Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

уя сăмах пирĕн базăра пур.
уя (тĕпĕ: уя) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Мӑкаҫей тыррине акма, уя ҫӗрулми лартма ялсем тӑрӑх ӳкӗтлесе ҫӳренин усси ҫукпа пӗр: куҫ умӗнче ҫеҫ хресченсем пире итленӗ пек тӑваҫҫӗ…

Наши увещевания насчет посева магазейного хлеба и посадки картофеля безуспешны: крестьяне делают вид при нас, что слушают, а мы уехали — и все осталось как было…»

Пӑлхав тапранни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ялӗ-ялӗнче пахчасенче унчченех ҫӗрулми тукаласа илнине пӑхмасӑр, хресчене пусӑхласах ӑна уя ларттарнӑ.

Крестьяне сажали картошку не только на своих огородах, но и на общественном поле.

Пӑлхав тапранни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Шупашкар округӗнчи чӑвашсемпе ҫармӑссем кӗпӗрне прокурорӗ патне — пире ирӗксӗрлесе уя ҫӗрулми ларттараҫҫӗ, ял-йыш вӑйӗпе мӑкаҫей кӗлечӗ валли суха тума хистеҫҫӗ килӗрен тырӑпа укҫа пуҫтараҫҫӗ — пирӗн ӑҫта кайса кӗмелле тесе жалобӑсем ярса тултарнӑ.

Чуваши и черемисы Чебоксарского уезда додумались написать губернскому прокурору о том, что их насильно заставляют сажать картошку, вынуждают делать общественную запашку для магазеи, собирают с каждого дома хлеб и деньги.

Пӑлхав тапранни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Тата, пуҫласа темелле, уя ҫӗрулми ларттарнӑ.

Заодно было приказано посадить и картошку.

Пӑлхав тапранни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Апла ҫеҫ те мар-ха, мӑннисене хӑратса уя хӑваласа тухнӑ, ӗҫлӗр, акӑр, унсӑр яла кӗртместпӗр тенӗ.

И опять все повторялось снова: крестьяне не хотели, правители гнали их на поля силой, запугивали, мол, не пустим в деревню, пока не засадите все поля…

Малтан калани // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Тен, уя тухар?

Может, в поле выйдем?

Киремете пуҫ ҫапни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Сутма мар, ут кӳлмелли хатӗрсене уя хӑварса ҫухатнӑшӑн Салакайӑк Янтула тӳлеттерме тытӑнсан ун айӑпне Микки йӑлтах хӑй ҫине илчӗ.

Более того, когда Яндул забыл в поле конскую сбрую и поп хотел было взыскать с него утрату, Микки взял весь грех на себя:

Киремете пуҫ ҫапни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Икӗ тарҫи уя тислӗк турттарнӑ.

А два работника вывозили в поле навоз.

Тӗмерккепе Утлас // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Пӗр сехет маларах уя тухса ларнӑ хура мӗлке те ун хыҫҫӑн хула ҫулӗ еннелле пӑрӑнчӗ.

А засевшая в поле часом раньше Ивука чья-то тень тоже последовала за ним…

Ҫӗрлехи ҫул // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Шахрун Ухтивана уя кӑларасшӑн.

Шахрун хочет выгнать Ухтивана в открытое поле.

Ҫурҫӗр иртсен // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Тимӗрҫӗ — тимӗре юратать, сухаҫӑ — уя хуратать.

Кузнец любит железо, пахарь — поле.

Туптать // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ҫӗр улми уя ирӗксӗр ларттармалла мар, пахчарипе те ҫитет.

И картошку в поле сажать силком не велено, хватит той, что в огородах.

Ҫӗвӗҫ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Каҫ кӳлӗм тин Шуркасси ҫыннисем уя тырӑ кӑклама тухаҫҫӗ.

Только к вечеру второго дня шургасинцы вернулись в поле убирать зерно…

Ӗҫ ҫинче // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Хӗр акине тухнисем таса уя кайса вут хураҫҫӗ.

Участники пахоты разводят на очищенном поле костер.

Ҫӗрлехи ӗҫ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Уя ватти-вӗтти — пӗтӗм ял халӑхӗ тухнӑ.

Деревня от мала до велика высыпала в поле.

Турӑпа ҫӳреме тухни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Уя турӑшсемпе тухасшӑн».

— Поля освятить надумали.

Турӑпа ҫӳреме тухни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

— Ват ҫынсем уя турӑпа тухасшӑн.

— Старики надумали поля освятить.

Турӑпа ҫӳреме тухни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

«Ват ҫынсем уя канашлама тухнӑ».

— Старцы думу думают.

Паллӑ мар инкек // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Тухман мар ӗнтӗ вӑл урама та, уя та ҫитсе ҫаврӑннӑ, утарта та пулнӑ, анчах кашнинчех наччаслӑха, вут илме кайнӑ пек, чун тӑварланса ҫитнӗ самантсенче.

Конечно, выходил он и на улицу, и в поле, и на пасеке бывал, но всякий раз через силу, когда внутри всё горело.

Мулкач Терушӗ, Някуҫ тата ыттисем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ҫурхи акана тухнӑ кун вӑл пӗррехинче уя хытӑлла пӗҫернӗ пӗр ҫӑмарта та пӗр ҫӑкӑр илсе кайнӑ тет.

Собравшись как-то по весне в поле, он прихватил с собой одно сваренное вкрутую яйцо и краюху хлеба.

Хӑна-вӗрле // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех