Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

йӑмра сăмах пирĕн базăра пур.
йӑмра (тĕпĕ: йӑмра) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Пӗлетӗр-и, йӑмра вӑл хастар йывӑҫ.

Куҫарса пулӑш

Улӑхра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Ӑҫта пулччӑр, авӑ, Палас хӗрринче йӑмра лартаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Улӑхра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ун хыҫҫӑн ыттисем те унталла ыткӑнчӗҫ, ҫурхи ҫӗр сӗткенӗпе тулма пуҫланӑ йӑмра тунисене кӑшлама пикенчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Улӑхра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ӑнлантӑн-и?! — тесе хӑратса хӑварчӗҫ те четвӗртсене йӑмра айне пырса лартрӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑйӑран — вӑкӑр // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Лайӑххӑн типме те, курӑк шӑтма та ӗлкӗреймен йӑмра айне палас сарчӗҫ, ҫыртмаллисене майлаштарса хучӗҫ, варрине четвӗрт эрех лартрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Вӑйӑран — вӑкӑр // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Пахча вырӑнӗн хӑрах енӗпе, Палас ҫыранӗ хӗррипе, йӑмра кашласа ӳсет.

Куҫарса пулӑш

Пӑр тапранчӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Йӑмра айӗнче ваттисем те йышлӑн кӗпӗрленсе тӑраҫҫӗ иккен.

Куҫарса пулӑш

11. Тата тепӗр тупа // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Кунта йӑмра кутӗнче ваттисем хӑйсен патакӗсем ҫине таянса, чунӗсене кантарса, ҫурхи ӗҫсем ҫинчен канашласа тӑраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

11. Тата тепӗр тупа // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Пуринчен ытла каччӑ йӑмра айӗнче темиҫе юлан ут тӑнине курсан хӑй хурах кӑшкӑрма пултарайманнинчен тӗлӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

16. Иккӗмӗш Урасмет // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вӑл пырсӑр юлнӑ ҫын пек хӑрӑлтатса илчӗ те пӗтӗм вӑйран йӑмра патнелле чупрӗ.

Куҫарса пулӑш

16. Иккӗмӗш Урасмет // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Сасартӑк вӑл йӑмра айӗнче юлан утсем тӑнине асӑрхарӗ.

Куҫарса пулӑш

16. Иккӗмӗш Урасмет // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Мамич-Бердей ӑна, йывӑр вут сыппине йӑтнӑ пек, хул пуҫҫи ҫине ҫӗклесе хучӗ, хӑвӑртрах йӑмра айне тӑнкӑлтатрӗ.

Куҫарса пулӑш

16. Иккӗмӗш Урасмет // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Эх, хам пулсан, — терӗ йӑмра айӗнче кӗтекенсенчен пӗри.

Куҫарса пулӑш

16. Иккӗмӗш Урасмет // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Унта мӗнле тавлашу пынине те ӑнланса илчӗҫ каччӑсем: мӑрса хӗр ачана йӑмра кутне ҫывӑхарах пыма ӳкӗтлет, лешӗ, инкеке сиснӗ пекех, пӗр утӑм та утмасть.

Куҫарса пулӑш

16. Иккӗмӗш Урасмет // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Тукай пӳрчӗ патне ҫывхарсан пӗр ватӑ йӑмра айне ушкӑнпа кӗпӗрленсе тӑчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

16. Иккӗмӗш Урасмет // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫынсем, ырлӑха мар ку тенӗ евӗр, пӗрре йӑмра еннелле, тепре Урасмет ҫинелле пӑха-пӑха илчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

2. Хура юпа // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ватӑ йӑмра ҫинче кураксем тискеррӗн кӑшкӑрчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

2. Хура юпа // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Пыр та шыва кӗр, паттӑр йӑмра хӳттинче ларса кан.

Куҫарса пулӑш

Паттӑр йӑмра // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 47–48 с.

Ҫапах та чӑтрӗ, парӑнмарӗ йӑмра, тепӗр ҫуркунне сип-симӗс, тип-тикӗс ҫулҫӑ сарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Паттӑр йӑмра // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 47–48 с.

Куҫарнӑ йӑмра труках вӑй илеймерӗ, ҫӑвӗпех чирлесе ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

Паттӑр йӑмра // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 47–48 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех