Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫитсенех (тĕпĕ: ҫит) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ӑслӑ ҫын пӗр хулана килсе ҫитсенех унта ҫул ҫӳрекенсене ӗҫтерсе-ҫитерсе кӑларса яракан ӑшӑ кӑмӑллӑ ҫын пуррине пӗлет.

Некий мудрец приехал в какой-то город и узнал, что живет тут один хлебосол до того щедрый, что всех путников кормит и поит.

Ӑслӑ ҫынпа кӑмӑллӑ хуҫа ҫинчен // Макар Хури. Инди юмахӗсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 102 с.

Ҫитет!.. — Килсе ҫитсенех, вӑл кӑкӑрне малалла каҫӑртрӗ.

Отставить!.. Как подъедет, — он дернул грудью вперед.

IX сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.

Юрӑ, пуҫланнӑ пекех, пӗтессе те сасартӑк чарӑнчӗ, ҫур нотӑна ҫитсенех юрӑҫӑн ҫӑварне сасартӑк хупланӑ пек туйӑнчӗ.

Песня оборвалась так же резко, как началась, будто на середине ноты певцу сразу зажали рот.

XXXII сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.

«Киле ҫитсенех Таньӑна сӗт ӗҫтерем, хам кофе ӗҫӗп, унтан вара эпир унпа пӳртре пуҫтаркалӑпӑр та, Зоопарка кайса, упӑтесем курӑпӑр…» шухӑшласа хӑпарчӗ вӑл.

Она шла и думала: «Сейчас напою Танюшку молочком, сама кофейком побалуюсь, а потом мы с ней уберёмся и сходим в Зоопарк, к мартышкам…»

Улттӑмӗш сыпӑк // Гавриил Байдеряков. Тайц Я.М. Тупни: повесть. Вырӑсларан Г. Байдеряков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 88 с.

Юпа патне ҫитсенех учитель вӗсене пушар ӑҫта иккенне кӑтартнӑ.

Они подъехали к столбику, а там учитель показал им, где горит.

Пушар // М. Тимофеева. Житков Б.С. Пулӑшу килет: калавсем; вырӑсларан М. Тимофеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 28 с.

Вӗсем пурте уртӑш йывӑҫҫисен ҫӑра тӗмӗ ӑшне кӗчӗҫ, кунта ҫитсенех Ярик хӑйӗн юлашки утӑмне пусса, вилнӗ пек хытса тӑчӗ.

Они все вошли в большой куст можжевельника, и тут Ярик сделал свою последнюю мертвую стойку.

Ярик // Никита Волков. Пришвин М.М. Ярик: калавсем; вырӑсларан Н. Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1939. — 16 с. — 3–11 с.

— Киле ҫитсенех, чи малтан барынӳ патне каятӑн ӗнтӗ? —

— Приедешь, — к барыне своей первым делом пойдешь?

V // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Амӑшӗ йӑви патне вӗҫсе ҫитсенех унӑн чӗпписем ҫӑварӗсене карса: «Ка!» тесе пӗтӗм сасӑпа ҫухӑраҫҫӗ.

Мать ещё только подлетает к гнезду, а вороненок уже широко разевает клюв и кричит во все горло: «Ка!»

Ула курак–артисткӑсем // Куҫма Чулкаҫ. Дуров В.Л. Манӑн кайӑксем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 152 с.

Вуникӗ сехетчен вӑл диван ҫинче алхасать, кӑнтӑрла ҫитсенех апатланать.

До двенадцати он резвится на диване, а в полдень — завтрак.

Михел хӑйӗн ятне улӑштарать // Куҫма Чулкаҫ. Дуров В.Л. Манӑн кайӑксем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 152 с.

Тӑхӑр сехет ҫитсенех вӑл пӗтӗм ҫемье апатланакан сӗтел хушшине манпа юнашар ларса пылак чей ӗҫет.

В девять часов он сидит за общим столом, рядом со мной, и пьёт сладкий чай.

Михел хӑйӗн ятне улӑштарать // Куҫма Чулкаҫ. Дуров В.Л. Манӑн кайӑксем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 152 с.

Беби патне ҫитсенех эпӗ ӑна ачашласа хырӑмӗнчен шӑлкалама, хӑлхи хыҫӗнчен хыҫкалама пуҫларӑм.

Добравшись до Бэби, я начал его гладить, чесать ему живот, трепать за ухо.

Беби-парикмахер // Куҫма Чулкаҫ. Дуров В.Л. Манӑн кайӑксем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 152 с.

Кулиса хыҫне ҫитсенех эпӗ ҫири цирк тумне хывса ҫӗнӗ тумтир тӑхӑнтӑм, питҫӑмартисене хӗретнӗ краскӑна сӑтӑрса ятӑм, урамалла чупса тухрӑм та, чи малтан тӗл пулнӑ извозчик тарантасӗ ҫине хӑпарса ларса, циркран тухса тарнӑ таркӑна шырама вӗҫтертӗм.

Очутившись за кулисами, я быстро переоделся, стёр с лица краски, выскочил на улицу и на первом попавшемся извозчике помчался в погоню за беглецом.

Беби шӑпӑртан хӑрать… // Куҫма Чулкаҫ. Дуров В.Л. Манӑн кайӑксем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 152 с.

Унтан, окруженирен тухсан пӗр-пӗринпе ӑҫта тӗлпуласси ҫинчен калаҫса татӑлтӑмӑр та, тӗттӗмленсе ҫитсенех кам ӑҫталла килчӗ ҫавӑнталла саланса кайрӑмӑр.

Условившись о месте сбора, они разошлись в разные стороны под покровом темноты.

Тусем хушшинчен тухни // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

Эпир Уборти ятлӑ юханшыв хӗрринчи Лельчицы ятлӑ местечко патне ҫывӑхарса ҫитсенех, нимӗҫсем хула тулашӗнчен центӑралла куҫса центрти кварталсемпе парксене ҫирӗпленсе ларчӗҫ.

В местечке Лельчицы, на берегу реки Уборть, немцы при нашем приближении очистили окраины и укрепились в центральном квартале и в парке.

Полесье сӗм вӑрманӗнче // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

Эпир вара ҫапла шут турӑмӑр: тӗттӗм пулса ҫитсенех пӗр ушкӑн автоматчиксене кимӗсем ҫине лартса Днепрӑн сылтӑм енне каҫарса ярас та, вӗсем ҫав парома тытса илсе килсе, пӗтӗм соединение леш енне каҫса кайма май паччӑр.

Решено было, как только стемнеет, перебросить на лодках в город роту автоматчиков с тем, чтобы она захватила паром и обеспечила переправу отрядов.

Десна, Днепр, Припять // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

Ҫак канӑҫсӑр шухӑшсем аэродром ҫине ҫитсенех ман пуҫӑмран сапаланса кайрӗҫ.

Эти тревожные мысли не покидали меня до самого аэродрома.

Старая Гута — Мускав // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

Кунсӑр пуҫне партизансем мана Мускава ҫитсенех почта ещӗкне яма темӗн чухлӗ ҫырусем парса тултарчӗҫ.

Карманы моего пиджака были набиты письмами, которые я должен был опустить в Москве.

Старая Гута — Мускав // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

Нимӗҫсем пырса ҫитсенех, Захаров вӗсем патне ӗҫлеме кайрӗ, коммунистсене тыта-тыта пама пуҫларӗ, вӗсене вӑл хӑех допрос тӑватчӗ, асаплантаратчӗ, вӗлеретчӗ.

Как только пришли немцы, Захаров сейчас же побежал к ним служить, стал выдавать коммунистов, сам же и допрашивал их, мучил и убивал.

«Олег, ӑҫта эс?» // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.

Эпир ял патне ҫывӑхарса ҫитсенех тӗлӗнсех кайрӑмӑр: мӗн ку, ӑҫта Гутка ялӗ?

Подходим к нему: что такое, где Гутка?

Отрядсем пӗрлешеҫҫӗ // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

Хӗрлӗ Ҫар нимӗҫсене Мускав ҫывӑхӗнче аркатса тӑкни ҫинчен пурте пӗлсе ҫитсенех, Хинель вӑрманӗнче пурӑнӑҫ пачах улӑшӑнса кайрӗ.

Совсем по-другому стало в Хинельских лесах, когда узнал здесь народ о победе, одержанной Красной Армией под Москвой.

Отрядсем пӗрлешеҫҫӗ // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех