Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӑнкарса (тĕпĕ: ӑнкар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тӑваттӑмӗш класс задачникӗнче виҫҫӗмӗш класс задачникӗнчи евӗр задачӑсем нумай, анчах вӗсем кӑшт кӑткӑсрах, анчах халӗ ӗнтӗ эпӗ кӑткӑс задачӑсене те ӑнкарса илме пӗлетӗп.

В задачнике для четвертого класса было много задач, которые были похожи па задачи для третьего класса, только они были сложнее, но теперь я уже умел распутывать сложные задачи.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Наум Любимов. Носов Н.Н. Витя Малеев шкулта тата килте: повесть; Н.Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 202 с.

Задачӑна ҫырса илнӗ хыҫҫӑн, эпӗ ӑна тепӗр хут вуласа тухрӑм та вӑл кӑштах кӗскелнине куртӑм, анчах ӑна мӗнле шутламаллине эпӗ ниепле те ӑнкарса илеймерӗм, мӗншӗн тесен ман пуҫра цифрӑсем пӑтрашӑнаҫҫӗ, вӗсем мана шухӑшлама чӑрмантараҫҫӗ.

Переписавши задачу, я снова прочитал ее и увидел, что она стала немножко короче, но все-таки я не мог додуматься, как ее сделать, потому что цифры путались у меня в голове и мешали мне думать.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Наум Любимов. Носов Н.Н. Витя Малеев шкулта тата килте: повесть; Н.Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 202 с.

Эхер те задача шутлама пикенсе ларсан тата ӑнкарса илсен, мӗн те пулин тума вӗренетӗнех, задачӑсене кашнинчех сан вырӑнна урӑххи туса пырсан, эсӗ вӗсене ху шутлама нихҫан та вӗренсе ҫитейместӗн.

Если посидишь над задачей как следует да разберешься сам, то кое-чему научишься, а если каждый раз за тебя задачи будет кто-нибудь другой делать, то сам их решать ты никогда не научишься.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Наум Любимов. Носов Н.Н. Витя Малеев шкулта тата килте: повесть; Н.Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 202 с.

— Хӑвӑн ӑнкарса илме пӗлес пулать, вӑрттӑн каланине итлемелле мар.

— Самому надо соображать, а не слушать подсказку.

Иккӗмӗш сыпӑк // Наум Любимов. Носов Н.Н. Витя Малеев шкулта тата килте: повесть; Н.Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 202 с.

Ездовойсем хӑйсен пӗчӗкҫӗ те тиечук пек курпунтарах поварӗ ют ҫӗршыв хӗрарӑмӗсене мӗнпе ҫавӑн пек илӗртме пултарнине ӑнкарса илме пайтах тӑрӑшрӗҫ.

Ездовые долго соображали, чем их повар, маленький и сутулый, как дьячок, так привлекает чужеземок.

V // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.

— Епле-ха эп манса кайнӑ, епле-ха ҫавна та ӑнкарса илеймен, хам та ӑнланмастӑп! — пӗр япаланах темиҫе хут калать вӑл.

И повторяла: — Как я упустила из виду, как я не сообразила, сама не понимаю!

Коростелев хӑвачӗ // Василий Игнатьев. Панова В. Ф. Серёжа: повесть; Василий Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 116 с.

Малтанлӑха кун ҫинчен шутласах та каймарӗ, халь акӑ ӑнкарса илчӗ: чӳрече хупписене ҫулла нихҫан та хупмастчӗҫ вӗт-ха, хӗлле кӑна, сивӗ чухне хупатчӗҫ; капла вара вылямалли теттесене пур енчен те хупса хунӑ.

Сразу он не придал этому значения, а теперь сообразил: ведь они летом никогда не закрываются, только зимой, в сильный мороз; получается, что игрушки заперты со всех сторон.

Килти улшӑнусем // Василий Игнатьев. Панова В. Ф. Серёжа: повесть; Василий Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 116 с.

Черныш ӑнкарса илнӗ тӑрӑх, ҫак хӗрлӗ ҫӳҫлӗ сержант пин те тӑхӑрҫӗр хӗрӗх пӗрремӗш ҫулта шӑпах ҫакӑнта, чикӗ хӗрринче, службӑра пулнӑ.

Насколько Черныш мог понять, этот рыжий сержант в 1941 году отбывал службу именно здесь на границе.

I // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.

Унта тавралӑх авантарах курӑнакан пулчӗ, эпир хамӑр мӗнле вырӑнта вӗҫсе пынине ӑнкарса илме тытӑнтӑмӑр.

Там видимость немного улучшилась, и мы стали разбираться в своём положении.

Тӗлӗнмелле демонстраци // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Поляр лётчикӗ: калавсем; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 248 с.

Тен, вӗсем виҫҫӗшӗ те пӗрлех ӑнкарса илнӗ пулӗ: лентӑна калла сӳтсе илсе, юхакан шӑтӑка вӗсем типӗ тутӑр татӑкӗсем чикме пуҫланӑ.

