Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӑна (тĕпĕ: тӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫавӑнтах тӑна кӗтӗм те, анчах мӗн тӑвас тен, вӑрӑ пулса тӑтӑм ҫапла.

Куҫарса пулӑш

Тӗнче тӑрӑх хавха ҫӳрет // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Патька-патша хӑйне чӗнсе калаҫма тытӑнсан ҫеҫ вӑл тӑна кӗнӗ пек пулчӗ:

Куҫарса пулӑш

Тӗлӗнтермӗш хӗр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Юланутҫӑсем хӗр тӑна кӗнине асӑрхамарӗҫ пулас.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Укаслу сасартӑк тӑна кӗчӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Вӑл тӑна кӗме тытӑнчӗ! — илтех кайрӗ Пинер усалсенчен пӗрин сассине.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Укаслу ҫыран хӗрринче тӑна кӗчӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Карлай частарах тӑна кӗчӗ курӑнать.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫыннӑн — ҫӗр шухӑш // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Старик каҫкӳлӗм тин тепре тӑна кӗчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пролог // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хӑвшӑн калап — тӑна кӗр: Илтрӗм: каччу пит куштан, Ашшӗ пекех утаман, Пуҫне ҫиме Атӑла Часах каять пулмалла.

Куҫарса пулӑш

XIV. Тухатмӑш // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Кӑҫал алпастӑн тен тӑна ҫухатрӗ, Каччи те ытла та хӑта ярса аптратрӗ».

Куҫарса пулӑш

XIV. Тухатмӑш // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Ниепле те тӑна кӗрсе ҫитейместӗп…

Куҫарса пулӑш

«Ӳркенмен ӑста пулнӑ», — теҫҫӗ. Вӑл тем ӗҫе те пултарать // Василий Лапин. http://kanashen.ru/2023/03/17/y%d1%80%d0 ... %83%d0%bb/

Ҫеруш тӑна кӗнӗ пек пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Арӑм ҫук // Александр Угольников. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 46–49 с.

Микрофон умӗнче пит-куҫӗнче «ӑвӑс ҫӑвӗ шӑрата-шӑрата», пиҫнӗ-пиҫмен кулӑ «ташлаттара-ташлаттара», ылтӑн шӑлӗсемпе кӑҫалхи юлашки аслати ҫиҫӗмӗ ҫиҫтере-ҫиҫтере, аллисене такама чышкӑласа тӑна кӗртнӗ пек чурӑссӑн, вӑнк-вӑнк ывӑта-ывӑта хӗрсех ҫатӑлтатакана, тӑмплаттаракана тимлесерех пӑхрӑм та — ак тамаша, Алендеев иккен.

Куҫарса пулӑш

Ҫил хӳри // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 181–188 с.

Чӑнах, чӑхӑмлакан, лӳппер выльӑха пиҫӗ хулӑпа е пушӑпа « тӑна кӗртесси», кутӑнлӑхне «имӗресси», кӑмӑлне «утюгласси» те пулкалать, анчах тимӗр тӑха йышши ӳт-тире амантакан япалапа мар ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Ленаахӑйӗн ачалӑхне ӑшӑх путса татах тем ӑсса илчӗ, анчах сӗлпӗрленсе, кӑтӑш пулса выртакан Павӑл, канлӗн, таҫти ҫывӑхри икӗ вӗтӗ кайӑк чӗвӗлтӗтӗвӗпе тутлӑн тӗлӗре пуҫланӑскер, ӑна та, хӑй пуҫӗ тӗлӗнченех вертолёт пек вӗҫсе иртнӗ ҫӗлен лашин сӑлпӑркка ӗрлевне те тӑна хываймарӗ, ал тӳрчӗ ҫийӗн ҫуначӗсене саркаласа йӑпӑртатса иртекен кӑтка та туймарӗ.

Куҫарса пулӑш

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Хӑш-пӗр тӑрнаккайӑн мӑкӑрӑлчӑк ҫара ҫамки пек тӗмеске ҫине хӑпарса ҫитрӗ ҫеҫ — сасартӑк пӗр ури, хӑй айӗнче нимле ҫӗре те туймасӑр, ва-а-а-ашш! путса анса кайрӗ — Пурис аялалла пуҫхӗрлӗн чуу! виркӗнчӗ, ҫавӑнтах ҫамки темле кӳпшеке тӑпрана, лӑт! тӑрӑнса, ҫаврака тукмак пек пусӑрӑнса кӗчӗ, сулахай кӑкӑр шӑммине тем хытти чӑтма ҫук ыраттарса илчӗ, урӑх вӑл, сӗмне пач ҫухатса, нимӗн те тӑна хываймарӗ…

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ӗҫри пуҫлӑхне те, «сатрапне», «кирӗкне ҫуса» хӑлха чикки тӑхӑнтартса, кутӗнчен таҫлаттара-таҫлаттара тӑна кӗртетех.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ак тата чарӑнса тӑчӗ: «качтаки» куҫӑмне палӑртакан сасса хӑлхине чанк тӑратсах тӑна хывасшӑн пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Шалкӑм ҫапнӑ пек тӑнтанланнӑ Ула Тимӗр, хӑйпе кам мӗн туса ирттернине тӑна та хывма ӗлкӗреймесӗр, чӗлхине ҫатӑр ҫыртса, урине такам йывӑҫ тӑлӑ тӑхӑнтартнӑ пек утӑмлакаласа, паҫӑр Кӗҫтукпа пӗрле утнӑ ҫул ҫине тухрӗ те малалла сӗнкрӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

— Ӑҫтан татӑлса антӑн эс кунта? — паянхи кун мыскаринчен ниепле те тӑна кӗреймен мучин куҫӗсем халӗ те карчӑкӗ ҫинчен каяймарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Кану ҫуртӗнче // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 122–128 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех