Шырав
Шырав ĕçĕ:
Вара вӑл сасартӑк, пӗтӗм пӗвӗпе ҫӳлелле чӗвенсе, пит те вӑйлӑн малалла сикрӗ, пралук шатӑртатса янраса кайрӗ.И вдруг, подавшись корпусом, двинулся так сильно, что проволока затрещала и зазвенела.
Вӑрҫӑ секречӗ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар, Аркадий Петрович. Вӑрҫӑ секречӗ: [повеҫ] / А. П. Гайдар. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 175 с.
Лашисем тапса сикрӗҫ, урапи шатӑртатса тӑвайкки ҫинелле вӗҫтерчӗ, — акӑ вӑл ҫӗрпе пӗлӗте уйӑрса тӑракан хура йӗр ҫинче тепӗр хут курӑнчӗ, акӑ вӑл кусса кайрӗ те ҫухалчӗ.
Тӑнкӑртатать // Василий Хударсем. Тургенев И.С. Тӑнкӑртатать: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1941. — 36 с. — 3–27 с.
Тымарӗсем ҫыхланса ӳсекен йывӑҫсем турачӗсемпе пӗр-пӗрне чиксе пӗтӗм Аташу шурлӑхӗ тӑрӑх илтӗнмелле чӗриклетме, шатӑртатса авӑнма тытӑнчӗҫ.
IV // Гаврил Молостовкин. Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 133–188 с.
Аркадийпе Базаров пысӑках мар утӑ капанӗ сулхӑнӗнче, хӑйсен айне пӗр-икӗ ытам шатӑртатса тӑракан типӗ те симӗс, тутлӑ шӑршӑллӑ утӑ сарса выртнӑ.
XXI // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
Малтан тӗтӗм йӑсӑрланчӗ, унтан факел пекех ҫутӑпа йӑлтӑртатса, темиҫе винтовкӑпа пӗр харӑс пенӗ пек шатӑртатса янӑрарӗ.Она задымилась, взметнулась факелом и так ахнула, точно разом выстрелило несколько винтовок.
Вунулттӑмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Ун хыҫҫӑн перкелени ҫаплах шатӑртатса юлчӗ, анчах Васькӑна вӑл ытла хӑратаймарӗ.Вдогонку ему затрещали выстрелы, но на Ваську они особого впечатления не произвели.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Вӑл Марусьӑна хытӑ ыталаса чӑмӑртарӗ, лешӗн шӑммисем шатӑртатса илчӗҫ.Она взволнованно обняла Марусю и стиснула так, что у той захрустели кости.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Нимӗҫ снарячӗ шӑпах крыльца умӗнче ҫурӑлчӗ, стенасем шатӑртатса илчӗҫ, пусма картлашкисем ҫине чӳрече кантӑкӗ ванса тӑкӑнчӗ.
Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Кӑваккӑн ҫунакан вут, хӑрушшӑн шатӑртатса, кабель тӑрӑх трансформатор еннелле ҫӗлен пек шума пуҫланӑ.Голубая змейка огня, зловеще треща, ползла по кабелю к трансформатору.
3 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.
Ҫурт тӑррисене каҫ-каҫ пӑр штыксем тире-тире тухрӗ, кӳлленчӗксене шатӑртатса тӑракан шурӑ пирпе вите-вите хучӗ, пӑс кӑларса ларакан террикон тӑррине те чӗпӗтекен сывлӑшӗпе вӗтелемесӗр хӑвармарӗ.
2 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.
— Юлташсем, халӗ тӗнчери лару-тӑру ҫӑмӑлах теме ҫук, ҫавӑнпа ку тӗлӗшпе кам та кам ыйтӑва ӑнлансах ҫитеймест, унӑн ҫакна ӑнланмалла: империализм лагерӗн пур ҫӗввисем те шатӑртатса ҫурӑлаҫҫӗ пулин те, вӑл ҫывӑрмасть!..
12 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Тикӗс вырӑна тухсан, вӑл лава кӗпер ҫине туртса кӗчӗ, малалла темиҫе утӑм турӗ, Корней кӗпер хӑмисем типпӗн шатӑртатса хуҫӑлнине илтрӗ те сасартӑк вӗриленсе кайрӗ.
7 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Дон леш енче пулемет сасси ҫилӗллӗн шатӑртатса тӑман, таҫтан туран — те Мигулински, те Казански станицӑсен ҫӗрӗсенчен — шыв тӑрӑх тупӑ сассисем вӑрӑммӑн кӗмсӗртетсе илтӗнмен пулсан, Дон хӗррине утӑ ҫулакансем килсе чарӑннӑ темелле: ытла та тӑнӑҫ курӑнать вӑрҫӑ вут-хӗмӗн линийӗ ҫинче Мӑн Кӑмрӑк повстанецӗсен сотни.
LXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Икӗ «гочкис» кӗске черетсемпе ҫунтарчӗ, кӑштах хулӑнрах сасӑллӑ «максим», Дон леш енче вырӑнтан вырӑна чупа-чупа каякан повстанецсен пехоти ҫинелле пенӗ май, пӗр шӑпланмасӑр шатӑртатса тӑчӗ.
LXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Ҫак самантра хирӗҫ пенӗ сасӑсем, кӑвайт ҫине типшанкӑ ҫӗклемӗ пӑрахнӑ пек, шатӑртатса кайрӗҫ; темӗн чухлӗ пуля вшиклетсе вӗҫсе иртрӗ.
XLIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Хыҫалта, Дон ҫинче, пӑр шатӑртатса кайрӗ.
XL // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Пулеметран кӑларса янӑ черетсем, ҫӗрлехи хуралҫӑ шакӑрчи пек, хыттӑн шатӑртатса тӑчӗҫ.
XXXII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Вӗсен ҫурӑмӗсем хыҫӗнче пулемет вичкӗннӗн шатӑртатса кайрӗ.
IX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Аслати ҫапнӑ сасӑ тепӗр хут ҫав тери вӑйлӑн, типпӗн те сулмаклӑн шатӑртатса ҫурӑлчӗ те, Кошевой учӗ малтан кукленсе ларчӗ, унтан, картах чӗвенсе, пӗр вырӑнта пӗтӗрӗнсе илчӗ.
III // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Пулемет шатӑртатса каять — шӑпланать; йӗркесӗр, тӗлли-паллисӗр перкелешӳ пуҫланать — сӳнсе ларать.Пулемет потрещал — и смолк, вспыхнула — и угасла беспорядочная, шалая стрельба.
XXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.