Возможно, всем троим: размотав ленту, они стали прикладывать к течи сухие тряпки.

Полюса ҫӗнсе илни // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Поляр лётчикӗ: калавсем; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 248 с.

Полюс ҫинче пулса курнӑ пекех, эпӗ хамӑрӑн мӗнле условисенче ӗҫлемеллине, полюсра пире мӗнле пӑр кӗтнине, экспедицине мӗнле организацилемеллине, унта вӗҫсе кайма мӗнле самолётсем суйласа илмеллине, хамӑн ӗмӗте мӗнле пурнӑҫламаллине самантрах ӑнкарса илтӗм.

Я так живо представил себе, в каких условиях нам предстоит работать, какой лед нас ждет на полюсе, как надо снарядить экспедицию, какие избрать самолеты и как осуществить мечту, словно я уже побывал там.

Пилот ӗмӗчӗ // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Поляр лётчикӗ: калавсем; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 248 с.

Ҫурт алӑкӗ шалалла мар, тулалла уҫӑлать иккен, мишкӑсем алӑк хӑлӑпӗнчен тытса хӑйсем патнелле туртмалли ҫинчен ӑнкарса илме те пултарайман-мӗн.

Двери открываются не внутрь, а на себя, и у мишек не хватило сообразительности потянуть дверь за ручку.

Ылтӑн йӗлтӗрсем // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Поляр лётчикӗ: калавсем; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 248 с.

Ҫакӑнта тин ӑнкарса илтӗм, ку иккен Мускав мар, Богородск кӑна.

Тут я спохватился и понял, что это никакая не Москва, а всего только Богородск.

Кӑнтӑрла вӗҫмелли машинӑпа ҫӗрле вӗҫни // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Поляр лётчикӗ: калавсем; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 248 с.

Анчах та мӗн вӑл ҫав асамлӑ япала, мӗн вӑл ҫав ырри, мӗн ҫав ҫӗнни — хӑв та ӑнкарса ҫитерейместӗн, хӑв та каласа, ӑнлантӑрса памӑ пӳлтараймӑстан…

Но что это такое, что это доброе, новое — сам не понимаешь, не можешь объяснить…

4 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Япалана вӑл хӑвӑрт ӑнкарса илет, пӗтӗм вӑй-халне пухса, татӑклӑ мерӑсем йышӑнать, хӑй тунӑ йӑнӑшсен сӑлтавӗсене тупса, вӗсене ҫийӗнчех ӑнӑҫлӑн тӳрлетет.

Он быстро соображает и действует с энергией и решительностью, раскрывает причины своих ошибок и удачно их исправляет.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Валерий Чкалов: повесть; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 214 с.

Каҫхине, корзинка ҫинче ларнӑ май, шухӑша кайнӑ, хӑй ним тӗшне тӑми ҫын пулса кайнине ӑнкарса илнӗ.

Вечером он сидел на какой-то корзине и думал, и тут ему самому стало ясно его падение.

VII // Василий Алагер. Франс, Анатоль. Кренкбиль: повесть; В. О. Алагер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1941. — 57 с.

— Ҫур километр тӑршшӗ сыпнӑ трубопровода ҫыран хӗрринчен пӑр ҫине мӗнле майпа антарма шутлатӑр эсир, эпӗ ӑнкарса илейместӗп, — терӗ Дудин, Ковшов еннелле ҫаврӑнса.

— Я не совсем представляю себе, каким образом вы будете передвигать с берега на лед полукилометровые секции трубопровода, — сказал Дудин, обращаясь к нему.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Пӗр минутлӑха Алексей ним тума пӗлмесӗр аптраса выртрӗ, мӗн пулни ҫинчен ӑнкарса илме тӑрӑшрӗ.

С минуту Алексей лежал ошеломленный, медленно соображая, что произошло.

Икӗ йӗлтӗрҫӗ // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

…Ҫав каҫра та, Динӑна калинкки умне ӑсатса яма пӳрнӗ ытти каҫсенче те, чӗрине шӑнтса та кӗллентерсе, Виталий ӑнкармаллипех ӑнкарса ҫитрӗ: юратать иккен вӑл ҫав хӗвел шевлипек янкӑр та чип-чипер этеме, юратать те — хӑйпе нимӗн те тума пултараймасть; Дина иккен йӗкӗтрен аяккалла тарнӑҫемӗн тарса, писнӗҫемӗн писсех пырать.

…С того дня он не однажды набивался к Дине в провожатые,когда расходились из клуба, задерживался у ее калитки, и с каждым днем все более ощущал, как влечет его к этой светлой, как солнечный луч, девушке, а Дина была с ним ровна, спокойна и ничуть не загоралась от его пылких слов.

3 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Калаҫу кофе миххисем е сахӑр пичкисем ҫинчен мар, чӗрӗ ҫынсем ҫинчен пынине кам ӑнкарса илме пултаратчӗ-ши?

Кому пришло бы в голову, что речь идет не о мешках кофе, не о бочках сахара, а о живых людях?

Иккӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех