Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫыннине (тĕпĕ: ҫынна) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Бахчэ-Сарайри Гирейсем Хусана хӑйсен ҫыннине лартасшӑн ҫав тери ҫине тӑраҫҫӗ курӑнать.

Куҫарса пулӑш

7. Хусан хӑнисем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вунӑ уйӑх пӗр-пӗрне курманни тунсӑх кӳнӗ пулӗ чылаях ҫар ҫыннине.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ҫыннине те пӗлетӗп.

Куҫарса пулӑш

6 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

— Анчах… вӑт… хӑшӗ-пӗрисем калаҫҫӗ: патша йӗркине улӑштармалла теҫҫӗ, ун вырӑнне пӗр-пӗр рабочие е хресчен ҫыннине суйласа лартмалла теҫҫӗ, пуянсен тислӗк ҫӗрӗсене чухӑнсене туртса илсе памалла теҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

— Анчах вӑл аптӑраса ӳксен сирӗн пата хӑйӗн шаннӑ ҫыннине, мӗнле те-тӗр чее тилле, сӗревшӗн касӑхана, ярать ахӑр, ҫавӑнпа та кунашкал утӑма хӑвӑр туни аванрах мар-ши?

— Но почти наверное он выкажет смущение тем, что отправит к вам своего поверенного, какую-нибудь лису, мечтавшую о взятке, а поэтому не лучше ли сделать первый такой шаг самой?

XXXI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Ҫыннине курмастӑп, чаршав хуплать; вӑл манӑн юлташӑмӑн суя таварӗшӗн — пӗр килограмшӑн — тӳрех тӑватӑ пин фунт ҫурӑ сӗнчӗ, лешӗ сутлашма тытӑнсан пиллӗкпе, унтан пиллӗк чӗрӗкпе килӗшрӗ.

Человек, которого я не видел, так как он был отделен от меня перегородкой, в ответ на мнимое предложение моего знакомого сразу же предложил ему четыре с половиной фунта за килограмм, а когда тот начал торговаться, — накинул пять и даже пять с четвертью.

XXVIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Илемпи юратнӑ ҫыннине ҫара аллипе ыталаса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

Вӗсенчен пӗрин ури йӗнер пускӑчине ҫакланса юлчӗ, лаши хӑрарӗ те, суранлӑ ҫыннине хӑй хыҫҫӑн сӗтӗрсех кайрӗ.

Нога у одного из них застряла в стремени, конь испугался и потащил раненого за собой.

ХIII сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Росгварди Управленийӗн Чӑваш Енри управленийӗн ведомство хуралӗн сотрудникӗсем ӳсӗрӗлнине пӑхмасӑр руль умне ларса ҫул ҫинче хӑрушӑ лару-тӑру йӗркелекен Шупашкар ҫыннине тытса чарнӑ.

Сотрудники вневедомственной охраны Управления Росгвардии по Чувашии задержали жителя Чебоксар, севшего за руль с признаками алкогольного опьянения и создававшего опасные ситуации на дороге.

Росгварди ӗҫченӗсем Шупашкарта ӳсӗр водителе тытса чарнӑ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/31568.html

Хӑйӗн юрату ҫыннине кӗтсе тӑнӑ май — ҫул урлӑ каҫакан кашни юбкӑна пӑха-пӑха ӑсатать, йывӑҫ юпана туйипе чӑтӑмсӑррӑн ҫапкалать.

В ожидании предмета своей любви он провожал глазами каждую юбку, семенившую поперек улицы, и нетерпеливо колотил тросточкой о деревянную тумбу.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 291–297 с.

Ванькка чугун ҫул ҫыннине тинкеререх пӑхрӗ те палласа илчӗ-илчех.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Эпир, ҫыннине хамӑр ачаран пӗлсе пурӑнатпӑр пулсан, унашкал хыпара илтнипе кӑна ҫав ҫынна тӳрех тӑшман вырӑнне хума тивӗҫ-и?

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Вӑл шутра — хурахсене йыхӑракан сирӗн ял ҫыннине те.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Халӗ НКВД ҫыннине, хамӑр ентеше Филимон Петрович Крапивина сӑмах паратпӑр, — пӗлтерчӗ Шиков.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ну, ҫыннине шыраҫҫӗ халӗ, республикӑри пӗтӗм милицие ҫӗкленӗ…

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Капла кашнинех шанса пӗтер-ха, ҫыннине пӗрремӗш хут куратпӑр…

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫыннине, чӑнах та, пӑшал кирлӗ пулма пултарать.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Атя ман хыҫҫӑн, ҫыннине кӑтартӑп.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Тепӗр кунне Чиркӳллӗ Чурачӑк ҫыннине, армантан таврӑнаканскере, штыкпа чиксе пӑрахнӑ, лашипе урапине туртса илнӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Коммунистсен партийӗн шанчӑклӑ ҫыннине 1925 ҫулта Ҫӗрпӳ тӗрмине ӗҫлеме янӑ.

Коммунистическая партия в 1925 году верного человека направила на работу в Цивильскую тюрьму.

Илтни, хам пӗлни... // Ӑсан Уҫӑпӗ. Алексеев, О. А. Савнӑ енӗм, тӑван ялӑм — Санькасси. — Кӳкеҫ: издательство ҫурчӗ, 1999. — 26 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех