Шырав
Шырав ĕçĕ:
Акӑ вӑл унпа юнашарах тӑрать, чӑмӑрласа тытнӑ чышкисене янахӗ ҫумнелле хӗстерсе, е сехет ҫине, е амперметрӑн стрелки ҫине пӑхса илет.
Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Немцов В.И. Шыв тӗпӗнчи ылтӑн: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 314 с.
— Ачасем питӗ хӑраҫҫӗ-и? — пӑлханса ыйтрӗ Гасанов, Григоряна питрен тинкерсе пӑхса: хунарӑн тӗксӗм ҫутинче унӑн питҫӑмартийӗсем янахӗ тӑрӑх юхса анакан ҫутӑ тумламсем йӑлтӑртатса илчӗҫ.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Немцов В.И. Шыв тӗпӗнчи ылтӑн: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 314 с.
Мӗншӗн-ха вӑл аллисемпе хӑлаҫланать, кӑвак уссиллӗ пӗчӗк старик мӗншӗн-ха ҫине тӑрсах ҫинҫе туйине хӑйӗн янахӗ айӗнче тытса тӑрать?..
Улттӑмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Немцов В.И. Шыв тӗпӗнчи ылтӑн: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 314 с.
Инженер чӳрече патне пычӗ, типсе ларнӑ виноград ҫупкӑмне тинӗселле шӑлса пӑрахрӗ те чӳрече янахӗ ҫине ларчӗ.Инженер подошел к окну, смахнул в море засохшую кисть винограда и сел на подоконник.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Немцов В.И. Шыв тӗпӗнчи ылтӑн: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 314 с.
Эпӗ Чакак янахӗ ҫинчи путӑка аса илтӗм.
Ҫирӗм пиллӗкмӗш сыпӑк // Виссарион Синичкин. Козлов В.Ф. Чул утрав президенчӗ: повесть. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983 — 224 с.
Тата янахӗ ҫинче путӑк пур.
Ҫирӗм иккӗмӗш сыпӑк // Виссарион Синичкин. Козлов В.Ф. Чул утрав президенчӗ: повесть. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983 — 224 с.
Эпӗ чӳрече янахӗ ҫинчен сиксе антӑм кӑна, ман пуҫ урлӑ урай мунчали, вӑркӑнса, сукмак ҫине ҫатлатса ӳкрӗ.Я едва успел спрыгнуть с подоконника: над моей головой прошелестела тряпка, она упала на тропинку.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Виссарион Синичкин. Козлов В.Ф. Чул утрав президенчӗ: повесть. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983 — 224 с.
Ҫӳҫӗсем те йӗп-йӗпе, янахӗ ҫинче — хура ҫӑлтӑр палӑрать, ун патӗнчен пур еннелле те юнлӑ йӗрсем каяҫҫӗ.Волосы на голове его тоже мокрые, а на скуле — темная звезда и от неё лучами потёки.
I сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Унӑн янахӗ ҫаврашка, сӑмси тӳрӗ, сарлакан вырнаҫӑнса ларнӑ куҫӗсем, ялан сивӗре те ҫил ҫинче ҫӳренипе кушӑркаса хуралнӑ пичӗ вӑл ҫирӗп те тимлӗ ҫын пулнине палӑртаҫҫӗ.
Иккӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Пичӗ шыҫмак тата янахӗ ҫинче мӑкӑль пуррипе илемсӗр пулнӑ.Чуть одутловатое лицо с мясистой шишкой у подбородка было некрасиво.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Тутисем пысӑк, янахӗ те янах шӑммисем те сарлака кӗтеслӗ, куҫхаршисем авӑнчӑк.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.
Куҫӗсем пысӑках мар ун, хӑмӑр, ҫав тери чӗрӗ, вӑтанма пӗлмен куҫсем; уссийӗсем ҫав тери ҫӑра, анчах сарлаках мар, ҫавӑра-ҫавӑра ҫыртнӑран, вӗсем тикӗсех те мар; янахӗ вара, уйрӑммӑнах янах шӑмми ҫийӗсем икӗ кун хушши ҫитӗннӗ хура та шӑрт пек ҫирӗп сухал айне пулнӑ.
1 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Хӗрлӗ тутарӗ кӗнӗ те, ятлаҫнӑ пек, темӗскер калаҫкаласа, алӑк янахӗ ҫумне таяннӑ; хӑй шавах кинжалӗпе вылякаласа тӑнӑ; вӑл Жилин ҫине кашкӑр пек куҫ айӗнчен пӑхса тӑнӑ.
2 // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.
Лармалли вырӑн пит аял пулнӑран, Стумпӑн чӗркуҫҫийӗсем унӑн янахӗ тӗлнех пырса тӑчӗҫ, вӑрӑм пӑшал кӗпҫи, сӑнӑ пек, ун пуҫӗнчен темиҫе фут ҫӳлелле хӑпарса кайрӗ.
VI сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
Пӳрт тӑррисем тӗлӗнчи тӳпе ҫуталчӗ, ҫуллахи кунӑн ҫути уҫса пӑрахнӑ чӳрече янахӗ ҫинче ларакан электричество лампин сарӑ ҫутине ҫӗнтерсех пырать.
Иккӗмӗш сыпӑк // Андрей Краснов. Ефремов И.А. Ҫӑлтӑр карапӗсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 96 с.
Шухӑшлакан ҫыннӑн пысӑк ҫамки, тӑваткӑл янахӗ тата сӑмса шӑтӑкӗсем калама ҫук пысӑк ӑслӑ ҫын иккенне вӑйлатса, профессора фанатик пек кӑтартаҫҫӗ.
Пӗрремӗш сыпӑк // Андрей Краснов. Ефремов И.А. Ҫӑлтӑр карапӗсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 96 с.
Юмӑҫӑн вӗҫлеке янахӗ чӗтренсе-туртӑнса илчӗ, ҫеҫкеленнӗ тути хӗррине сурчӑк кӑпӑкӗ хыта-хыта пирченӗ.— Подбородок у йомзи затрясся, в углах поблекших губ запузырилась пена.
XVII. Тунсӑхланӑ ҫуртра // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Ҫынни вӑл, чӑн та, ытла мӑнтӑр, тулли пичӗ ҫинче йӗкел пек сӑмси те палӑрсах каймасть, куҫӗ путса кӗнӗ, шалтан хӗсӗнсе пӑхать, сарлака та вӑрӑм янахӗ аялтан ик-виҫӗ хут пӗрӗмленсе, хӑмпӑланса тӑрать.
VI. Кантюк кӗреки // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Вӑл алӑк патне пычӗ те темскер чакаланма пуҫларӗ, алӑк янахӗ хыҫӗнчен темӗнле хутсем турта-турта кӑларчӗ.Она подошла к двери и стала копаться, вытаскивая из-за резного дверного наличника какие-то бумаги.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Фиш Г.С. Кимас-кӳлли ялӗ парӑнни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 140 с.
Каллех вӑл ача-пӑча пӳлӗмӗнчи кантӑк янахӗ ҫине хӑпарса ларчӗ, хӑй ҫаплах: ӑҫта кайса кӗме пултарчӗ-ши Жучка? — тесе шухӑшлать.Он опять уселся на окно в детской и все думал: куда могла деваться Жучка?
Ӑнӑҫсӑр кун // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.