Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

килнине (тĕпĕ: кил) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Ӗҫес килнине хамах куратӑп.

— Вижу, что хотите.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

Завод енчен шестерка вӗҫтерсе килнине кура вӑл Федортан пӑрӑнарах тӑчӗ, алӑ ҫӗклерӗ.

Она оторвалась от Федора, потому что увидела мчащуюся со стороны завода шестерку. Машинально подняла руку и проголосовала.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

Сывлӑш ҫитменнипе Женя куҫӗ хурала-хурала килнине туйрӗ.

Женя чувствовала, как у нее темнеет в глазах от недостатка воздуха.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

Анчах вӑл хӑй кунта мӗн тӗллевпе килнине аса илчӗ те ун чӗри шиклӗхпе тулчӗ.

Но тут она вспомнила, для чего здесь находится и почувствовала, как ее колотит от страха.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

Вӑл хӑйӗнчен мӗн килнине турӗ, ыттине Федор татса патӑр.

Она сделала, что должна была сделать. Теперь пусть решения принимает он.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

Ҫавӑнтах пуҫӗ ҫаврӑнса килнине туйрӗ.

и почувствовала, как и у нее в свою очередь закружилась голова.

Иккӗмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

Хӑҫан та пулсан, сан ҫинчен эпӗ епле нумай шухӑшланине пӗлӗн-ши эсӗ, вилес умӗн пӗр хут та пулин сан ҫине пӑхса илес килнине пӗлӗн-ши эсӗ!

Узнаешь ли ты когда-нибудь, как много я думал о тебе и как мне хотелось ещё хоть разок взглянуть на тебя перед смертью!

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Мотя вӗсем килнине кайран ҫеҫ тавҫӑрса илет.

А Мотька только сейчас догадалась, что это приехали они.

XLV. Ҫиле май // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Вара: «Сывӑ-и, Иосиф Карлович, сирӗн пата Софья Петровна Николаев хулинчен ҫыру килнине пӗлме ячӗ», — темелле, унтан вӑл калӗ: «Ӗнтӗ икӗ уйӑх ҫырусем ҫук», — тейӗ.

Сказать: «Здравствуйте, Иосиф Карлович, прислала до вас Софья Петровна узнать, чи вы получили письмо с Николаева», — тогда той мне должен сказать: «Уж два месяца нету писем»…

XXXIV. Подвалра // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Анчах Гаврик питӗ шухӑша кайнине тата вӑл пиччӗшпе калаҫма ҫав тери вӑрӑм ҫула утса килнине шута илсен, — Гаврикӑн пысӑк ӗҫ пуррине часах сисме пулать.

Однако, если принять во внимание озабоченный вид Гаврика, а также расстояние, которое ему пришлось пройти специально для того, чтобы поговорить с братоном, нетрудно было догадаться, что у Гаврика было важное дело.

XXIII. Гаврик пичче // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Алӑк патӗнче пушӑ корзинкине пӑрахнинчен, сӑмсине мӗнле шӑнкартнинчен тата турӑш ҫине ҫилленсе сӑхсӑхнинчен Гаврик аслашшӗ кӑшт ӗҫсе килнине пӗр йӑнӑшсӑрах сисрӗ.

И по тому, как старик сбросил у порога пустой садок, как высморкался и как долго и ядовито крестился на чудотворца, Гаврик безошибочно понял, что дедушка выпил.

XIX. Кӗрепенке ҫурӑ ҫакӑр // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Ҫу каҫиччен Гаврик, Петя килнине пӗлес тесе, вӗсен картишне темиҫе хутчен те кӗрсе пӑхнӑ.

Несколько раз в течение лета заходил Гаврик к Пете во двор узнавать, как дела.

XIV. «Кӗҫӗн чинсем» // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Вӑл тинӗс лимон тӗслӗ йӑлтӑртатнине, таса кӑвак пӗлӗт ҫинче хӗрлӗ шурӑмпуҫ ҫуталса килнине курать.

Он видел глянцевое лимонное море и сумрачную темно-вишневую зарю на совершенно чистом сероватом небе.

XI. Гаврик // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Торпедӑна тӗл пӑрахас тесе хама мӗнле кӑткӑс фигура тума тӳрӗ килнине ӳкерсе парайманшӑн пӑшӑрханатӑп-ха эпӗ, вӑл саккӑрлӑ фигурӑччӗ, шӑпах пилӗкӗ тӗлӗнчен икӗ атака тумалла пулчӗ — малтанхи ӑнӑҫсӑр иртрӗ.

Жаль, что я не могу нарисовать ту довольно сложную фигуру, которую мне пришлось проделать, чтобы сбросить торпеду по возможности точно. Это была восьмёрка, почти полная, причём в перехвате я произвёл две атаки — первая была неудачной.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

в) ҫула кайма мӗн те пулин тупас пулать: М-овран мӗн илсе килнине, пӗтӗмпе тенӗ пекех, Ленинградра эпӗ хампа пӗр полкра пулнӑ, Балти тинӗс летчикне парса хӑвартӑм;

в) достать что-нибудь на дорогу: почти всё, что я привёз из М-ова, я оставил одному балтийскому лётчику-однополчанину в Ленинграде;

Ҫирӗммӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вара эпӗ ӑна сирӗншӗнех хӑтарас тесе, мӗн май килнине, пурне те турӑм.

И я решил сделать всё, чтобы спасти его для вас.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Унта мӗн калани чӑна килнине пурнӑҫри тӗслӗхсем ҫирӗплетсе панине темиҫе хут та курса ӗнентӗм.

Куҫарса пулӑш

Вашаватлӑх – ҫитменлӗх-и? // Вера ШУМИЛОВА. Тӑван Ен, 2017.04.17

Тепӗр кунхине вӑл упӑшкин ҫырӑвӗсемпе сӑнӳкерчӗкне илсе пычӗ, Саратова кайса килнине аса илсе, эпир йӗрсе те пӑхрӑмӑр — вӑл тахҫанах пулнӑччӗ-ҫке-ха, эпир ун чухне хӗрачасем ҫеҫчӗ!

На другой день она принесла его письма и фото, мы вспомнили саратовскую поездку, даже всплакнули — это было так давно, и мы были тогда такие девчонки!

Саккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Сутӑҫӑ — ҫап-ҫамрӑкскер, пӗр вунултӑ ҫулхи ача, эпӗ СССР ҫӗрӗнчен килнине пӗлчӗ.

А продавец, мальчонка совсем, лет шестнадцати, узнал, что покупатель из СССР.

23 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Пӑхӑр ҫӑварлӑ ҫӗнтерӳ петӗм тӗнчипех кӗрлет, хӑй килнине пӗлтерет.

И медногорлая победа трубит на весь мир, возвещая о своем приходе.

14 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех