Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

авалхи сăмах пирĕн базăра пур.
авалхи (тĕпĕ: авалхи) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пӗтӗмӗшпе илсен, унӑн сӑн-сӑпачӗ, тумтирӗ пур енчен те ҫыпӑҫуллӑ, чӑн-чӑн артиллеристсен пек тирпейлӗ пулнӑ пулсан та, вӑл авалхи пекрех, «леш вӑрҫӑран» юлнӑ пекрех курӑннӑ: хӑй килӗнченех илсе килнӗ хура пустав шалаварӗ те, тӗтӗмпе хуралса ларнӑ шӑвӑҫ хупӑллӑ чӗлӗмӗ те, ытти те.

Вообще всё на нём было хоть и строгое, по-артиллерийски опрятное, но несколько старомодное, «с той войны»: и собственные чёрные суконные шаровары, которые он принёс с собой в армию, и во рту – крашеная трубочка с жестяной крышечкой, почерневшей от дыма.

20 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948

Чӑн та ӗнтӗ, килте тӗртсе тунӑ пире сухан хуппипе пӗветсе ҫӗленӗ йӗм, ҫӗтӗк пиншак тӑхӑннӑ, хулпуҫҫи урлӑ хутаҫ ҫакнӑ, ҫара ураллӑ, вӑрӑм ҫӳҫлӗ ача авалхи букварьсенче ӳкерсе кӑтартакан кӗтӳҫ ачи тӗслех пулнӑ.

Действительно, в своих коричневых домотканых портках, крашенных луковичной шелухой, в рваной кацавейке, с торбой через плечо, босой, простоволосый мальчик как нельзя больше походил на пастушонка, каким его изображали в старых букварях.

4-мӗш сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948

Вӗсем вилни ҫинчен капитан Енакиева хӑйӗн авалхи тусӗ каласа панӑ.

Об их гибели рассказал капитану Енакиеву очевидец, его старый товарищ.

3 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948

Авалхи римсен гипокауст мунчин схеми;

Схема бани гипокауст древних римлян;

Пӑлхар мунчипе корейсен ондольне мӗн ҫыхӑнтарать? // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/4863.html

Авалхи римлянсем унпа усӑ курма тытӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Пӑлхар мунчипе корейсен ондольне мӗн ҫыхӑнтарать? // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/4863.html

Ӑсчахсем шутланӑ тӑрӑх ҫурта вӑл меслетпе ӑшӑтмаллине авалхи грексем имӗш шутласа кӑларнӑ.

Куҫарса пулӑш

Пӑлхар мунчипе корейсен ондольне мӗн ҫыхӑнтарать? // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/4863.html

Авалхи римлянсен гипокаустне те асӑнмасӑр хӑвармалла мар.

Куҫарса пулӑш

Пӑлхар мунчипе корейсен ондольне мӗн ҫыхӑнтарать? // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/4863.html

Тата ҫавӑн пекех авалхи яппун чӗлхинчи kamado сӑмахпа (вучах пӗлтерӗшлӗ) танлаштарса пӑхма сӗнет.

Куҫарса пулӑш

Пӑлхар мунчипе корейсен ондольне мӗн ҫыхӑнтарать? // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/4863.html

Авалхи хуйхӑ сасси илтӗнмӗ, телей куҫ умне тухса тӑрӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӑван чӗлхе хӗрнӗ хурҫӑ пулайӗ-и? // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2019.07.16, 78(27511) №

Апла атя халех лантӑш татма, ним авалхи йӑли те кирлӗ мар, иккӗн ҫеҫ лантӑш татса савӑнар…

Не нужны нам никакие древние обычаи, пойдем сейчас же за ландышами, погрузимся с тобой в мир блаженства…

Тӑваттӑмӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив

Авалхи йӑлапа, Наташа, ӗлӗкрен пыракан йӑлапа…

Согласно обычаям, Наташа, что передается из поколения в поколение…

Тӑваттӑмӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив

Ҫывӑхрах – авалхи хулаш вырӑнӗ.

Куҫарса пулӑш

Куҫ пурне те курать // Светлана АРХИПОВА. http://елчекен.рф/2019/06/19/%d0%ba%d1%8 ... %82%d1%8c/

Килӗсене саланнӑ чухне приход ҫыннисем пӗр-пӗрне ҫапла каларӗҫ: «Пире нимӗн намӑса пӗлмесӗр улталарӗҫ пулин те, эпир тепӗр хут та ухмаха тӑрса юлма хатӗр пулаттӑмӑр пулӗ, авалхи тав тумалли гимн ҫав тери тӗлӗнмелле лайӑх юрланине те пӗр хут та илтесчӗ», — терӗҫ.

Выходя толпой из церкви, «обманутые» прихожане говорили друг другу, что согласились бы, чтобы их провели еще раз, лишь бы опять услышать такое прочувствованное пение старого благодарственного гимна.

17-мӗш сыпӑк. Пиратсем хӑйсене пытарнӑ ҫӗре пыраҫҫӗ // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Авалхи тав тумалли гимн пӗтӗм чиркӗвӗпе савӑнӑҫлӑн янраса тӑчӗ, тинӗс ҫинчи пират Том Сойер, хӑйне кӗвӗҫекен юлташӗсем ҫинелле ҫаврӑна-ҫаврӑна пӑхса, ку ӗнтӗ унӑн пурнӑҫӗнче чи лайӑх минут пулнине туйса тӑчӗ.

Торжественно звучал старинный хорал, сотрясая своды церкви, а пират Том Сойер, оглядываясь на завидовавших ему юнцов, не мог не сознаться самому себе, что это лучшая минута его жизни.

17-мӗш сыпӑк. Пиратсем хӑйсене пытарнӑ ҫӗре пыраҫҫӗ // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Калах-ха мана, Джо, тӳррипе кала, авалхи тусӑм, нивушлӗ эпӗ ӑна пуҫтарса хутӑм?

Скажи мне, Джо, — только по чистой совести, старик, — неужели это я сделал?

9-мӗш сыпӑк. Масар ҫинче пулнӑ трагеди // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Ҫав кӗлеткесем умӗнче авалхи йышши шӑвӑҫ хунар чӳхенсе пычӗ, ҫӗр ҫинелле вӑл, чӗкеҫ шатрисем тӑкнӑ пекех, темӗн чухлӗ ҫутӑ хӗмсем тӑкать.

Раскачивая старый жестяной фонарь, от которого на землю ложились бесчисленные пятнышки света, точно веснушки.

9-мӗш сыпӑк. Масар ҫинче пулнӑ трагеди // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Масарӗ авалхи майлӑскер, хӗвеланӑҫ енчи стильпе тунӑскер.

Кладбище было старинное, каких много в Западных штатах.

9-мӗш сыпӑк. Масар ҫинче пулнӑ трагеди // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Эпир – авалхи халӑх, мӑнаҫланма паллӑ ҫынсем те чылай пирӗн.

Куҫарса пулӑш

Надина Джавадова: «Ӑнӑҫуллӑ пулас тесен – вӗренмелле» // Вера Александрова. «Сувар», 2019.05.27, http://suvargazeta.ru/news/intervyu-statyasem/nadina-dzhavadova-anaculla-pulas-tesen-vrenmelle

Чылай историксем (Т.А Дубровская, Н.Я.Марр, З.С.Белова, Н.С.Малышева, В.В.Николаев тата ыттисем) чӑвашсен чи авалхи ҫӗршывӗ паянхи Малти Азири Ирак ҫӗрӗ ҫинче пирӗн эрӑчченхи 6-3-мӗш пинҫуллӑхсенче вырнаҫнӑ шумерсен Месопотамийӗнче пулнӑ тенине илтнӗ эпир.

Мы слышали, многие историки (Т. А. Дубровская, Н. Я. Марр, З. С. Белова, Н. С. Малышева, В. В. Николаев и другие) говорили, самое древнее государство чувашей находилось, на сегодняшней территории Ирака Восточной Азии, 6-3 тысяч лет назад до нашей эры в Месопотамии шумеров.

Чӑваш сӑмахӗсем ытти чӗлхесенче ма нумай? // Аркадий Русаков. https://chuvash.org/content/4803-%D0%A7% ... C%D0%B0%D0

Страницăсем:

Меню

Статистика

...тĕплӗнрех