Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӗкрӗ (тĕпĕ: тӗк) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Таня чӗркуҫҫи ҫине сиксе тӑчӗ те кантӑк хашакине чӑмӑрӗпе вӑйлӑн тӗкрӗ.

Таня вскочила на колени и с силой стукнула кулаком по раме.

III // Асклида Соколова. Фраерман Р.И. Динго йытӑ е пӗрремӗш юрату ҫинчен. Повесть. Чӑвашла Соколова А. А куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983. — 128 с.

Панкратов, выляса, Павела ҫурӑмӗнчен тӗкрӗ:

Панкратов озорно толкнул Павла в спину:

Иккӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Баракра поход кухни патне ларчӗ, пылчӑкпа вараланса пӗтнӗ тӑлине салтрӗ те шӑнса кӳтнӗ урисене кӑмака ҫумне тӗкрӗ.

Сел около походной кухни, развернул всю в грязи портянку и поставил к печке окоченевшую от стужи ногу.

Иккӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Эпӗ кисте сӑрӑ ҫине чиксе илтӗм, сасартӑк тахӑшӗ мана алӑран тӗкрӗ.

Я макнул кисть, вдруг кто-то меня толк под руку.

Вӑрҫӑ секречӗ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар, Аркадий Петрович. Вӑрҫӑ секречӗ: [повеҫ] / А. П. Гайдар. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 175 с.

Эпӗ сире шеллеместӗп-им, ара! — чӗтренсе тухакан сассипе ҫиллессӗн кӑшкӑрса ячӗ те Ефимка, утне атӑ кӗлипе тӗкрӗ.

А мне вас, разве не жалко! — сердитым и дрогнувшим голосом выкрикнул Ефимка и ударил по коню каблуками.

Ҫутаттӑр // Олимпиада Таллерова. Гайдар, Аркадий Петрович. Ҫутаттӑр: калав; вырӑсларан О.Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1971. — 44 с.

Вӑл каллех ассӑн сывлама тытӑнчӗ, анчах ӑна Оська хыҫалтан пыра-пыра тӗкрӗ.

Он опять принялся глубоко вздыхать, но тут Оська стал ползать за спинами у ребят и толкать их в бока.

XI сыпӑк // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 155–238 с.

Вӑл выртнӑ ҫӗртен тӑнӑ Берендей патне пычӗ те, вӑкӑрӗ ун пиншакӗн кӗсйи тӗлне сӑмсине тӗкрӗ, кӗсйинче ҫӑкӑр чӗлли курӑнать.

Он подошел к поднявшемуся с земли Берендею, и тот потянулся губами к карману его пиджака, из которого торчал кусок хлеба.

«Нервӑсӑр ҫын» // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 59–68 с.

— Ну, салтсах курар-и? — янахӗнчен кӑлт тӗкрӗ ашшӗ ывӑлне.

Куҫарса пулӑш

Вова хурлӑхӗпе савӑнӑҫӗ // Антал Назул. «Сувар», 2010.01.08, 1–2№№(835–836), 14 стр.

Хӗрарӑм хыҫалтан пычӗ, тӑвалла хӑпарнӑ чухне сайра хутра хыҫалтан тӗкрӗ.

Женщина шла сзади и изредка подталкивала, когда салазки двигались в горку.

24 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Вӑл кӗреҫине юр ҫине чиксе лартрӗ те тайкаланса Мажаров патне пычӗ, ӑна хулпуҫҫинчен тӗкрӗ.

Воткнув в снег лопату, он вразвалочку подошел к Мажарову и тронул его за плечо.

19 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Тем мурӗ тӗкрӗ мана ҫӑвӑн пек помощникпе ҫав комиссие кӗме килӗшме!

И черт меня угораздил согласиться войти в эту комиссию, да еще с таким помощником!

17 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Акӑ ӗнтӗ вӑл ачасем ҫине кӑшкӑрчӗ те, сасартӑк арӑмне хулпуҫҫинчен тытса, ӑна хӑй патнелле туртрӗ, унӑн куҫҫуль тулли куҫӗсенчен пӑхса, ывӑҫ тупанӗпе пит ҫӑмартине шӑлкаларӗ, вара тӗксӗммӗн пӑрӑнса, хулпуҫҫипе алӑка тӗкрӗ.

Прикрикнув на ребят, он вдруг притянул за плечи жену, заглянул в ее полные слез глаза, погладил ладонью по щеке и, хмуро отстранясь, надавил плечом на дверь.

10 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Ну, мӗн тӑратӑн эсӗ? — хулпуҫҫинчен кӑлт тӗкрӗ Ворожнев шухӑша кайнӑ Саввушкӑна.

— Ну, чего ж ты торчишь? — легко толкнув в плечо, выводя его из задумчивости, спросил Ворожнев.

12 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Ку усал ӗҫе тума ху пӗчченех шут тытрӑн-и эсӗ? — ҫавӑн пекех, сассине хӑпартмасӑр, ыйтрӗ те Аникей конюха хулпуҫҫинчен хӗрхеннӗ пек тӗкрӗ.

— Один ты на это темное дело решился? — все так же, не повышая голоса, спросил Аникей и участливо тронул конюха за плечо.

12 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Хӑналас енӗпе мӗнлине пӗлместӗп те, — Дымшаков хӑйӑлтирех сассипе кулса ячӗ, куҫӗсем ҫине шуса анакан сарлака кепкӑ сӑмсине чышкипе тӗкрӗ.

— Насчет угощения не знаю как, — Дымшаков хрипловато рассмеялся, сбил кулаком лезший на глаза широкий козырек кепки.

7 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Вӑл Корней аллисене хӗскӗч пек хыттӑн хӗстерчӗ, Ксение хулпуҫҫинчен кӑлт тӗкрӗ.

Он железно, как клещами, сжал руку Корнея, легонько тронул за плечо Ксению.

6 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Кӑмака айӗнчен труба илнӗ май унта выртнӑ сысна ҫурине лектерчӗ, сысна ҫури нӑриклетсе чупса тухрӗ те ӑна йӗпе сӑмсипе аллинчен пырса тӗкрӗ.

Доставая из-под печи колено трубы, она задела поросенка, лежавшего там, он выкатился, похрюкивая, и ткнулся ей влажным пятачком в руки.

3 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Ҫавӑнпа тапса сирпӗтнӗ те сана сотеннӑйран! — йӗплесе сӑмах тӗкрӗ ӑна ашшӗ.

— За это и с сотенных прогнали! — ехидно поддел его отец.

IX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Тахӑшӗ ачана алӑран тӗкрӗ.

Кто-то тронул мальчика за руку.

Лекрӗ // Георгий Ефимов. Сергей Алексеев. Гришатка Соколовӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ: повесть. Георгий Ефимов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 83 с.

Митька мӑшкӑлӗнчен Наташӑна аслашшӗ Гришака хӑтарчӗ: вӑл, чукмар пуҫлӑ туйипеле урайӑн ҫирӗплӗхне хыпашласа тата усӑнса аннӑ сухалӗн сарӑ сӳсленчӗкне шӑлкаласа, горницӑна кӗчӗ, туйипеле Митькӑна тӗкрӗ те ҫилӗллӗн: — Эсӗ мӗн вӗркесе килтӗн кунта, ирсӗр йытӑ, аҫ? — терӗ.

Выручал Наталью дед Гришака: входил он в горенку, щупая шишкастым костылем прочность пола и разглаживая желтую коноплю свалявшейся бороды; тыча в Митьку костылем, спрашивал: — Ты чего, поганец, заявился сюда, ась?

19 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех