Шырав
Шырав ĕçĕ:
Хӗҫҫисене шӑхӑрттарса, вутӑ ҫурнӑ пек ваклаҫҫӗ ҫынсене.
Пӗрремӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Сарӑ, вараланчӑк ушкӑнсем, пӑшалӗсене урисем ҫумне тӑратса, ҫурмаран ҫурнӑ кавӑн майлӑ илемсӗр шлёмсемлӗ, йӗри-тавра патронсем чиксе тултарнӑ Петлюра салтакӗсем — «директорин» чи ҫапӑҫма пултаракан дивизи салтакӗсем тӑраҫҫӗ.
Улттӑмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Анчах лаши унӑн ырхан та ывӑннӑ, хӗҫҫи унӑн авӑннӑ та хуралнӑ, ҫӗлӗкне унӑнне пулькӑ шӑтарса кайнӑ, ҫӑлтӑрне унӑнне касса ҫурнӑ, пуҫне унӑнне чӑркаса ҫыхнӑ.
Вӑрҫӑ секречӗ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар, Аркадий Петрович. Вӑрҫӑ секречӗ: [повеҫ] / А. П. Гайдар. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 175 с.
Йӗкӗт ҫухалса каймарӗ, кӑшт пӗкрӗлчӗ те пуҫӗпе тапӑнакана янах шӑмминчен вирлӗ тивертрӗ, ал тӳрттӗшӗпе ыйӑх юн тымарӗнчен вутӑ ҫурнӑ пекех шаплаттарчӗ.
Иккӗмӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ
Меллӗ самант суйласа, вӑл кӗтӗве ыткӑнса кӗнӗ те сурӑхсене ҫурнӑ, ӗнесене амантнӑ.И, определив нужный момент, врывался в стадо и резал овец, и портил коров.
VI // Гаврил Молостовкин. Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 133–188 с.
Кашкӑрсем пӗтрӗҫ, анчах Сӑрӑ Помещик пӗр ҫул хушшинче ӗлӗк пӗтӗм кашкӑр кӗтӗвӗ ҫурнинчен кая мар ӗнепе сурӑх ҫурнӑ.
VI // Гаврил Молостовкин. Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 133–188 с.
Авӑ лере, ҫеҫке ҫурнӑ акаци курӑнакан ҫӗрте, ӑпӑр-тапӑр тӑкса тултарнӑ пушӑ хирччӗ…
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Астӑватӑп-ха, Броды патӗнче пӗр поляк офицерне вӑл вутсыппине ҫурнӑ пек ҫурмалла касса пӑрахрӗ, — вӑл сывах-и тата?Помню, что под Бродами польского офицера напополам разрубил, — он-то живой-здоровый?
VI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Вал Пичужкӑна кайнӑ иккен, унта лесопилка хамӑрӑн культура ҫуртне тума хӑма ҫурнӑ, хӑми питӗ лайӑх иккен те усси вара питӗ сахал; турттарса килме транспорт ҫитмест.
IX сыпӑк // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 155–238 с.
Аллисем ҫӑмӑл пулнӑ-тӑр ҫав, мӗнпур тӗм чӗрӗлсе ҫеҫке те ҫурнӑ.
Тӗллев — чи лайӑххи пуласси // Ирина КУЗЬМИНА. «Сувар», 2010.01.08, 1–2№№(835–836), 7-8 стр.
Эсӗ кун хыҫҫӑн та уншӑн хаш! хуйхӑрса хӑрӑнни ҫинчен илтетӗп пулсан, хӑрах пӗҫҫӳ ҫине пусатӑп та, тепринчен тытса, шапа ҫурине туртса ҫурнӑ пек ҫурса пӑрахатӑп!
VIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Ҫыран хӗрринче мачтӑ тума юрӑхлӑ хыр вуллисем кӗрен тӗслӗн ҫуталнӑ, вӗсен хыҫӗнчи сӗвек тайлӑксенче ҫӑра курӑк хушшинче кӗрен чечексем пытанса ларнӑ, вӑш-вӑш ҫилпе кӑвак чечексем хумханнӑ, тата леререх, айлӑм леш енче, ҫеҫке ҫурнӑ маральник хӑмла ҫырли тӗмӗсем пек вут-хӗмлӗн ялкӑшнӑ.
19 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Ӗлӗк-авалах, ун чухне ятсӑр пулнӑ ҫак катара, Татарски хуторӗнче пурӑннӑ темле Алексейӗн ӗнине кашкӑрсем туртса ҫурнӑ пулнӑ.
LXIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Шамиль Алешки варринче выртать: унӑн кивелсе кайнӑ кӑвак сӑхманне уҫса хунӑ, пушӑ ҫаннине касса ҫурнӑ пуҫӗ айне чикнӗ, тахҫан ӗлӗкех татнӑ алли, таса мар ҫӗтӗкпе ҫыхнӑскер, нихҫан хускалмасӑр ҫӳременскер, сывлами пулнӑ ҫаврака кӑкӑр ҫинче шӑнӑр хутлатнӑ пек хутланса выртать.
LI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Таҫта лере, чукун ҫул ҫинче, ҫӑткӑнла выҫлӑхланса, пӑравус хытӑ сасӑпа мӗкӗрет; ҫав пӗр майлӑн йынӑшакан мӗкӗрешӗве таткаласа ҫурнӑ пек, Горчаков кӑшкӑрса чӗнчӗ:
V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Унтан, шӑлаварне антарса, ҫан-ҫурӑмпа урасем тӑрӑх саланнӑ сивӗрен ҫӳҫенсе, пекӗпе чиксе ҫурнӑ пек курӑнакан юнлӑ суранне лайӑх майласа ҫыхрӗ.
XII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Вӑл, аллипе вутӑ ҫурнӑ чухнехи пек сулӑмлӑн сулкаласа, хаяррӑн кӑшкӑрса ячӗ:
XVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Касса ҫурнӑ юнлӑ картузне, Григорий нимӗн тума аптраса, алли ҫинче ҫавӑркаласа илчӗ.Григорий растерянно вертел в руках фуражку с разрубленным, окровяненным верхом.
20 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
— Шит тӑршшӗ касса ҫурнӑ.
20 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Григорий хӑйӗн вӑхӑтне нимрен ытларах варринчен ҫурнӑ пӗренесенчен пураса тунӑ аслӑ витере Сашка конюхпа пӗрле ирттерет.Григорий большую часть времени проводил в просторной рубленой конюшне вместе с конюхом Сашкой.
14 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.