Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Стэнли (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Африкӑна шалалла экспедицие кайнӑ чухне Ливингстон, Камерон, Стэнли яланах ҫак… «укҫа» кирлӗ чухлӗ пултӑр тесе тӑрӑшнӑ.

Ливингстон, Камерон и Стэнли, отправляясь в экспедиции в глубь Африки, всегда следили за тем, чтобы у них был достаточный запас этой «монеты».

Вуннӑмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Ливингстонӑн Стэнли тупнӑ алҫырӑвӗсенче вӗсем ҫинчен вулама питӗ интереслӗ.

Стоит прочитать, что писал о муравьях Ливингстон в последних своих заметках, доставленных Стэнли.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Америка ҫынни Стэнли те ҫакӑн пек ҫулах тухасран шикленеҫҫӗ.

Опасаются также, как бы не вознамерился проделать то же и американец Стэнли.

Иккӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Анчах Камеронпа Стэнли экспедицийӗсем Анголӑн ҫурҫӗртипе кӑнтӑрти чиккисем ҫумӗпе ҫеҫ иртнӗ, пӗтӗмӗшле илсен, ҫак пысӑк ҫӗршыва 1873 ҫулта, урӑхла каласан, «Пилигрим» кунта ҫитсе арканнӑ вӑхӑтра, тӗпчеменпе пӗрех пулнӑ.

Но экспедиции Стэнли и Камерона прошли вдоль северной и южной границ Анголы, сама же эта область в 1873 году, то есть в то время когда «Пилигрим» потерпел крушение, была еще почти не исследована.

Пӗрремӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Тата икӗ кунтан Банза-Мбукӑра экспедицие хирӗҫ Эмбомӑри икӗ сутуҫӑ янӑ апат-ҫимӗҫе тупнӑ; юлашкинчен ҫыран хӗрринчи ҫак пӗчӗк хулара Стэнли канма чарӑннӑ.

Через два дня он нашел в Банза-Мбуко припасы, посланные навстречу экспедиции двумя торговцами из Эмбомы; в этом маленьком прибрежном городке Стэнли наконец разрешил себе отдохнуть.

Пӗрремӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Юлашкинчен, августӑн 6-мӗшӗнче, Генри Стэнли океан ҫыранӗнчен тӑватӑ кун каймалӑх ҫул ҫинче вырнаҫнӑ Ни-Сандӑна ҫитнӗ.

Наконец 6 августа Генри Стэнли прибыл в селение Ни-Санда, находившееся в четырех днях пути от берега океана.

Пӗрремӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Ҫак ҫула суйласа илнӗ те ӗнтӗ Стэнли.

Этот путь Стэнли и выбрал.

Пӗрремӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Экватор тӗлӗнче, Луалаба шывӗ ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫнелле кукӑрӑлнӑ ҫӗрте, темиҫе ҫӗр туземец ларнӑ тӑватӑ кимӗ Стэнлин пӗчӗк флотилине тапӑннӑ, анчах Стэнли вӗсене хӑратса тартма вӑй ҫитернӗ.

У экватора, в том месте, где Луалаба изгибается к северо-северо-востоку, пятьдесят четыре лодки, в которых было несколько сот туземцев, напали на маленькую флотилию Стэнли, но ему удалось обратить их в бегство.

Пӗрремӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Ҫула тухсанах Стэнли отрячӗн Укусу ҫынҫиенӗсемпе тытӑҫса илме, юханшывӑн шарлакӗсенчен иртме, кимӗсене ал вӗҫҫӗн йӑтса куҫарма тивнӗ.

С первых же шагов отряд Стэнли должен был сражаться с людоедами из Укусу и перетаскивать лодки на руках, чтобы обойти непроходимые пороги реки.

Пӗрремӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Кунта Стэнли Луалаба шывӗн ҫыранӗсене ун вӑрри таранах тӗпчесе тухнӑ.

Здесь Стэнли предпринял исследование берегов Луалабы и прошел до самого ее устья.

Пӗрремӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Ньянгвере Стэнли Занзибар султанӗн отрячӗсем Марунгупа Мансуема облаҫӗсене хӑрушшӑн тапӑннине хӑй куҫӗпе курнӑ.

В Ньянгве Стэнли был свидетелем ужаснейшего кровавого набега отрядов занзибарского султана на области Марунгу и Маниуема.

Пӗрремӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Кемерон Вӑтаҫӗр Африкӑн тӗттӗм кӗтесӗсенче ҫӳренӗ вӑхӑтра Стэнли, 1874 ҫулхи ноябрьте хӗвелтухӑҫ ҫыранри Багамонӑран тухса, 1870 ҫулхи августӑн 24-мӗшӗнче, пӗр ҫул та тӑхӑр уйӑхран, шатра эпидемийӗ хыҫҫӑн пушанса юлнӑ Уджиджирен иртнӗ.

Камерон еще странствовал в дебрях Центральной Африки, когда Стэнли в ноябре 1874 года выступил из Багамойо на восточном побережье, через год и девять месяцев, 24 августа 1876 года, покинул опустошенный эпидемией оспы Уджиджи.

Пӗрремӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Ҫын ячӗпе ирттернӗ ӑнӑҫлӑ ҫулҫӳреве Стэнли географи наукишӗн малалла тӑсма шутланӑ.

Но это путешествие, столь удачно совершенное во имя человеколюбия, Стэнли решил продолжить в интересах географической науки.

Пӗрремӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Ҫӗнӗрен ҫӗнӗ ҫӗрсем уҫас ҫул ҫинче Камерон акӑлчана Генри Мортон Стэнли американец улӑштарнӑ.

Американец Генри Мортон Стэнли вскоре сменил на этом пути открытий англичанина Камерона.

Пӗрремӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Ку чӑннипех те Ангола, темиҫе ҫул каярахпа ҫав тери тертленсе пӗтнӗ Камерон — кӑнтӑр енӗпе, Стэнли ҫулҫӳревҫӗ — ҫурҫӗр енӗпе урлӑ каҫнӑ ҫӗршыв.

Действительно, это была Ангола, тот край, который несколько лет спустя ценой таких усилий пересекли Камерон на юге и Стэнли на севере.

Пӗрремӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Хастар Стэнли ҫитсе курнӑ ҫак пысӑк тавралӑх: кӑнтӑрарах Ньясӑпа Замбези шывӗсен хӗрринчи, хӗвеланӑҫнерех — Заир пуҫламӑшӗнчи вырӑнсем, — Занзибар, Борну, Феццан пасарне «хура тавар» парса тӑракан тавралӑх халӗ ҫавӑн пек.

Во всей обширной области, поставляющей «черный товар» на занзибарский рынок, в Борну, в Феццан, и южнее — вдоль берегов Ньяссы и Замбези, и западнее — в верховьях Заира, которые недавно пересек отважный Стэнли.

Пӗрремӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Вӑл каланисене ытти ҫулҫӳревҫӗсем те — Грант, Спик, Бертон, Камерон, Стэнли ҫулҫӳревҫӗсем — ҫирӗплетеҫҫӗ.

Его свидетельство подтверждают все остальные путешественники — Грант, Спик, Бертон, Камерон, Стэнли.

Пӗрремӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех