Шырав
Шырав ĕçĕ:
Пите чӗпӗтсе ҫунтаракан сивве те, прикладпа чышса ыраттарнине те туймарӗ вӑл.И не чувствовал ни холода, жегшего лицо, ни боли от удара прикладом.
XXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Листницкий пӑрлӑ ботвинйӑ кӳрсе пама ыйтрӗ; апат илсе килессе кӗтнӗ хушӑра вазӑран кӑларса илнӗ настурцин хӗрлӗ сарӑ ҫеҫкисене чӗрне вӗҫӗпе чӗпӗтсе ларчӗ.
XII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Днепрӑн сӗвек ҫыранӗсемпе сӑрчӗсем тӗлӗнчи тӳпе ҫутӑ кӑвак, хӗрлӗ тата тӗксӗм сарӑ тӗссемпе пайӑркаланса ҫивӗтленнӗ те, тавра курӑм аялӑшӗнче мӗн пурри йӑлтах черченкӗллӗн курӑнса тӑрать, йӗппе чикнӗ евӗр куҫа чӗпӗтсе ыраттарать.
X // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Хутран пирус ҫавӑрса, пачка ӑшӗнчен пӗр чӗптӗм турецки табак чӗпӗтсе илчӗ, унтан пачкине хӑтине тыттарчӗ.Свернул бумажку, всыпал из четвертки щепоть турецкого табаку и протянул пачку свату.
17 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Крючков, унӑн пичӗ ҫинчи тирне чӗпӗтсе ҫӳлелле туртса, пакӑлтатма пуҫларӗ:Крючков, в щепоть захватив кожу у него на шее, оттягивал ее, приговаривая:
8 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Хӗрӗн кулли Митькӑна каллех, малтанхи хут Моховсен крыльци ҫинче тӑнӑ чухнехи евӗр, вӗлтренпе пӗҫертнӗ пек, чӗпӗтсе илчӗ.Снова, как тогда, в первый раз, на террасе моховского дома, улыбка жиганула Митьку крапивным укусом.
2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Аксинья пӗтӗм кӑмӑлӗпе тинкерсе итлерӗ, татах мӗн каласса кӗтрӗ, унтан кӑткӑран туртса илнӗ ҫӳппе чӗпӗтсе хуҫрӗ.Аксинья, насторожившись, слушала, ждала, ломала отнятую у муравья былку.
16 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Ромашов, ҫула майлӑн тенӗ пек, Хлебниковӑн сӑрӑ, мӗскӗн, ҫара пичӗ ҫине пӑхса илчӗ те, чунӗнче унӑн каллех темле килпетсӗр, чирлӗ туйӑм чӗпӗтсе, чӑрмаласа кайрӗ.
XI // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Унӑн пуҫ ҫаврӑнса кайрӗ, вӗсем Жюлипе кӑшкӑрашма, шавлама, кӗрлеме пуҫларӗҫ; Жюли Верочкӑна чӗпӗтсе илчӗ, вырӑнӗнчен сиксе тӑрса чупса кайрӗ, Верочка ун хыҫҫӑн чупрӗ; пӳлӗмсем тӑрӑх чупса ҫӳрерӗҫ, пукансем урлӑ сике-сике каҫрӗҫ; Лопухов кулса ларчӗ.
II // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Пур япала та пӗрле пулмалла, — терӗ мӑн сухал сассине хытарса, вара, хӑйӗн енчӗкӗнчен илнӗ пекех, Банникӗн килте лартса тунӑ табакне пысӑккӑн чӗпӗтсе илчӗ.
33-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Вӑл, пӳрне вӗҫӗсемпе чӗпӗтсе, симӗс ҫӑм юбкин аркине кӑшт ҫӗклерӗ те, аллисене пилӗкӗ ҫине тытса, куҫне чарса пӑрахнӑ Давыдов умӗнче ҫаврӑна-ҫаврӑна кӑтартрӗ.
26-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Тӑвар суланчинчен тӑвар чӗпӗтсе илнӗ пек, вӑл кӗске кӗрӗкӗн аркине чӗпӗтсе тытрӗ, ӑна шыв кӳленчӗкӗ урлӑ каҫма хатӗрленнӗ хӗрарӑм юбкине ҫӗкленӗ пек ҫӗклерӗ, чӗлхине ҫуласа илсе, казаксем ӳмӗнче мухтанма тапратрӗ:
18-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
— Пирус пачкине кӑларчӗ те, чӗтрекен пӳрнисемпе пируса ниепле те чӗпӗтсе илеймесӗр, чылайччен аппаланса тӑчӗ.— Достал пачку папирос и долго дрожащими пальцами никак не мог ухватить папиросу.
9-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Куҫхаршийӗсем унӑн куҫӗсене илем парса тӑраҫҫӗ; вӗсем пӗкӗ пек авӑнчӑк мар, пӳрнепе чӗпӗтсе пӗтернӗ ҫип пек, куҫ тавра ҫинҫе йӗрпе ҫаврӑнса тӑмаҫҫӗ — ҫук, ун куҫхаршийӗсем сарӑ, кӑпӑшка та икӗ тӳрӗ йӑрӑм пек, сайра хутра ҫеҫ вӗсем пӗр виҫере пулаҫҫӗ; пӗри тепринчен кӑшт ҫӳлӗрех, ҫавна пула куҫхарши айӗнче пӗр пӗркеленчӗк йӗр пур, ҫав йӗр темӗн каланӑ пек, унта шухӑш пулнӑ пек туйӑнать.
V сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Яланах пуҫран шӑлать пулсанччӗ, анчах вӑл шкулти чӑрсӑр ачасем йӑваш ача ҫумне ҫыпҫӑннӑ пекех ҫыпҫӑнать: е сисиччен чӗпӗтсе илет, е сасартӑк тӳрех ҫамкаран килсе ҫапать те хӑйӑрпа сапса хурать… чӑтма ҫук!
III сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Кӗр часрах, ак Хӗл Мучи сӑмсаран ярса тытать те текех вӗҫертмест, — хӗрӗ ҫине ӑшшӑн пӑхса сӑмсинчен ачашшӑн чӗпӗтсе илчӗ Клавье аппа.
Кӗл чечексем // Валентина Элиме. Килти архив
Пӗтем юнӑм пӗр харӑс пит ҫине килсе капланчӗ, питҫӑмартисем чӗпӗтсе кайрӗҫ.
18 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Робиць-и, робиць мар-и, сысна ҫуне виҫнӗ чухне, сӑмӑхран, кӑшт та пулин чӗпӗтсе пӑхмасӑр епле тӳссе тӑратӑн-ха?
Вунулттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Лейтенант конверта шӑлӗпе ҫыртса, ӑна хӑвӑрт-хӑвӑрт чӗпӗтсе уҫнӑ вӑхӑтра вӑл чӗтресех тӑчӗ.Она дрожала, пока лейтенант, прихватив конверт зубами, нетерпеливыми щипками раскрывал его.
7 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Одеколон куҫсене чӗпӗтсе илчӗ, унӑн куҫҫулӗсем шӑпӑртатса анчӗҫ.
17 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948