Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Юнашар сăмах пирĕн базăра пур.
Юнашар (тĕпĕ: юнашар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Акӑ эпӗ кунта, Альфредпа юнашар урайӗнче мӗн те пулин сарса выртатӑп, — ҫирӗппӗн каларӗ Эмиль.

— Я лягу на полу возле Альфреда, — твёрдо сказал Эмиль.

Шӑматкун, декабрӗн 18-мӗшӗнче Эмиль пӗтӗм Ленниберга ялне тӗлӗнтерчӗ, ҫакӑншӑн унӑн мӗнпур ҫылӑхӗсене каҫарчӗҫ. Тӗрӗсрех каласан, вӗсем ҫинчен манса кайрӗҫ // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Тулӗк манпа юнашар выртнӑ чухне ан хускал, атту эпӗ кӑтӑкран питӗ хӑратӑп, — терӗ Лина.

Только, будь добра, лежи не шевелясь, я ведь так боюсь щекотки, — сказала Лина.

Шӑматкун, декабрӗн 18-мӗшӗнче Эмиль пӗтӗм Ленниберга ялне тӗлӗнтерчӗ, ҫакӑншӑн унӑн мӗнпур ҫылӑхӗсене каҫарчӗҫ. Тӗрӗсрех каласан, вӗсем ҫинчен манса кайрӗҫ // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Вӑл тӳрех ыттисемпе пӗрле кухньӑран чупса тухрӗ те курӑк ҫинче автанпа тата сысна ҫурипе юнашар Эмиль те ӳсӗр выртнине курчӗ.

Он выбежал из кухни вместе со всеми и убедился, что Эмиль и в самом деле валяется в траве рядом со Свинушком и петухом.

Ытларикун, августӑн вуннӑмӗшӗнче Эмиль шапана ирхи апат карҫинккине ячӗ, ун хыҫҫӑн ҫав тери лайӑх мар хӑтланчӗ, кун пирки каласа та парас килмест // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Кӗтӳри ехусем калама ҫук ҫиленсе ҫитнӗ, анчах ҫамрӑк еху тӗрӗс-тӗкеллипе нимӗн те аманманнине тата турӑ лаша манпа юнашар тӑнине курсан, вӗсем пирӗн пата пыма хӑяймарӗҫ.

Все они были чрезвычайно разъярены, но, увидев, что детеныш цел и невредим, а гнедой подле меня, не посмели подойти к нам.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Ҫакна шута илсе, эпӗ хуҫаран ехусен юнашар кӗтӗвӗсене кайса курмашкӑн ирӗк пама ыйтрӑм.

Поэтому я просил у его милости позволения посещать сборища соседних еху.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Ҫавнашкалах тата юнашар патшалӑхӑн хулисенчен пӗри пирӗншӗн меллӗ вырӑнта ларать пулсан е унӑн ҫӗрӗн пӗр пайӗ пирӗн ҫӗр ҫине савӑлланса кӗрет пулсан, ӑна хирӗҫ вӑрҫӑ пуҫласа яма пулать.

Точно так же признается справедливой война с самым близким союзником, если какой-нибудь его город расположен удобно для нас или кусок его территории округлит и завершит наши владения.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Тимӗр кӑвак лаши мана хӑйпе юнашар тӑма хушрӗ, хӑйӗн тусӗпе вӑл ман ҫинчен чылайччен калаҫрӗ.

Серый велел мне подойти к нему и завел со своим другом длинный разговор обо мне.

Иккӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Пӗр-пӗринпе канашласа илес тенӗ пекех вӗсем темиҫе утӑм айккинелле пӑрӑнса тӑчӗҫ, пӗр-пӗр паха ыйту сӳтсе явакан ҫынсем евӗрлех вӗсем юнашар каллӗ-маллӗ уткаласа ҫӳрерӗҫ.

Затем они отошли от меня на несколько шагов и принялись прогуливаться рядышком подобно людям, решающим важный вопрос.

Пӗрремӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Юнашар тӑракан Альфредпа Ида ӑна мӗнпе пулӑшмаллине те пӗлмеҫҫӗ.

А рядом стояли Альфред и сестрёнка Ида и не знали, как ей помочь.

Вырсарникун, июнӗн вун виҫҫӗмӗшӗнче, Эмиль виҫӗ хутчен Линӑн кайри шӑлне туртса кӑларма хӑтланчӗ, кайран хӑйӗн йӑмӑкне кӑвак сӑрӑпа сӑрласа илемлетрӗ // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Хӳме патне пырса тӑнӑ Бултен Лина Кроксторн хуҫипе юнашар ларнине, унпа выляса хихиклетнине курчӗ те ҫапла каласа хучӗ:

Когда Бултен подошёл к изгороди и увидел, что Лина сидит рядом с хозяином Кроксторна, строит ему глазки и хихикает, он сказал:

Ку вӑл шӑматкун, июнӗн вуниккӗмӗшӗнче, Бакхорвари суту-илӳ вӑхӑтӗнче пулса иртнӗ // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Эмильпе юнашар тӑракан хуҫа ывӑлӗ ҫапла каласа хучӗ:

Рядом с Эмилем стоял сынишка хозяев, и он сказал Эмилю:

Ку вӑл шӑматкун, июнӗн вуниккӗмӗшӗнче, Бакхорвари суту-илӳ вӑхӑтӗнче пулса иртнӗ // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Чӑнах та, Лина хӳме ҫумне тӗренсе курӑк ҫине ларнӑ, унпа юнашар Кроксторнри хайхи хресчен, Эмиле пушӑпа хӑратаканни, вырнаҫнӑ.

И правда, Лина сидела на траве, прислонившись спиной к изгороди, а рядом с ней расположился тот самый хуторянин из Кроксторна, который замахнулся на Эмиля кнутом.

Ку вӑл шӑматкун, июнӗн вуниккӗмӗшӗнче, Бакхорвари суту-илӳ вӑхӑтӗнче пулса иртнӗ // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Эмильпе Альфред ҫыран хӗррине юнашар ларнӑ та шывра хускалкаласа илекен поплавок ҫине пӑхаҫҫӗ.

Эмиль и Альфред сидели рядышком и глядели на поплавки, которые покачивались на сверкающей водной глади.

Тунтикун, декабрӗн ҫирӗм улттӑмӗшӗнче, Эмиль Катхультра пысӑк тӑкак туни, Коямнадиршӑ кашкӑр шӑтӑкне кӗрсе ӳкни // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Ҫав генералпа юнашар тӑракан адмирал тата хӑйӗн флотне тӑшман аллине пама хатӗрлесе тӑни ҫинчен, анчах тӑшмана, ун ҫинчен нимӗн те пӗлменнине пула, ҫӗнтерни ҫинчен пӗлтерчӗ.

А стоявший тут же адмирал заявил, что он победил неприятеля только благодаря плохой осведомленности противника. Сам же он уже собирался сдать свой флот.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

— Юрӗ ӗнтӗ, ун вырӑнне вӑл чӑн-чӑн фейерверк курчӗ, — терӗ вут сарайӗ хыҫӗнче Готтфридпа юнашар выртакан Эмиль.

— Зато настоящий фейерверк увидел, — сказал Эмиль, лёжа рядом с Готтфридом за дровяным сараем.

Юнкун, октябӗрӗн 31-мӗшӗнче, Эмиль лашаллӑ пулать тата Петрель-фрупа пӗтӗм Виммербю ҫыннисене вилесле хӑратса пӑрахать // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Халӗ ӗнтӗ вӗсем иккӗшӗ юнашар тӑнӑ та ҫав лаша Катхульта нихҫан та лекес ҫуккишӗн пӗрле кулянса тӑраҫҫӗ.

Они стояли вместе и вздыхали от горя, что этой лошади никогда не бывать в Катхульте.

Юнкун, октябӗрӗн 31-мӗшӗнче, Эмиль лашаллӑ пулать тата Петрель-фрупа пӗтӗм Виммербю ҫыннисене вилесле хӑратса пӑрахать // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Альфред вара унпа юнашар ҫав тери мӗскӗннӗн курӑнать, кунран тӗлӗнмелли те ҫук.

Ну и несчастный же вид был у бедного Альфреда, и неудивительно!

Юнкун, октябӗрӗн 31-мӗшӗнче, Эмиль лашаллӑ пулать тата Петрель-фрупа пӗтӗм Виммербю ҫыннисене вилесле хӑратса пӑрахать // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Лешӗнпе юнашар пуҫне каҫӑртса Лина утса пырать.

Рядом с ним важно выступала Лина.

Юнкун, октябӗрӗн 31-мӗшӗнче, Эмиль лашаллӑ пулать тата Петрель-фрупа пӗтӗм Виммербю ҫыннисене вилесле хӑратса пӑрахать // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Унпа юнашар куҫҫуль юхтарса тӑракан Эмиль вара канфет ӗмет те паҫӑрхи лаша ҫинчен шухӑшлать.

А Эмиль, с глазами, полными слёз, стоял рядом, сосал полосатую карамельку и думал о лошади.

Юнкун, октябӗрӗн 31-мӗшӗнче, Эмиль лашаллӑ пулать тата Петрель-фрупа пӗтӗм Виммербю ҫыннисене вилесле хӑратса пӑрахать // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Телейлӗскер, вӑл йӑл-йӑл кулса, хыҫалти ларкӑч ҫинче хӑйпе юнашар ларса пыракан Альфреда чавсинчен тӗрткелесе илет.

Она счастливо улыбалась и всё подталкивала локтем Альфреда, который сидел рядом с ней на заднем сиденье коляски.

Юнкун, октябӗрӗн 31-мӗшӗнче, Эмиль лашаллӑ пулать тата Петрель-фрупа пӗтӗм Виммербю ҫыннисене вилесле хӑратса пӑрахать // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех