Шырав
Шырав ĕçĕ:
Григорий вӑлта аврине пӗтем вӑйӗпе ҫӗклеме пӑхрӗ, анчах ҫӗклеймерӗ.
2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Ҫирӗп ҫӳҫерен (хӗрлӗ-кӑчкӑ йывӑҫӗнчен) тунӑ вӑлта аврине ҫав тери пысӑк вӑй, шӑлтӑрмапа ҫавӑрса туртнӑ пек, аялалла туртма пуҫларӗ.Словно воротом, огромная сила тянула вниз тугое красноталовое удилище.
2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
— Туртса кӑлар! — сывласа ячӗ старик, Григорий, вӗткеленсе ӳксе, вӑлта аврине хӑй патнелле туртрӗ, анчах та унӑн вӗҫӗ шыва чӑрласа путрӗ, алӑпа тытнӑ вырӑнтан кӑшӑл пек авӑнса кайрӗ.
2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
— Шывра нумай лартӑр-ҫке эсир, — терӗ Варвара Сергеевна, веялка аврине ҫамрӑксен аллисене тыттарса.— Вы много просидели в воде, — сказала Варвара Сергеевна, передав молодым рукоятку веялки.
V // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Халӗ унӑн пуҫне пит нумай шухӑшсем пухӑннипе тата вӗсем питех кирлӗ те пӑшӑрхантаракан шухӑшсем пулнипе вӑл ывӑннине те, йывӑрлӑха та туймарӗ, веялка аврине пӗр алпа пурне те ӑмсантармалла ҫӑмӑллӑн ҫавӑрчӗ.
IV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Веялка аврине ҫавӑн пекех чарӑнмасӑр тата меллӗн ҫавӑрса, вӑл каллех шухӑша кайрӗ тата шестернисем хыттӑн мар шалтӑртатнине, алӑсем пӗр тикӗс шакканине итленӗ пек пулса, веялка ҫине пӑхрӗ.
IV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Варюша, е Варвара Сергеевна Аршинцева, самӑр та маттур, сывлӑхлӑ хӗрарӑм, ҫак ӗҫ ӑна пачах та пӑшӑрхантарман пек кӑтартасшӑн пулса, веялка аврине ҫавӑрнӑ, калаҫӑва хутшӑнман.
IV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Вӑл кулкаласа, телефон аврине ҫавӑратчӗ, трубкине хуллен ҫеҫ хӑлхи ҫумнелле тытатчӗ те, ун ӑшнелле вӗрсе илсе, мӑнаҫлӑн калаҫма тытӑнатчӗ:Он осторожно прикладывал к уху трубку и, дохнув в нее, отвечал с важностью:
IX // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Витрине ҫекӗлпе ҫаклатрӗ те, темиҫе ҫӗр алӑ сӗртӗннипе яп-яка пулнӑ, вӗрен антаракан тараса валне аллипе тытса, пусса ячӗ, унтан икӗ аллипе тимӗр аврине ҫавӑра-ҫавӑра, тулли витрине ҫӳле хӑпартрӗ.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Володьӑпа Ваня обрезсене минтер айне хучӗҫ те ҫывӑрса кайичченех пӗрмай аллисемпе лакпа витнӗ йывӑҫ аврине, сивӗ те яка кӗпҫине хыпашласа выртрӗҫ.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Анчах затворсемпе шакӑлтаттарнӑ чух обрезӑн йывӑр та лакпа витнӗ яп-яка аврине хулпуҫҫи ҫумне тытса, питҫӑмартисемпе сӗрме купӑса сӗртӗннӗ пек сӗртӗнсе, сулахай куҫне хупса, сылтӑммипе тӗлленӗ чух виҫӗ пионер савӑннипе танлаштарсан, ҫав ҫитменлӗхсем ниме те тӑман.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Чей чашки ҫине аврине малалла туса ҫӗҫӗ хурать — ку тупӑ.Пристраивал на чашке столовый нож, черенком вперед, — то была пушка.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Юлашкинчен, мӗн пулнине тахӑшӗ тавҫӑрса илчӗ пулас та, кран аврине йӑпӑр-япӑр пӑрса, пӑс трубине хупрӗ.Наконец кто-то, должно быть поняв, в чем дело, быстро повернул рукоятку крана и перекрыл паропровод.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Ухмаха ернӗшӗн мана атте — вӑл питӗ ҫирӗп тытатчӗ — чӑпӑрккапа икӗ сехет ислетрӗ, ман ҫурӑма ҫапса чӑпӑркка аврине хуҫсан ҫеҫ чарӑнчӗ.
XXV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Вӑл Устинӑн тарлӑ аллинчен чӑпӑркка аврине ҫӑмӑллӑн туртса илчӗ, аллине хытӑ сулса, чӑпӑрккана ҫултан инҫене ывӑтса ячӗ.
XIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Ун куҫ умӗ хуралса килчӗ, лайӑххӑн курмасӑр, вӑл, пӗр минут пек, Устинӑн ҫӑмламас куҫ харшийӗ, унӑн темшӗн сарӑлса кайнӑ ҫаврака пичӗ ҫине пӑхса тӑчӗ, ҫав вӑхӑтра хӑй саламат аврине хытӑ чӑмӑртаса тытнӑ сылтӑм алли юнпа кӳпчесе кайнине, пӳрне сыпписем чиккелесе ыратма пуҫланине туйрӗ.
XIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Ӗмӗрте те вӗсем плуг аврине тытса курман тейӗн.
36-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Тӑкӑл-такӑл сӑхсӑхкаласа: «Свят, свят, свят!» — тесе пӑшӑлтатса, Щукарь тӑпах чарӑнса тӑрать, йӗвен аврине лаштӑрах алӑран кӑларса ӳкерет, мухмӑрӗ янках уҫӑлса каять.
31-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Разметнов сасартӑк вӑр-вар чупса кайрӗ, кӗҫӗн алӑк леш енче тӑракан ҫынна сулахай аллипе пырса тытрӗ, сылтӑммипе наган аврине чӑмӑртарӗ.
16-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Яков Лукичӑн ывӑҫ тупанӗнче ӑшӑнса йӗпеннӗ йӗлме пуртӑ аврине Половцев хӑйӗн кӗске кӗрӗкӗ айне, шалавар пиҫиххийӗ хушшине хӗстерчӗ, кӗрӗк ҫухине тӑратрӗ.
12-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959