Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хапха сăмах пирĕн базăра пур.
хапха (тĕпĕ: хапха) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Петька хапха еннелле ыткӑнчӗ, сӑран пальто тӑхӑннӑ ҫын ун хыҫӗнчен чупрӗ.

Петька опрометью кинулся к воротам, человек в кожаном пальто побежал за ним.

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Тен, Петькӑна каллех ҫӗлӗкӗпе ҫӗре ҫапма тӳрӗ килнӗ пулӗччӗ, анчах та ҫак самантра эпир халӗ ҫеҫ иртсе кайнӑ хапха хыҫӗнчен ӳсӗр ҫынсен сасси илтӗнчӗ.

Боюсь, пришлось бы Петьке снова бить шапкой о землю, но в эту минуту пьяные голоса донеслись из подворотни, мимо которой мы только что прошли.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ятлаҫни вӑл хапха ҫине ҫыпҫӑнмасть!

Брань на вороту не виснет.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк. Пӗрне-пӗри // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Хапха ҫывӑхӗнче эпӗ пӗр кивӗ чугун тупӑ куртӑм.

У ворот увидел я старую чугунную пушку.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк. Крепость // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Акӑ Карлуша, хулари ухмах, пӗр-вӗҫӗмрен питне пӗрсе е кулса ҫӳрекенскер, леш енчи ҫыран хӗррипе утса иртрӗ, пирӗн хапха умне чарӑнчӗ» Даша инкепе калаҫма пуҫларӗ пулас.

Вот Карлуша, городской сумасшедший, который беспрестанно то хмурился, то улыбался, прошел по тому берегу и остановился у наших ворот, – должно быть, заговорил с тетей Дашей.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫурт хуҫи пире хапха патне тухса кӗтсе илчӗ.

Хозяин встретил нас у ворот.

Иккӗмӗш сыпӑк. Вожатый // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Сасартӑк, эпӗ хапха куртӑм пек те, хамӑр киле, улпут килкартишне, кӗрсе кайрӑмӑр пек.

Вдруг увидел я вороты и въехал на барский двор нашей усадьбы.

Иккӗмӗш сыпӑк. Вожатый // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Эпӗ ту ҫинчен антӑм та хапха патнелле ҫаврӑнса васкарах утма пуҫларӑм.

Я спустился с горы, и повернув в ворота, прибавил шагу.

Июнӗн 15-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Пӗр пысӑк ушкӑн ҫав чул хапха витӗр хӗвел аннине пӑхма тухса кайрӗ.

Многочисленная кавалькада отправилась туда посмотреть на закат солнца сквозь каменное окошко.

Июнӗн 12-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

— Чӑнах та-ши? — терӗ вӑл, хӑйне ҫамкинчен ҫапса, — сыв пул… эпӗ ӑна хапха умӗнче кӗтсе тӑрам-ха… —

— В самом деле? — сказал он, ударив себя по лбу, — прощай… пойду дожидаться ее у подъезда.

Июнӗн 5-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Ту ҫинче ылтӑн пӗлӗтсем капланчӗҫ, вӗсем сывлӑшри тусен ҫӗнӗ ушкӑнӗ пек курӑнаҫҫӗ, хапха умӗнче пысӑк площадь сарӑлса выртать; ун хыҫӗнчи пасар халӑхпа вӗркет, паян вырсарникун: ҫара ураллӑ осетин ачасем, ҫурӑмӗсем хыҫне караслӑ пыл тултарнӑ хутаҫҫисене ҫакнӑ та ман тавра явӑнса ҫӳреҫҫӗ, эпӗ вӗсене хӑваласа ятӑм; шухӑшӑм вӗсем ҫинче марччӗ манӑн, ырӑ штабс-капитан пӑшӑрханнине эпӗ хам чӗре патнех иле пуҫларӑм.

Золотые облака громоздились на горах, как новый ряд воздушных гор; перед воротами расстилалась широкая площадь; за нею базар кипел народом, потому что было воскресенье; босые мальчики-осетины, неся за плечами котомки с сотовым медом, вертелись вокруг меня; я их прогнал: мне было не до них, я начинал разделять беспокойство доброго штабс-капитана.

Максим Максимыч // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Эпӗ ӑна хапха умӗнчи сак ҫинче ларнине куртӑм.

Я нашел его у ворот, сидящего на скамейке.

Максим Максимыч // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Максим Максимыч хапха умӗнчи сак ҫине тухса ларчӗ, эпе хамӑн пӳлӗме кӗтӗм.

Максим Максимыч сел за воротами на скамейку, а я ушел в свою комнату.

Максим Максимыч // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

— Халех чупса килет ак! — терӗ мана Максим Максимыч, хӗпӗртенипе: — ӑна кӗтме хапха умнех тухса ларам-ха…

— Ведь сейчас прибежит! — сказал мне Максим Максимыч с торжествующим видом, — пойду за ворота его дожидаться…

Максим Максимыч // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Халӑх хушшинче те, автобуссенче те ахӑлтатсах кулса ячӗҫ, ҫав вӑхӑтра машинӑсем хускалчӗҫ те, вӑраххӑн кӑна хапха патнелле шурӗҫ.

В толпе и автобусах грохнул смех, под смех этот машины тронулись и медленно поплыли к воротам.

2 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Вӗсем ӗнтӗ Изюмпа Барвенково хушшинчи «хапха» витӗр кӗрсе кайнӑ.

Они прорвались в изюм-барвенковские ворота.

1 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Настя хапха умӗнче кӗтӳҫе кӗтсе тӑнӑ.

Настя за воротами ожидала пастуха.

Хресчен хӗрӗ — пике // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936

Тупӑкҫӑ Никитски хапха патне чиперех ҫитнӗ.

Гробовщик благополучно дошел до Никитских ворот.

Тупӑкҫӑ // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936

Никитски хапха патӗнче пурӑнакан нимӗҫсем ӑна пурте тенӗ пекех пӗлнӗ: хӑшӗсем Юрко патӗнче вырсарни кун выртса тунти кун ҫеҫ тухса каяканӗсем те пулнӑ.

Он был знаком большей части немцев, живущих около Никитских ворот: иным из них случалось даже ночевать у Юрки с воскресенья на понедельник.

Тупӑкҫӑ // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936

Хапха тӑррине вывеска хӑпарса ларнӑ, вывески ҫине факела аялалла усса тытса тӑракан патмар Амур сӑнне ӳкернӗ, тата: «Кунта ахаль е сӑрланӑ тупӑксем сутаҫҫӗ, ӑшӗсене сӑраҫҫӗ, вӑхӑтлӑха усӑ курма параҫҫӗ, киввисене юсама илеҫҫӗ» тесе ҫырнӑ пулнӑ.

Над воротами возвысилась вывеска, изображающая дородного Амура с опрокинутым факелом в руке, с подписью: «Здесь продаются и обиваются гробы простые и крашеные, также отдаются напрокат и починяются старые».

Тупӑкҫӑ // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех