Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Ир сăмах пирĕн базăра пур.
Ир (тĕпĕ: ир) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ирхине автан авӑтнипе вӑранаттӑмӑр эпир, ир ҫапла пуҫланатчӗ пиреншӗн.

Куҫарса пулӑш

Надина Джавадова: «Ӑнӑҫуллӑ пулас тесен – вӗренмелле» // Вера Александрова. «Сувар», 2019.05.27, http://suvargazeta.ru/news/intervyu-statyasem/nadina-dzhavadova-anaculla-pulas-tesen-vrenmelle

Ир тӑракан, ӗҫрен хӑраман, пӗлес тата вӗренес тесе тапаҫланакан ҫынсене Турри те пулӑшса пырать.

Куҫарса пулӑш

Надина Джавадова: «Ӑнӑҫуллӑ пулас тесен – вӗренмелле» // Вера Александрова. «Сувар», 2019.05.27, http://suvargazeta.ru/news/intervyu-statyasem/nadina-dzhavadova-anaculla-pulas-tesen-vrenmelle

Паян ачасем те, аслисем те чи пӗлтерӗшлӗ уявран тӑрса юлас мар тесе ир кӳлӗмех район администрацийӗн ҫурчӗ умне пухӑнчӗҫ.

Сегодня утром дети и взрослые собрались у здания районной администрации, чтобы не остаться в стороне от самого значимого праздника.

Паттӑрлӑха асра тытса, Ҫӗнтерӗве халалласа // Пурнӑҫ ҫулӗпе. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2019.05.09, http://alikovopress.ru/pattarlaxa-asra-tyitsa,-centereve-xalallasa.html

Ҫӳп-ҫапа сортласа пуҫтарма тытӑнмасӑр завод строительствине пуҫарма ир, – терӗ вӑл кӗскен.

Куҫарса пулӑш

Кирлех-и завод? // Ирина Трифонова. «Сувар», 2019.03.07

Ир енне Феоктистов мана ӑсатса ярасшӑн пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

«Хамӑра сӳрӗкленме памалла мар» // Геннадий Дегтярев. «Хыпар», 2009.03.28, 58-59№№, 14 стр.

— Ҫурма тӑлӑха юлнӑ вӑрҫӑ ачин ачалӑхран питӗ ир хӑпма тивнӗ-тӗр…

Куҫарса пулӑш

«Хамӑра сӳрӗкленме памалла мар» // Геннадий Дегтярев. «Хыпар», 2009.03.28, 58-59№№, 14 стр.

Май уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче ытти тымар ҫимӗҫ вӑррисене акаҫҫӗ, ир пулакан купӑста лартаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Пахча ҫимӗҫ акатпӑр-лартатпӑр // В. ВАСИЛЬЕВА. http://gov.cap.ru/Publication.aspx?gov_i ... 6&page=279

Ир ҫитӗнекен «Ранний Московский», «Истринский», «Подвязный» сортсем тухӑҫӗпе савӑнтараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

«Симӗс ылтӑнран» - чӑн-чӑн ылтӑн медаль // А.НИКОЛАЕВА. Хӗрлӗ ялав, 10.06.17

«Ӑмӑрт кайӑк анне пурччӗ, ир пулсассӑн салататчӗ, каҫ пулсассӑн пуҫтаратчӗ», — юрлаҫҫӗ чӑваш халӑх юрринче.

Куҫарса пулӑш

Словаре те кӑсӑклӑ роман пекех вулама пулать // Роза Власова. «Хыпар», 2017.04.26, 60№

Ир те, каҫ та, кӑнтӑрла та пӗр тумпах.

Куҫарса пулӑш

Анне, аннеҫӗм, сана малашне те юратӑп... // Элиза ВАЛАНС. «Тантӑш», 2017.02.02, 4(4521)№

Алексей ир енне вилчӗ.

Алексей к утру умер.

Хурлӑхлӑ юрӑ // Николай Сунай. «Тӑван Атӑл», 2016, 9№

Вӑл вара кашни ир сӗт пама икӗ пысӑк витрепе тӑвалла утатчӗ.

Куҫарса пулӑш

«Пирӗнтен пуян ҫын ҫук» // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.09.30, 154-155№

Ир тӑрса хулана тухса каятӑп.

Я с утра выезжаю в город.

«Кӗркунне ҫынна хӑйпе хӑй пулма май парать» // Роза Власова. «Хыпар», 2016.09.28, 153№

Ир тата маларах пулакан сортсене лартнисем ку тӗлӗшпе чӑрмав курмарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗрулмине хирте хӑварас марччӗ! // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.09.28, 153№

…Шупашкарти Карл Маркс урамӗнчи 20-мӗш ҫуртра пурӑнакан Яковлевсен хваттерӗнче ир тытӑнса ҫутӑличченех хӑна-вӗрле.

Куҫарса пулӑш

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

Кӑҫал ытла та ир ҫитӗнсе кайрӗҫ ыраш калчисем!

Куҫарса пулӑш

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

Ҫуркунне кӑҫал ытла та ир килчӗ.

Весна в этом году настала очень рано.

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

Ир енне вӑрансан Лидӑна шырама пуҫларӗ хайхискер, анчах хӗрарӑм сас памарӗ.

Под утро, проснувшись начал искать Лиду, но женщина голоса не подала.

Ют арҫын ӑшши // Екатерина ЦВЕТКОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.07.16, 27(949)№

Ир енне вӑрансан Лидӑна шырама пуҫларӗ хайхискер, анчах хӗрарӑм сас памарӗ.

Проснувшись под утро, начал искать Лиду, но женщина не подала голоса.

Ют арҫын ӑшши // Екатерина ЦВЕТКОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.07.16, 27(949)№

Атте чирленӗрен ир вилнӗ.

Отец от болезни рано умер.

Нушаллӑ-телейлӗ пурнӑҫ // Татьяна НАУМОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.07.16, 27(949)№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех