Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

этеме (тĕпĕ: этем) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӳшӗ умне тухрӗ те хӑй куҫӗ курнине хӑй ӗненесшӗн пулмарӗ — ун патнелле Тукай мӑрсапа тепӗр ҫӳллӗ этеме илсе пыраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

17. Вӑрманти хӑнасем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Криуш таврашне йӑлтах ҫав ӑҫти ҫук этеме панӑ.

Куҫарса пулӑш

7. Ҫӗнӗ хуҫа // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Сафа-Гирей пек патшара ларакан этеме вӑл чунтан тарӑхтарса, тулаштарса, эрлентерсе тӑрать.

Куҫарса пулӑш

1. Тата тепӗр Гирей // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Хӑнана килнӗ этеме хан туса хунӑшӑн тавах ӑна, ҫамрӑк патшана ку таранччен ӑс парса пурӑннӑшӑн рехмет, анчах вӑрҫӑ ӗҫӗнче Сафа ун ирӗкӗнчен тухать.

Куҫарса пулӑш

1. Тата тепӗр Гирей // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫак туйӑм этеме хӑй ҫӗршывне, савнӑ тӑван вырӑнӗсене, тӑван халӑхне юратма, хисеплеме хавхалантарса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Геннадий Макаров - поэт, композитор // Вячеслав Петров. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/10814 ... kompozitor

Ҫӗр мӗнле чӑтать сана, ҫавӑн пек эслепсӗр этеме?

Куҫарса пулӑш

1. Сывӑ пул, Атӑл! // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вӗсене ҫамрӑк тӗкӗрҫ шырама та тӑрӑшмарӗ — ӑҫтан тупан ҫак йышлӑ халӑх хушшинче хӑвна кирлӗ этеме?

Куҫарса пулӑш

14. Мускавра // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Тинех тупрӑн пулас эсӗ ху шыракан этеме

Куҫарса пулӑш

6. Сарыев мӑрса // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Курайманлӑх вӑл этеме кӑнтӑрла та, ҫӗрле те канӑҫ паман туйӑм.

Куҫарса пулӑш

Курайманлӑх // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

— Парӑр ӑна пӑхӑр пайҫа, паянтан пуҫласа никам та ан тивтӗр ку этеме, паянтан пуҫласа вӑл пирӗн хӳтлӗхре тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Пӑлхар ҫар ҫынни пӗтни // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

— Кӑларса ывӑтӑр ку этеме», — кӑшкӑрчӗ хӑйне сыхлакансене.

Куҫарса пулӑш

Сутӑнчӑк // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Хӑлха, куҫ, ӳт витӗр кӗрсе этеме хӑратса чӗтреттересшӗн.

Куҫарса пулӑш

Кашкӑр ҫури — Хура ҫӑлтӑр // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Йывӑрлӑхсене ҫӗнтермешкӗн этеме пурнӑҫне ҫӑмӑллатас тесе ҫутҫанталӑк хӑйӗн вӑйне пама хатӗр.

Куҫарса пулӑш

Ылтӑн вӑчӑра // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Ҫак йӑласене хирӗҫ кайсан сана вӗсен ҫилли килсе ҫапӗ те, эсӗ ниме те юрӑхсӑр этеме тухӑн.

Куҫарса пулӑш

Ылтӑн вӑчӑра // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Кашни кӗнеке (халь эпӗ классиксен произведенийӗсем пирки калатӑп) ҫынна мӗне те пулин ыррине вӗрентет, этеме хӑйне те ҫынсене ӑнланма пулӑшать, халиччен пӗлменнипе паллаштарать, ӑс-тӑнне пуянлатать.

Куҫарса пулӑш

«Ӑҫта эс, тинӗс» калав историйӗ // Хӗветӗр Уяр. https://chuvash.org/blogs/comments/6056.html

Сахвине патне ясак ыйтма кӗрес шухӑш Урасметӑн та пулнӑ, анчах, чӑнах та, ҫынни питӗ хӑрушӑ-ҫке, хӑйӗнпе урлӑ пулнӑ этеме тӳрех киреметпе е ытти усал вӑйпа хӑратать.

Куҫарса пулӑш

20. Кӗске пушӑ хытӑ ҫапать // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Халь Яхуте астӑвать те пек хӑйне пусмӑрласа ӗҫтерекен этеме, астумасть те пек.

Куҫарса пулӑш

14. Яхуте шӑпи // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Анчах ҫынна кӑтартма хӑратӑп-ха, тен, вӗсем пӗри те этеме юрӑхлӑ япаласем мар.

Куҫарса пулӑш

9. Купӑс ӑсти Ятламас // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫӑткӑн кайӑк вӗҫен кайӑкран чеерех, вӑл этеме улталама юратать, хӑйӗн пурнӑҫӗшӗн юлашки вӑйӗ пӗтиччен кӗрешет, ҫапах ӑна тытсан савӑнӑҫӗ те ытларах.

Куҫарса пулӑш

16. Вӑрманти тӗлпулу // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вӑл хура ӳтлӗ этеме аса илтеретчӗ.

Он был похож на арапа.

Булька // Валерий Алексеев. Толстой Л.Н. Йывӑҫсем мӗнле утаҫҫӗ: калавсем. Чӑвашла В.Н. Алексеев куҫарнӑ; ӳнерҫи С.А. Бритвина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2022. — 60 с. — 16–18 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех