллӑ пултӑр, пире халӗ те сыхласа хӑвартӑр!
Сир 50 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Иаковӑн мӗнпур ӑрӑвне пӗрле пух та, авалхи пекех, вӗсене Хӑвӑн еткерӳ ту.12. Собери все колена Иакова и соделай их наследием Твоим, как было сначала.
Сир 36 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Авалхи пек паллӑсем кӑтартсам, ҫӗнӗ кӗтретсем пултарсам; 7. аллуна, хӑватлӑ сылтӑм аллуна, чапа кӑларсам; хаярлӑхна кӑтартсам, ҫиллӳне ҫитерсем; 8. хирӗҫ тӑракана пӗтер, тӑшмана аркат; 9. вӑхӑта хисте, тупа тунине аса ил — Санӑн аслӑ ӗҫӳсем ҫинчен пӗлтерччӗр.
Сир 36 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Вӑл авалхи улӑпсене, хӑйсен вӑйне шанса Турӑран уйӑрӑлса кайнӑскерсене, ҫырлахман; 9. Лотпа пӗрле пӗр вырӑнта пурӑнакансене те хӗрхенмен: вӗсем Ӑна хӑйсен мӑнаҫлӑхӗпе йӗрӗнтернӗ; 10. ҫылӑхӗсемпе каппайланакан халӑха, пӗтмелли халӑха, хӗрхенмен, 11. ҫавӑн пекех хаяр чӗреллине пула пӗрлешнӗ ултҫӗр пин ҫынна та каҫарман.
Сир 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Авалхи ӑрусем ҫине пӑхӑр-ха, курӑр-ха: Ҫӳлхуҫана ӗненекен намӑс курни пулнӑ-и? е Унран хӑракана пӑрахни пулнӑ-и? е Хӑйне тархаслакана Турӑ илтменни пулнӑ-и?
Сир 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Анчах ҫын алли тунӑ япаласене — ылтӑнпа кӗмӗле, ӳнерҫӗ ӑсталанине, чӗрчун кӗлеткисене е авалхи алӑ тунӑ юрӑхсӑр чула — турӑ тесе калакансем, чунсӑр япаласене шанакансем тата мӗскӗнрех.
Ӑсл 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Аҫусем лартнӑ авалхи чикке ан куҫар, тӑлӑхсен ани ҫине ан кӗр, 11. мӗншӗн тесессӗн вӗсенӗн Хӳтӗлевҫи хӑватлӑ; сирӗн хушшӑрти тавӑҫа Вӑл татса парӗ.
Ытар 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Аҫусем лартнӑ авалхи чикке вырӑнтан ан куҫар.
Ытар 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Авалхи кунсене аса илетӗп, Санӑн пӗтӗм ӗҫӳ ҫинчен, Санӑн аллу тунӑ ӗҫсем ҫинчен шухӑшлатӑп.5. Вспоминаю дни древние, размышляю о всех делах Твоих, рассуждаю о делах рук Твоих.
Пс 142 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Чӗлхе-ҫӑварӑм юптарса пӗлтерӗ, авалхи ытарӑшсене каласа кӑтартӑп.2. Открою уста мои в притче и произнесу гадания из древности.
Пс 77 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Ҫӳлхуҫа ӗҫӗсене асӑма илем; Санӑн авалхи кӗтретӳсене асӑнам; 13. Санӑн пур ӗҫне те ӑнласа илме тӑрӑшам, Санӑн аслӑ ӗҫӳсем ҫинчен шухӑшлам.
Пс 76 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Авалхи кунсем ҫинчен, иртнӗ ӗмӗрсен ҫулӗсем ҫинчен шухӑшлатӑп; 7. ҫӗрле юррӑмсене аса илетӗп, чӗремпе пуплетӗп, ӑстӑнӑм та тӗпчет: 8. Ҫӳлхуҫа яланлӑхах пӑрахрӗ-ши вара, ӗнтӗ малашне кӑмӑл курмӗ-ши пире?
Пс 76 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Турра мухтаса юрлӑр, тӳпере, авалхи тӳпере, ҫӳрекен Ҫӳлхуҫана аслӑласа мухтӑр.
Пс 67 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Эй Турӑ, эпир хамӑр хӑлхапа хамӑр илтрӗмӗр, Эсӗ авалхи кунсенче, аттемӗрсен вӑхӑтӗнче, тунӑ ӗҫ ҫинчен аттемӗрсем пире кала-кала паратчӗҫ: 3. Хӑвӑн аллупа Эсӗ халӑхсене пӗтернӗ, аттемӗрсене вара вырӑнаҫтарнӑ; ют ӑрусене ҫӗмӗрсе тӑкнӑ, вӗсене вара вырӑнаҫтарса тухнӑ: 4. ҫав ҫӗре аттемӗрсем хӗҫпе ҫӗнтерсе илмен, вӗсене хӑйсен вӑйӗ ҫӑлман — Санӑн сылтӑм аллу, Санӑн вӑю, Сан сӑнун ҫутийӗ ҫӑлнӑ вӗсене, мӗншӗн тесессӗн Эсӗ вӗсене кӑмӑлланӑ.
Пс 43 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Саккуна уяман сӗм авалхи ҫынсен ҫулӗпе ҫӳрес тетӗн-им эсӗ?15. Неужели ты держишься пути древних, по которому шли люди беззаконные,
Иов 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Эпир каларӑмӑр ӗнтӗ, ҫакна авалхи ӗҫсенчен мар, ытларах паян сирӗн умӑрта влаҫпа тискерле хуҫаланакан йӗркесӗр ҫынсен ӗҫӗсенчен куратпӑр.
Эсф 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Эпӗ ҫакна сӗм авалхи кунсенчех палӑртса хунӑ, халӗ — пурӑнӑҫа килтертӗм: эсӗ Манӑн ирӗкӗмпе тӗреклӗ хуласене аркататӑн, вӗсенчен ишӗлчӗк купи тӑватӑн.
4 Пат 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Ӗнтӗ санпа ман хушшӑмӑрти ӗҫсене Ҫӳлхуҫа татса патӑр, Ҫӳлхуҫа сана маншӑн тавӑртӑр; анчах та манӑн аллӑм сана тӗкӗнес ҫук; 14. авалхи каларӑш: «йӗркесӗр ҫынран йӗркесӗр ӗҫ ҫуралать» тет.
1 Пат 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Израиль Турри евӗрли урӑх ҫук, Хӑйӗн мухтавлӑхне кӑтартса, пӗлӗт ҫинче сана пулӑшмашкӑн тӳперен Вӑл ҫитрӗ; 27. [санӑн] тарса хӑтӑлмалли вырӑну — авалхи Турӑ, [эсӗ] ӗмӗрхи хӑват хӳттинче тӑратӑн; тӑшманусене Вӑл сан умӑнтан хӑваласа ярӗ те: «пӗтер вӗсене!» тейӗ.
Аст 33 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.